Çӗнӗ Упи волонтерӗсем икӗ çул маскировка сетки çыхаççӗ
Ку ӗçе тин кăна пуçласа янă пекчӗ, икӗ çул иртсе те кайрӗ. Çак тапхăрта 150‑а яхӑн маскировка сетки çыхса салтаксем патне ăсатрӗç çӗнӗуписем. Гуманитари пулăшăвне леçекенсенчен, канма килнӗ ентешсенчен те парса янӑ. Сетка çыхас ӗç малаллах пырать.
Ӗçе пуçăниччен культура тытӑмӗнче ӗçлекенсем Чӑваш Çӗпрел ялӗнче волонтерсем епле сетка çыхнипе паллашнă, хӑйсем те çыхма вӗренсе килнӗ. Унтан ялти ырă чӗреллӗ хӗрарӑмсем пухӑннă та пархатарлă ӗçе пурнăçлама пуçланă. Малтан, паллах, йывӑртарах пулнă ӗнтӗ. Тӳрех алӑ та пымасть е йӑнӑшни те пулать. Майӗпен хӑнӑхрӗç. Тытӑннӑ ӗçе пӑрахмарӗç. «Манран пулмасть», – тесе калакан пулмарӗ. Халь хайсем те сетка çыхас ӑсталӑха ыттисене вӗрентме пултараççӗ.
2024 çулта пуçаруллă ушкӑн ялти Культура çуртӗнче пухӑннă та ӗçе еплерех йӗркеллемелли пирки калаçнă. Мӗнле пулăшу пама пултаратпăр-ха ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене? Кӗмӗл волонтерсен «Ырӑ чӗреллисем» ушкӑнне йӗркелесе янă. Малтан 20‑е яхӑн çын та çӳренӗ, каярахпа тӗрлӗ сӑлтавсене пула хăш-пӗрисем çӳреме пăрахнӑ. Хальхи вӑхӑтра чи чӑтӑмлисем, çак ӗçе чунпа парӑннисем малалла ӗçлеççӗ. Ирпе 9 сехет тӗлне хӑнӑхнӑ йӑлапа Культура çуртне васкаççӗ.
Çапла, ыркӑмӑллӑхӑн чикки çук. Кашниех мӗнле те пулин ырӑ ӗçпе пулӑшас тесе тӑрӑшать. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа кашниех салтаксем валли тесе апат-çимӗç, пыл, пахча çимӗç кӳрсе парать. Килти салма, сурансене çыхмалли материалсем, курӑк чейӗ те хатӗрлесе ӑсатнӑ. Амӑшӗсен кунне халалланӑ ыркӑмӑллӑх концертӗнче пухӑннӑ укçапа спанбонд, сеткăсем заказ тунӑ.

Волонтерсем конвейерти пек пурте кар тӑрса ӗçлеççӗ. Ку ӗç ушкăнпа тумаллискер. Маскировка сеткин никӗсне ятарлă каркас çине çакаççӗ, çип-кантрапа йӗри-тавра, кайран тетел куçӗсене пурçӑн çиппе çирӗппӗн çыхаççӗ. Станок çинче хăюсене тӑваткалсене вырнаçтарса çыхаççӗ. Çав хушӑра пӗри те ахаль лармасть – хӑюсем касса хатӗрлеççӗ.
Каннă хушӑра сиплӗ пылпа курӑк чейӗ ӗçеççӗ, юрă та юрлаççӗ, унтан малалла ӗçлеççӗ. Çавăн пекех пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах пурте пӗрле «Ангел малта, эпир ун хыççӑн» кӗнекене вулаççӗ. Унăн авторӗпе Ирина Кузьминапа тӗл пулма ӗмӗтленеççӗ.

Ирина Краснова та хӗллехи каçсенче ахаль лармасть. Раççей ялавӗ пек виçӗ тӗспе илемлетсе нуски çыхать. Нумаях пулмасть черетлӗ гуманитари пулăшăвӗпе пӗрле ăсатма çирӗм мӑшӑр нуски кӗртсе пачӗ.
– Хӳтӗлевçӗсен урисем ан шӑнччӑр. Чун‑чӗре ӑшшипе çыхнӑскерсене тăхăнсан тӑван ен ӑшшине туйччӑр, – тет Ирина Васильевна.
Пурте пӗр ӗмӗт-тӗллевпе пурӑнаççӗ: «Хӑвӑртрах вӑрçă чарӑнтӑр. Çӗр çинче тăнăç пурнăç хуçалантăр. Салтаксем киле ырӑ‑сывӑ таврӑнччăр», – теççӗ.
(Юрий АДЪЮТАНТОВ. Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев