Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Лена аппа вăхăтӗнче алă вӗççӗн пилӗк пусă алтнă

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн чи аслă çыннисенчен пӗри Елена Кузьминична Андреева (хӗр чухнехи хушамачӗ Мискина) нумай пулмасть 85 çул тултарчӗ. Лена аппа çемьери пӗр ывăлпа пилӗк хӗртен чи кӗçӗнни, 1940 çулхине Панулми Сăпасӗнче çуралнă.

Вăрçă çулӗсенчи ытти нумай çемье пекех вӗсем çине те хуйхă йăтăнса аннă. Ашшӗ Кузьма Мискин вăрçă пуçлансанах фронта кайнăскер, виçӗ уйăхранах хыпарсăр çухалнă. Амăшӗ Мария Васильевна çакăн чухлӗ ачине пӗчченех ӳстерсе тивӗçлӗ воспитани пама ăçтан вăй-хал тупнă-ши?

Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче хуçалăхри нумай ӗçе алă вӗççӗн тума тивнӗ ял çыннисен, арçынсем çитменнипе мӗнпур йывăрлăх хӗрарăмсем çине тиенни вăрттăнлăх мар. Çитӗнсе те çитмен 15-ри Лена та акă 7 класс хыççăнах хуçалăхра аслисемпе тан ӗçлеме тытăннă. Хăйне вика курăкне çавапа çулма вӗрентнӗ Ольга Гусевăна халӗ те ăшшăн аса илет. 1950 çулсен вӗçӗнчен пуçласа 1990 çулсемччен хирте гектарӗ-гектарӗпе сахăр чӗкӗнтӗрӗ çумласа мӗн чухлӗ нуша курман-ши ял хӗрарăмӗ тата?!

Тăхăнма атă-пушмакпа тумтир, хутма вутă çитменнине, уйрăмах хӗлле выçăпа аптранисене аса илсен халӗ те ассăн сывламасăр пултараймасть 85-ри Лена аппа. 

Шкулта тăрăшса вӗреннӗ вăл, вăтам пӗлӳ илме ӗмӗтленнӗ, анчах çити-çитми пурăнни малалла вӗренме паман. Мӗнле ӗç чи йывăррине ыйтсан вăл: «Алă вӗççӗн пусă алтасси», – терӗ. Пӗр çулхине тăватă хӗрарăм вӗсем алă вӗççӗнех 5 пусă алтнине каласа пачӗ. 

Лена аппа паян та чиперех çӳрет-ха. Вӗрентекенӗсене, уйрăмах хăйӗн класс вӗрентекенӗ пулнă Лидия Николаевна Мресовăна, чӗрере упрать. 1955 çулхине 7 класс пӗтернӗ 18 ачаран сыввисем тăваттăн кăна юлнă вӗсем халь: Мария Евграфова, Зоя Гусева, Нина Быкова тата вăл. 

Шăп 50 çул каялла, 1975 çулхине, Николай Андреева качча тухнă Лена аппа. Мăшăрӗпе пӗр хӗр çуратнă. Мария халӗ Ульяновск хулинче пурăнать. Мăнукӗ Дима Челябинскра танк çарӗнче хӗсметре тăнă хыççăн тăван хулинех таврăннă. Хӗрӗпе мăнукӗ час-часах яла килсе çӳреççӗ халӗ.

Хăйпе пӗртăванӗсен кашни ачин çуралнă кунне пуçра тытать Лена аппа, пӗрне те саламламасăр юлмасть. «Унăн ăслă сӗнӗвӗсем пире ыркăмăллăрах, çынсемпе тимлӗрех пулма вӗрентеççӗ», – тет аслă аппăшӗн ачи, хресна ывăлӗ Николай Карсаков ун пирки мăнаçлăн.

Лена аппа районти «Тăван Ен», республикăра тухса тăракан «Сувар» хаçатсене кашни çул çырăнать. Унти хыпарсене çывăх тăванӗсемпе, туслă тăракан Зоя Андреевăпа, Валя Мискинăпа тата Лиза Патринăпа сӳтсе явма юратать. 

Елена Кузьминична ал ӗçне – çыхма, тӗрлеме, кавир тӗртме – ачаранах вӗреннӗ. Халӗ те нуски çыхмасăр лараймасть. Çулӗсем сахал мар пулсан та чăх-чӗп, хур-кăвакал усрать.

Тивӗçлӗ канăва тухсан та хуçалăх ӗçне пăрахман-ха вăл, Бауман ячӗллӗ хуçалăхăн Çӗнӗ Чакăри йӗтемӗ çине çӳренӗ. Хуçалăхра çапла нумай çул тӳрӗ кăмăлпа тăрăшнăшăн вăл «Ӗç ветеранӗ» ята, Ленин 100 çул тултарнă тӗле кăларнă медале илме тивӗçнӗ. 1973 çулта Бауман ячӗллӗ колхозăн Профсоюз комитечӗн Хисеп хучӗпе те чысланнă. Ӗçленӗ хушăрах тата обществăлла ӗçе те ӗлкӗрнӗ вăл, 1969 – 1974 çулсенче Çӗнӗ Йӗлмел ял совечӗн, 1975 çулта район канашӗн депутатне суйланнă. 

Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма Лена аппана эпир ялӗпех çирӗп сывлăх сунатпăр.

(Геннадий КАРСАКОВ.Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Пенсионерсен союзӗн председателӗ. Автор  сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана