Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ пуçлăх суйлама тăхтарӗç

Чӳк уйăхӗн 30-мӗшӗнче – Таврапӗлӳçӗ кунӗнче – Шупашкарта Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн çулталăкри черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Мероприятие академи пайташӗсемсӗр пуçне Чăваш Ен муниципаллă округӗсенчи таврапӗлӳçӗсем, Раççей Федерацийӗн ытти регионӗсен представителӗсем хутшăнчӗç.

Отчетлă тапхăрта тӗпрен илсен организаци президиум, Ăслăлăх канашӗ ертсе пынипе секцисемпе уйрăмсем тăрăх вăй хунă. Академин президенчӗ йывăр чирлесе выртнă пулин те ӗç тухăçлăхӗ чакман. Кашни пулăмрах хăй вырăнӗнче нумай çул ӗçлесе пуян опыт пухнă, ӗçне тивӗçлипе йӗркелесе янă пуçлăхăн витӗмӗ палăрса тăнă. Ӗç планӗпе килӗшӳллӗн тӗп хулари çеç мар, ытти регионсенчи аслă шкулсенчи ăсчахсемпе тачă çыхăнса ӗçленӗ организаци. Кунта çавра сӗтелсен, ытти тӗлпулусен пӗлтерӗшӗ пысăк пулнă.

Çакăн пирки пухура Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Хăй Мускавра пулни, РНА Востоковедени институтӗнче тӗнче конференцине хутшăнни, унта сăмах калани, Тав хучӗ илме тивӗç пулни çинчен каларӗ, чăвашсен те академи пулни çинчен пӗлсен унта тӗлӗннине палăртрӗ. Ноябрь уйăхӗнче  Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институтӗнче «Чăваш халăхӗн историпе культури: наукăпа псевдонаука» темăпа иртнӗ çавра сӗтеле наци академийӗпе пӗрле ирттерни пирки тӗплӗнрех каларӗ.  

– Академи пайташӗсен çавра сӗтел ирттерес пуçарăвне гуманитари ăслăлăхӗсен институтӗнче ырларӗç, Елизавета Долговăна йӗркелеме шанчӗç. Питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ вăл, çыхăнусене çирӗплетме пулăшрӗ. Ку ӗçре институт директорӗн Юрий Николаевич Исаевăн тӳпи пысăк пулчӗ. Ытти енӗпе те чылай ӗçсем туса ирттернӗ. Чăваш халăх историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ кунсене паллă тăвасси çине ытларах тимлӗх уйăрасчӗ. Акă çитес çул чăвашсен мăн аслашшӗсен патши Сульга (Шилка), унăн ывăлӗ Алмуш патша юбилейӗсене паллă тума пулать. «Болгариада» ирттернӗренпе 10 çул çитет. Ун пек паллă кунсем нумай. Анчах вӗсенчен чылайăшне асăрхамасăрах ирттерсе яратпăр. Шăпах çичӗ çул каялла  Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче чăваш поэзине никӗслеме хастар  хутшăннă пӗртăван Турхансене (Якку (1874 –1938) – философилле тата гражданла лирикăсен пуçаруçи), Хӗветӗр (1876 – 1932) – пейзаж лирикин пуçаруçи, Энтри (1888–1972) – силлабо-тоникăна Çеçпӗл Мишшинчен чылай маларах чăваш сăввине кӗртнӗ, революци юррисене чăвашла куçарнă. Вăл «Чăваш историйӗ» очеркăн авторӗ) асăнса палăк лартнă çӗре хутшăннăччӗ.  Пӗлтӗр Энтри çуралнăранпа 135 çул, кăçал Якку 150 çул тултарнине асăрхамасăр тенӗ пек ирттертӗмӗр. Хӗветӗр юбилейне тивӗçлипе ирттересси те иккӗленӳллӗ. Палăк лартнă вăхăтра Шупашкарта пӗр-пӗр урама пӗртăван Турхансен ятне парасси пирки сӗнӳ панăччӗ. Ку енӗпе халӗ те пӗр утăм та туман. Эпӗ çак ыйтăва çӗнӗрен çӗклесшӗн, академи урлă ку ыйтăва татса парсан аванччӗ, – терӗ вăл хăйӗн сăмахӗнче. 
Францире пурăнакан Галина Спиридонова унти чăвашсен пурнăçӗпе паллаштарчӗ, чăваш чӗлхине сыхласа хăварас тӗлӗшпе пысăк ӗçсем туса ирттернине палăртрӗ. Пушкăртстанран килнӗ ăсчах Ирина Сухарева  кунти чăвашсен чылай пархатарлă ӗçне тӗслӗхе илме сӗнчӗ.

Николай Кондрашкин скульптор чăвашсен мăн аслашшӗн – Аттил патшан – утлă статуйин проекчӗпе паллаштарчӗ, ăна Шупашкарти юханшыв порчӗ çывăхӗнче лартма хатӗр пулнине пӗлтерчӗ.

Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи академи Болгари ăсчахӗсемпе халӗ те çыхăну тытни пирки каларӗ, вӗсем ярса панă Дипломпа тата Хисеп хучӗпе  паллаштарчӗ. Лидия Филиппова пурнăçран нумай çул каялла уйрăлса кайнă çыравçăсен – çав шутра Николай Полоруссов-Шелепин, Иван Ивникăн, Илле Тăхтин, Иван Мучин, Валентин Урташăн тата ыттисен – вилтăприсене тупса çӗнетме пуçлани çинчен каларӗ.   

Пухура çавăн пекех Ульяновскран килнӗ Василий Селендеев, Пушкăртстанран килнӗ Юрий Леонтьев, Эдисон Патмар, Владимир Болгарский, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин тухса калаçрӗç, хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç, паха сӗнӳсем пачӗç. 

Академи президенчӗ Евгений Ерагин сывлăхӗ япăхланса пынипе хăйне президент тивӗçӗсенчен хăтарма ыйтрӗ, ертӳçӗ пулма Николай Лукьянов кандидатурине сӗнчӗ.

– Кăçал пирӗн суйлав тапхăрӗ мар, отчетлă пуху кăна. Кандидатура пирки тӗплӗн шутламалла, хатӗрленмелле. Евгений Евстафьевич академие нумай çул ăнăçлă ертсе пынипе академи президиумӗ питӗ лайăх ӗçлет, чире пула президент вăхăтлăха пулмасан та ӗçсене йӗркеллӗ татса пама пултарать, – тесе йышăнчӗç пухура.

Чи пултаруллисене академин орденӗсемпе, медалӗсемпе,  Хисеп, Тав хучӗсемпе, хаклă парнесемпе наградăларӗç. Питӗ кăмăллă, кăсăклă иртрӗ мероприяти. Çулталăкри пухăва  халиччен кун чухлӗ çын пуçтарăннине астумастăп. Пурнăçăн анлă çулӗпе малашне те çапла туслă, алла-аллăн çавăтăнса утар.
 
Василий КАРАБАЕВ.
Е.Долгова сăнӳкерчӗкӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение Академики