Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Шупашкарӗнче иртнӗ «Выля, хут купăс!» фестиваль-конкурса ентешӗсем хăйсен манăçми тусне Петр Носкова халалларӗç

Иртнӗ шăматкун, июлӗн 20-мӗшӗнче, купăс калама юратакансем — вӗттинчен пуçласа ватти таран, Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарнелле çул тытрӗç. Кунта шучӗпе 14-мӗш муниципалитетсен хушшинчи «Выля, хут купăс!» фестиваль-конкурс иртрӗ. Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Элмет, Нурлат, Алексеевски, Лениногорск, Чистай, Пăва районӗсен купăсçисем ирхине ял шкулӗнче пуçтарăнчӗç. Йăла тăрăх çакăнтан пуçланать конкурса хутшăнакансен парачӗ.

Иртнӗ шăматкун, июлӗн 20-мӗшӗнче, купăс калама юратакансем — вӗттинчен пуçласа ватти таран, Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарнелле çул тытрӗç. Кунта шучӗпе 14-мӗш муниципалитетсен хушшинчи «Выля, хут купăс!» фестиваль-конкурс иртрӗ. Кăçал ăна Петр Терентьевич Носкова халалланă. Ялта вăл чи ăста купăсçă шутланнă, талантлăскер кӗвӗ инструменчӗпе хăйех калама вӗреннӗ. 30 çул ытла вăл «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблӗн аккомпаниаторӗ пулса ӗçленӗ. Пысăк тӳпе кӗртнӗ вăл хăй енчен чăваш музыка культурине аталантарас ӗçе. Кăçалхи фестиваль-конкурса ăна асăнса ун ячӗпе ирттерни çӗнӗшупашкарсене пысăк чыс кӳрет. Нумай ырă сăмах каларӗç ун пирки конкурса хутшăнакан купăсçă-тусӗсем те, ял çыннисемпе район ертӳçисем таран. 
Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Элмет, Нурлат, Алексеевски, Лениногорск, Чистай, Пăва районӗсен купăсçисем ирхине ял шкулӗнче пуçтарăнчӗç. Йăла тăрăх çакăнтан пуçланать конкурса хутшăнакансен парачӗ. Çул тăрăх юрă юрласа, купăс каласа яла янраттарса хаваслăн утрӗ çак халăх Культура çурчӗ енне.
Кунта вара тӗрлӗ темăпа кил-картишӗсем хатӗрленӗччӗ — чăвашсен, вырăссен, тутарсен кил-çурчӗсем, чей картишӗ, Носковсен çемйин çурчӗ те пурччӗ. Кунта Петр Терентьевичпа çыхăннă япаласем, сăнӳкерчӗксем. Тата паллах, купăссен куравӗ. Петр Носковăн кӗçӗн ывăлӗ Артем Петрович каланă тăрăх, унта ытларах ашшӗн купăсӗсем. Питӗ юратнă вăл çак инструмента, пушă вăхăт тупăнсан тӳрех алла илсе вылянă. Курмалли пайтах пулчӗ Культура çурчӗн картишӗнче. 
Парад лапама çитсен фестиваль-конкурс пуçланчӗ. Ăна Чăваш Шупашкарӗнчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблӗ уçрӗ. Малалла мероприятин официаллă пайӗ пуçланчӗ. Хăнасемпе хутшăнакансене Çӗнӗ Шуçăм районӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Луиза Исхакова саламларӗ. Хăй сăмахне Петр Носкова аса илнинчен, вăл чăваш культурин аталанăвне пысăк тӳпе хывнинчен пуçларӗ. «Фестиваль-конкурса Петр Терентьевич ячӗпе ирттерни, эсир унăн ятне манманни пархатарлă, — терӗ Луиза Исхакова. — Мероприятие йӗркеленӗ çӗре кӳршӗсем те хутшăнни пире савăнтарать, сывлăх, ăнăçу сунатăп пурне те». Сăмах кунта Акбуре ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Жаудат Залалетдинов пирки. Вăл кӳршисене ял кунӗпе саламласа ялти чи ватă çынна Ольга Молякована тата чи пӗчӗк ачаллă аннене парнесем пачӗ.
Луиза Исхакова район администрацийӗ ятӗнчен Людмила Ильдуловăна, Сергей Молякова Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. 
Шупашкар ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Марина Гурьянова искусство çынсене пӗрлештерни пирки каларӗ. «Çак сцена çинче аваннисенчен те аваннисем пуçтарăнаççӗ. Халăх пултарулăхӗ мӗн ӗмӗртен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет сывлăхне палăртакан çăлкуç пулса тăнă», —терӗ Марина Дмитриевна. Вăл та ялти чи ватă та хисеплӗ çынна тата çамрăк аннене, СВОна хутшăннин амăшне ял хутлăхӗ ятӗнчен парнесем турӗ. 
Çак кун «Сувар» хаçатăн парнисене те илекенсем пулчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх, эпир хаçата нумай çулсем хушши (10 çултан кая мар) тăтăш çырăнакансене Тав хучӗпе чыслатпăр. Çӗнӗ Шупашкарта ăна Ольга Николаева, Анна Тихонова, Ольга Молякова тивӗçрӗç. Пысăк тав вӗсене пирӗнпе пулнăшăн, Турă кашнине сывлăх, вăрăм ӗмӗр патăр. 
Республикăри районсенче иртекен чăваш мероприятийӗсем пӗрре те Чăваш наципе культура автономийӗн тимлӗхӗсӗр иртмеççӗ. Вӗрентӳ енӗпе ЧНКА председателӗн çумӗ пулнă май ку хутӗнче мана тиврӗ чăваш культурипе йăли-йӗркине, тăван чӗлхене упранă ӗçе хастар хутшăнакансене чыслама. Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Тав хутне Чăваш Шупашкарӗнчи Культура çурчӗн аккомпаниаторӗсем Юлия Носковапа Татьяна Охотникова, çак учрежденийӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи Анастасия Якушкина тивӗçрӗç. 
Чăваш наципе культура автономийӗн Хисеп хутне Çӗнӗ Шуçăм районӗн Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Галина Носова, Çӗнӗ Шупашкарти Культура çурчӗн заведующийӗ Владимир Охотников, Çӗнӗ Шуçăм районӗн Тӗп клуб системин заведующийӗ Надежда Зыкова илме пулчӗç. 
Носковсен çемйи ятӗнчен вара сăмаха Петр Терентьевичăн мăшăрӗ Венера Руслановна илчӗ. Вӗсем пӗрле 7 ача çуратса ӳстернӗ, çак кун ывăл-хӗрӗсем пурте кунтаччӗ. «Петр Терентьевич вăл çемьере кăна мар, ӗçре те хăйне парса ӗçлеме хатӗрччӗ. Çавăнпа ăна хисеплесе яланах асра тытса пурăнасчӗ. Мероприятие йӗркелекенсене пуç тайса тав тăватăп», — терӗ Венера Руслановна мăшăрне асăнса. 
Унтан чи интересли пуçланчӗ. Сцена çине купăсçăсем уйрăммăн та, ушкăнпа та тухса чăваш юрри-кӗввине шăрантарчӗç. Ытларах халăх юррисен тата такмак кӗввисене. Хăш-пӗр купăсçă хăйех юрларӗ те, инструментпа та каларӗ. Аксу районӗнчи музыка шкулӗнчен килнӗ ача-пăчана шута илмесен конкурсантсем ытларах хăй халлӗн вӗреннӗскерсем, вырăсла каласан «самородоксем». Тӗрӗссипе вӗсем çинче тытăнса тăрать те ӗнтӗ ялсенче клубпа фольклор ансамблӗсен ӗçӗ. Купăсçă вăл ял чунӗ, ун кăмăлӗ. Çакăн йышши конкурссем ирттерсе вӗсене хавхалантарни кирлех. Хăйне май аталану та ку, купăсçăсем пӗр-пӗринпе ăмăртса пултарулăхне вăйлатаççӗ. Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмӗн ӗçченӗсен фестивале малашне республика шайне кăларас шухăшлă. Уйрăмах çитес çул шучӗпе 15-мӗш пулнă чух. 
Ку йышши фестиваль-конкурссенче чи йывăр ӗç, паллах, жюрин. Вăрçасси те пулать вӗсене, ара кашнишӗн хăйсен çынни чи пултарулли пек туйăнать. Çапах та çӗнтерӳçӗ пӗрре çеç пулать. Номинацисене шута илсен ытларах ӗнтӗ. «Купăсçăсен ансамблӗ», «Уйрăм исполнительсем», «Янра, такмак» хутăш ансамбльсем" тата «Куракансене кăмăла кайнăшăн» уйрăм номинаци палăртнă. 
Жюри йышӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗн Тӗп клуб системин заведующийӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Надежда Зыкова, «Ача-пăчан искусствăсен шкулӗ» районти хушма вӗрентӳ учрежденийӗн директорӗ Ирина Слимова, «Сувенир» вокалпа инструмент халăх ансамблӗн ертӳçи Сергей Хорьков, «Çеçпӗл» чăваш халăх фольклор ансамблӗн ертӳçи Василий Абрамов пулчӗç. Вӗсен йышăнăвӗпе кăçалхи çӗнтерӳçӗсем çаксем, паллашăр! 
Куракансен кăмăлне кайнă купăсçă ятне çамрăк музыкант Глеб Мясников илчӗ. «Янра, такмак» хутăш ансамбльсем" номинаци çӗнтерӳçисем — «Çеçпӗл» чăваш юррин халăх ансамблӗ (1-мӗш степеньлӗ лауреат), «Шăпчăк» чăваш халăх фольклор ансамблӗ (2-мӗш степеньлӗ лауреат), «Çăлкуç» фольклор ушкăнӗ (3-мӗш степеньлӗ лауреат). «Купăсçăсен ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырăна «Аксубай егетлэре» ача-пăча ансамблӗ, «Родничок» ача-пăча фольклор ушкăнӗ 2-мӗш вырăна тивӗçрӗç. «Уйрăм исполнительсем» номинацире чи ăстисем Анатолий Никоноров (2-мӗш вырăн), Вячеслав Ермолаев (3-мӗш вырăн) пулчӗç. «Гран-при» кăçал Нурлата кайрӗ, Анатолий Трофимов — ку тăрăхри чи ăста купăсçă, саламлатпăр ăна! 
Фестиваль-конкурса хутшăннисене пурне те Диплом парса палăртрӗç. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура