Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул умӗн «Варкăш» литература клубӗнче Нина Артемьеван çӗнӗ кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумӗнчи «Варкăш» литература клубӗн раштав уйăхӗнчи тӗлпулăвӗ яланах хаваслă иртет. Хальхи уяв та çавăн пекех пулчӗ – поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе билиотекарьсем Нина Артемьеван «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сăвă пуххин презентацине йышлăн пуçтарăнчӗç. Кăларăм иртнӗ кӗркунне Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă. Унта авторăн тӗрлӗ çулта çырнă сăввисем кӗнӗ.

АЧА ЧУХНЕХ СĂВĂСЕМ ÇЫРНĂ

Уява ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ертсе пычӗ. Вăлах Нина Николаевнăн биографийӗпе паллаштарчӗ. «Нина Артемьевăн поэзийӗ хӗвел пек ăшă, çăлкуç пек таса, сывлăм тумламӗ пек çутă. Унăн лирика геройӗ тăван халăх историне, йăли-йӗркине сума сăвать, илеме курма пӗлет. «Чуна ăшăтакан кунсен çути» ачалăхри киле ертсе çитерет ăна. Кунта вăл вăй-хал пухать, тӗрекленет, çунат сарать. Чылай сăвăра аваллăх ахрăмӗ сисӗнет. Лирика харкамçи Пӳлер енӗн иртнӗ кун-çулне çине-çинех тишкерет, чăвашăн шăпи çинчен шухăшлать», – терӗ Ольга Михайловна.

Нина Николаевна 1947 çулхи юпа уйăхӗн 20-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралнă. Емелькинăри тулли мар вăтам шкулта пӗлӳ пухнă. Поэтăн асаилӗвӗсене халăх кăсăклансах итлерӗ. «Малтанхи сăвва пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне çырнă эпӗ. Вӗрентекен киле ӗç сăвă çырма хушнăччӗ. Эпӗ виçӗ çавраран тăракан «Кӗркунне» ятлă хайлав шăрçаланăччӗ. Кайран сахал пек туйăнчӗ те, тепӗр виçӗ çавра хушрăм. Рифмăпа ритм пулнă-ши, пӗлместӗп, анчах вӗрентекен манăн тата тепӗр арçын ачан сăввине класс умӗнче вуласа панăччӗ, ырланăччӗ. Çиччӗмӗш класра чухне вара икӗ сăввăм – «Шурă хурăн» тата «Кӗркунне» – Хусанти «Ленин ялавӗ» хаçатра кун çути курнăччӗ. Çакă хавхалантарнă пулӗ.

Эпӗ çамрăклах, вун сакăр çул тултаричченех, Шупашкара куçса килнӗ, пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ, каçхи вăтам шкулта вӗреннӗ, çав хушăрах сăвăсем çырнă. Тăван килтен аякра, тунсăхланă та пуль. Пӗр-икӗ сăвă çыраттăм та Пиательсен союзне йăтса каяттăм. Кунта Уйăп Мишшипе Илпек Микулайӗ ӗçлетчӗç, яланах ăшшăн кӗтсе илетчӗç. «Мӗнле пурăнатăн-ха, хӗрӗм?» – тетчӗç кашнинчех. Çывăх тăвансем пекех туйăнатчӗç, тӗлӗнмелле ăшă çынсемччӗ. Уйăп Мишши пӗринче мана укçа пухма вӗрентрӗ. «Лавккара пӗр-пӗр копилка туян та вак укçана çавăнта ярса пыр. Эпир çапла пуçтарса телевизор туянтăмăр», – терӗ.

Малтанхи вăхăтра Шупашкарта «засыпушкăра» пурăннă эпӗ. Пӗр хӗрарăм патне вырнаçрăм. Уйăхне пилӗк тенкӗ тӳлеттӗм, кашни кун Белинский çырминчен пӗрер çӗклем шыв йăтса килмеллеччӗ манăн. Кӳршӗрех хӗрсем çичӗ тенкӗ тӳлесе пурăнатчӗç. Вӗсен шыв йăтмалла марччӗ, паллах», – каласа кăтартрӗ Нина Николаевна.

Каярахпа Писательсен пӗрлӗхӗ пулăшнипе общежитири икӗ вырăнлă пӳлӗме вырнаçнă вăл. 1977 çулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнă. 1977–2003 çулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Çилçунат», «Самант») журнал редакцийӗнче ӗçленӗ. Василий Кервен поэтпа пӗрле Львов хулинче иртнӗ Пӗтӗм Союзри çамрăк сăвăçсен фестивальне те хутшăнма тӳр килнӗ унăн. Нина Артемьева çыравçă-журналист кăна мар, çулçӳревçӗ те. Турпутевкăсемпе çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса курнă вăл, ту çине те пӗрре мар хăпарнă. «Çул çинче тем тӗрлӗ йывăрлăх сиксе тухать. Ку юлашки, тек ниçта та каймастăп теттӗм хама. Анчах киле таврăнсан, кăшт кансан чун каллех ту çине туртма пуçлатчӗ. Пӗрре унта пулса курсан тек манаймастăн. Чир пекех çулăхать, пӗрмай аса килсе тăрать», – терӗ Нина Николаевна.

 

ЧУНА ХУСКАТАКАН ПОЭЗИ

Кӗнеке тухнă ятпа сăвăçа ентешӗсем – Тутарстанра çуралса ӳснӗ чăваш çыравçисем – Анатолий Хмытпа Галина Кӗмӗл ăшшăн саламларӗç, унпа мухтаннине, пӗрле савăннине палăртрӗç. Пӳлер тăрăхӗ çинчен çырнă сăвăсен ярăмне поэма шайне çитерме сӗнчӗ Анатолий Дмитриевич.

Ирина Софронова литературовед «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнекепе хăпартланса паллашнă-мӗн. «Нина Николаевнăн сăввисем савăнтараççӗ те, куççульлентереççӗ те. Ачалăх пирки çырни çывăх çынсемпе те, чăваш историйӗпе те çыхăнса каять. Чăваш литературинчи тухăç витӗмне тӗпченӗ май сирӗн пултарулăха тишкерме çав тери интереслӗ пулчӗ. Сирӗн Атăлçи Пăлхар тӗнчи ыттисенни пек мар, пач урăхла. Кашни чечекӗнче, тӗмескинче аваллăх чӗрӗлсе тăрать. Николай Шелепи асаилӗвӗнчи йӗркесем аса килеççӗ. «Асаннесем Пăлхар кун-çулӗпе çыхăннă юрăсем юрлатчӗç те макăратчӗç», – тесе çырнă вăл. Валем Ахун хыççăн ку темăпа çыракансемех пулмарӗç. Эсир çав традицие малалла тăсатăр. Кашни çыравçăн Пăлхарӗ, Пӳлерӗ хăйӗн иккен», – терӗ Ирина Владимировна.

Раиса Воробьева сăвăç Нина Николаевнăн «Çилçунатранах» паллать. «Эпӗ унăн сăввисене вуласах пынă. Вӗсем ытти аворăннинчен уйрăлса тăраççӗ – тӗлӗнмелле ытарлă, сăнарлă. Кашниех мӗн çинчен те пулин каласа паратьӗ Вăрманӗ, уй-хирӗ, юхан шывӗ – пӗтӗмпех чӗрӗ. Çутçанталăка ăста сăнарлать, танлаштарусемпе, сăпатлантарусемпе анлă усă курать. Хăйсен енчи вырăнсене сăнласа, тӗне кӗмен чăвашсен характерне уçса парать. Сăпайлă, ӗçчен, чӗрре кӗмен çынсем пурăннă кунта сӗм авалтан. Хăй сăввисенче автор салтак юррисене, халăх юррисене вырăнлă кӗртсе пырать», – яланхи пек тӗплӗн тишкерчӗ Раиса Васильевна.

Елена Кудрявцева вӗрентекен те «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кăларăмпа хаваспах паллашнă. «Таса туйăмпа, ырă чӗрепе çырнă сăвăсем çăмăллăн вуланаççӗ, шухăша яраççӗ. Станислав Юхтар ӳкерчӗкӗсем хайлавсемпе килӗшсе тăраççӗ, вулани куç умне тухса пыраит», – терӗ вăл. Мальвина Петрова поэт та, «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Ольга Тимофеева та хуплашкапа шалти ӳкерчӗксем сăвă пуххине пуянлатнине асăнчӗç.

Ольга Туркай радиожурналист тата çыравçă Нина Артемьевăна 1985 çултанпах пӗлет, çӗнӗ кӗнеке вара автора урăх енчен уçма пулăшнă-мӗн. Радио валли кăларăм та хатӗрленӗ Ольга Николаевна. «"Ӗмӗрхи кӗвӗ" кӗнекери хайлавсенче çутă, лăпкă, таса юрату тапса тăрать, чуна пырса тивет», – терӗ вăл.

Ирӗк Килтӗш ӳнерçӗ хăй те Пăлхар темипе юрăсем шăрçалать. Чăваш халăхӗн историйӗпе кăсăкланаканскерӗн Пӳлер çинчен те хайлав çуралнă. Нина Артемьевăн сăввисене те юрăç-ӳнерçӗ кăмăлласа йышăннă. Варкăшçăсене тата уяв хуçине Ирӗк Килтӗш юрă парни кӳчӗ.

Хăтлавăн иккӗмӗш пайне çывхарса килекен Çӗнӗ çула халалларӗç. Кӗтмен çӗртен Хӗл Мучипе (Ирӗк Килтӗш) Юрпике (Ольга Иванова) тата ырă асамçă (Татьяна Семенова) çитсе кӗчӗç те пурне те вăййа хутшăнтарма пикенчӗç. Кашниех сухалсăр Хӗл Мучин миххинчен лотерея билечӗ туртса кăларса пӗр-пӗр ӗç пурнăçларӗ. Юр пике парнесемпе хавхалантарчӗ. Асамçă вара килес çул еплерех пуласса систерчӗ.

Тӗлпулу чăннипех савăк иртрӗ. Ăна аса илни варкăшçăсене темчченех йăл кулă парнелӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев