ÇӖНӖ ÇУЛ МИРЛӖ ПУРНĂÇ ИЛСЕ КИЛТӖР
2022 çул. Çăмăл пулмарӗ вăл. Çӗршывшăн та, кашни уйрăм çыншăн та тӗрӗслев пулчӗ: йывăрлăхсене куçа-куçăн кӗтсе илме хал çитрӗ-и, вӗсене тивӗçлӗ татса парайрăмăр-и, ума тухса тăнă задачăсене пурнăçларăмăр-и, çынлăха, кăмăл çирӗплӗхне упраса хăварайрăмăр-и? Пурнăçри тӗп хаклăхсене палăртасси, ăс-тăнпа, чун-чӗрепе тасаласси енчен ку çулталăк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.
Раççее тем пек путарма тăрăшсан та, информацилле хирӗçтăру çивӗч пулин те çӗршыв никам умӗнче те чӗркуçленмерӗ, йывăрлăхсене çӗнтерсе лару-тăрăва, экономика шайне кирлӗ пек тытма пултарчӗ. Раççей çыннисене социаллă гарантисемпе тивӗçтерессипе ӗçлекен пӗр программа та путланса лармарӗ, пач тепӗр майлă – çӗннисене йышăнчӗç.
Обществăшăн чăннипех тӗрӗслев пулчӗ ку çул. Кам тус, кам хирӗç – йăлт тӗкӗр çинчи пек лайăх палăрчӗ. Ятарлă çар операцийӗ, унтан тулли мар мобилизаци пуçланни çынлăха палăртакан индикаторсем пулса тăчӗç. Нумайăшӗ çӗршывран тухса тарса чăн питне кăтартрӗ, теприсем хăй ирӗкӗпе ăна хӳтӗлеме чи малти рете кайрӗç. Нумай çемьере ашшӗ-амăшсен ывăлӗпе, арăмсен упăшкисемпе, ачисен ашшӗсемпе, пиччӗшсемпе уйрăлма тиврӗ. Ыттисем те айккинче юлмарӗç, кам мӗн пултарнипе пулăшма тăрăшрӗç, халӗ те ку ӗç пырать. Ун çинчен хаçатра çырсах тăратпăр. Ытти çӗршывсем çакăнпа усă курса Раççее хăй салтакӗсене те тивӗçтереймест тесе критиклеме пăхрӗç. Анчах вӗсем пӗрне ăнланмаççӗ: Раççей çыннин чăн кăмăлӗ çапла пулнине. Йывăрлăхра эпир пуçа усма хăнăхман, пӗр чăмăра пуçтарăнса хамăршăн тăма пултаратпăр.
«Суваршăн» та ку çул çăмăлах пулмарӗ. 2022 çула сахалрах тиражпа кӗтӗмӗр, тӗрлӗ сăлтавсене пула хамăрăн вулакансене çухатрăмăр. Çапах çитӗнӳсемсӗр мар. Редакци ӗçченӗсем харăсах виçӗ грант проектне пурнăçа кӗртрӗç – республика тата федераллă шайрисене. Чăваш халăх поэчӗн, хамăрăн ентешӗмӗрӗн Петӗр Хусанкайăн 115-çуллăхне тивӗçлӗ те анлă паллă тунипе те ку çул асра юлӗ. Вулакансен хушшинче те самай конкурс йӗркелерӗмӗр. Пысăк тав сире, хаклă вулаканăмăрсем, вӗсене хапăлласа хутшăннăшăн.
2023 çула вара çӗнӗ шанчăкпа кӗтсе илме хатӗрленетпӗр, сăлтавӗ те пур. Сăмах май, паянхи номер 1500-мӗш! Вăл Çӗнӗ çул умӗнхи телей палли пултăр сирӗншӗн те, юратнă вулаканăмăрсем.
Хаçатăмăрăн 30-çуллăхне тираж ӳсни пысăкрах хавхаланупа ӗçлеме хистет. Пысăк тав ТР Президенчӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата ытти чӗлхесене аталантарассипе комитет ертӳçине Марат Готович Ахметова, Çӗпрел район пуçлăхне Марат Ринатович Гафарова, «Хузангаевский» ЯХПК директорне, Элкел районӗнчи ЧНКЦ председательне Евгений Михайлович Чугунова, вӗсем тӗрев панипе хаçат çитес çул чăваш ялӗсенчи шкулсемпе библиотекăсене, мобилизациленнисен çемйисене çитет. Пурне те пысăк тав!
Малашне «Сувар» кашни чăваш çемйинче пултăр. Хаçат вăл – Тутарстанри чăвашсен сасси, апла малашне те вăл уççăн янăратăр.
Хаклă вулаканăмăрсем, сире пурсăра та редакцире ӗçлекенсен ятӗнчен Çӗнӗ çулпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çитес çул кашни киле лăпкă пурнăçпа телей, çӗршыва мирлӗ пурнăç илсе килтӗр. Çухатусем ан пулччăр урăх. Малашне те çапла пӗр çемьери пек туслă пурăнар!
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев