Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ 160 çулта
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ акă ӗнтӗ 160 çул ачасемпе вӗрентекенсене кунсерен кӗтсе илсе ăсатса ярать. Владимир Александрович Мискин ертсе пыракан шкулта халӗ 63 ача вӗренет, педагогсен шучӗ 17. Паянхи вӗрентекенсем маларах ӗçленисен ырă йăлисене малалла тăсаççӗ: ачасене чунтан юратаççӗ, вӗсен пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн аталантарас тесе тăрăшаççӗ, тарăн пӗлӳ параççӗ, çӗнӗ методикăсемпе усă кураççӗ. 10 çул ӗнтӗ шкул çуртӗнче ача сачӗпе библиотека ӗçлеççӗ. Иртнӗ эрнере шкулăн 160 çулхи юбилейне анлăн паллă турӗç.
Пӗрремӗш шкула кунта 1863 çулта уçнă. Шкулăн пирвайхи заведующийӗ Тимӗрçен (Ульяновск облаçӗ) чăвашӗ Иван Кирпичников пулнă. Вăл хăй 1-2-мӗш классене вӗрентнӗ, мăшăрӗ Акулина – 3-4-мӗш классене.
1934-1935 вӗренӳ çулӗнче Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ 7 çул вӗренмелли пулса тăрать, 1962-1963 вӗренӳ çулӗнче – 8 çул вӗренмелли, 1981 çулта – вăтам. Шăп 1981 çулта кирпӗчрен хăпартнă икӗ хутлă çӗнӗ шкул уçăлнă кунта.
Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчен нумай паллă çын вӗренсе тухнă. Вӗсенчен чи малтан Павел Миронович Миронов ăсчаха, Константин Прокопьевич Прокопьев ăсчаха тата этнографа, Петр Петрович Головин профессора, СССРăн тава тивӗçлӗ штурманне Сергей Иванович Бахтина, Николай Ильич Калаков полковника тата профессора, Николай Александрович Казаков çыравçăпа таврапӗлӳçе, Николай Николаевич Ларионов журналистпа çыравçа, Николай Иванович Андреев çыравçа, Геннадий Николаевич Карсаков журналиста, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ агрономне Николай Михайлович Мискина, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ механизаторӗсене Николай Никифорович Мулеевпа Владимир Петрович Шуркина, тава тивӗçлӗ выльăх пăхакана Мария Сергеевна Халимовăна асăнса хăвармалла.
Шел пулин те Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчен вӗренсе тухнисен хушшинче Тăван çӗршыв умӗнче салтак тивӗçне пурнăçланă чух пуç хунисем те пур. Вӗсене тăван шкулта манмаççӗ: Афганистанра пуç хунă Николай Федорович Пришельцева тата Чечняра пуç хунă Александр Иванович Шуркина халалласа асăну хăмисем уçнă. Юлашки 20 çул шкулта Александр Шуркина асăнса регионсен хушшинчи ирӗклӗ кӗрешӳ турнирне ирттереççӗ. Кăçал шкулта Украинăри ятарлă çар операцийӗнче 2022 çулта пуç хунă Андрей Владимирович Годунова халалласа асăну хăми уçрӗç.
Ăçта кăна, кам пулса кăна ӗçлемеççӗ-ши Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчен вӗренсе тухнисем! Вӗсен хушшинче темле пысăк çитӗнӳсем тунисем те пур. Мăнаçланатпăр эпир хамăр ентешсемпе!
Майăн 20-мӗшӗнче иртнӗ юбилее ял-йыш та, аякран килнӗ хăнасем те йышлăн пуçтарăнчӗç. Пухăннисене шкул директорӗ В.А.Мискин, Çӗпрел районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Р.И.Мухаметзянов, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Р.Н.Дружков саламларӗç, хăнасем шкула парнесем пачӗç. Сăмах калакансем кунтан вӗренсе тухнисен хушшинче те нумайăн пулчӗç. Паллах ӗнтӗ, шкулта ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă педагогсене те чӗннӗ юбилей мероприятине. Учительсене халалласа стендсем тунă шкулта. Ветерансем хăйсем ӗçленӗ вăхăтсене аса илчӗç, çамрăксене ăнăçлă ӗçлеме сунчӗç. Тивӗçлӗ канури педагогсене те, халь ӗçлекеннисене те Тав хучӗсем парса чысларӗç. Пурнăçран уйрăлнă вӗрентекенсене вара пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.
Кунашкал мероприяти концертсăр пулманни паллă ӗнтӗ. Шкул ачисемпе учительсем культура программине тăрăшсах хатӗрленӗ – юрă-ташă та, сценка та пулчӗ. Районти «Хӗлхем» халăх ансамблӗ тата «Калинушка» вырăс халăх хорӗ те хăйсен пултарулăхӗпе мероприятие илем кӳчӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле ларса чей ӗçрӗç.
1971 çулта Çӗнӗ Йӗлмел шкулне пӗтернӗскер, эпӗ юбилей мероприятине йӗркелекенсене, спонсорсене, уява килнисене чӗререн тав тăватăп. Хăвăрăн иккӗмӗш килӗре – тăван шкула – ан манăр. Тепре тӗл пуличчен!
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев