Çӗнӗрен çӗнӗ профессисем çуралаççӗ
Тӗлпулу Бизнес-центрăн фойинче иртрӗ. Каярах старт-ап проекчӗсемпе паллашма май пулчӗ. Кунта анлă курав хатӗрленӗ, экспозицисен вырăнне мониторсем. Мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ IT-технологисемпе туслисем?
Айнур Айдельдинов палăртнă тăрăх, шкул ачисемпе студентсем те йышлăн хутшăнаççӗ, вӗсем «Перспектива» номинацие суйлаççӗ. Производство отраслӗсемпе çыхăннă заявкăсем пурте республикăшăн приоритетлă отрасльсене тивӗçтереççӗ.
– Хими тата нефтехими, ял хуçалăхӗ, апат-çимӗç технологийӗсем, çӗнӗ материалсем, экологи – пирӗншӗн кирлӗ енсем. Экологипе çыхăннă проблемăсене татса пама сӗнекен проектсем йышлă пулни савăнтарать. IT-шутлавсем нумай. Университетсем питӗ пысăк ӗç илсе пынине палăртас килет. Пирӗн 20 ытла представительство ӗçлет, вӗсем пулăшаççӗ те проектсем пуçтарма. Лидерсен хушшинче аграри, техникăпа технологи университечӗсем, ХФУ. Уйрăммăн энергетика аслă шкулне палăртас килет. Вӗсем 70 ытла заявка пачӗç, – терӗ Айнур Тауфикович.
Конкурс çулталăк пуçламăшӗнчех тытăнать, заявкăсене октябрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Декабрӗн 1-мӗшӗччен проектсене экспертсен ушкăнӗ пăхса тухать. Ку ӗçе ТР Наукăсен академийӗ ертсе пырать. Жюри йышне тӗрлӗ отрасльсенчен 100 ытла эксперта, Венчур фончӗн представителӗсене явăçтараççӗ.
Айнур Айдельдинов сăмахӗсемпе, вӗрентӳпе çыхăннă проектсем кăçал нумай пулнă. Республикăшăн ку пӗлтерӗшлӗ сий пулса тăрать. Вӗрентӳри инновацисем чăннипех те унăн системине тӗпрен улăштарма пултараççӗ. Пурнăç çӗнелсе пынă май вӗрентӳ умне çӗнӗ задачăсем тухаççӗ. Чи кирли вӗрентӳ сферин Совет тапхăрӗнчен пуçласа пуçтарăннă опычӗпе, наука тӗпчевӗсемпе, пуян базипе çамрăк ăрăва усă курма вӗрентесси. Ăна вӗрентӗвӗн тӗп платформине çавăрасси.
Калас пулать, 15 çул хушшинче фонда 21 пин ытла заявка панă. Вӗсенчен икӗ пинне ӗçе илнӗ. Патшалăх пулăшу панипе пӗрисем идейăран хатӗр продукци кăларас таран аталаннă, теприсене наукăра малалла ӗçлесе çӗнӗ продуктсем шутласа кăларма хавхалантарнă. Старт-апсене чи малтанхи стадире грант парса тӗрев пани Тутарстан рынокне çӳллӗ технологилле проектсем кăларма май панă.
Мероприятин программине кӗнӗ Демо-кунра конкурса хутшăннисем инновацилле проекчӗсене хӳтӗлерӗç. Вӗсен тӗллевӗ – тӗрлӗ отрасльсен представителӗсене интереслентересси. Рубен Варданян («Варданян, Брайтман и партнеры» тулли мар яваплăхлă общество учредителӗ), Александр Галицкий («Элвис-плюс» компани президенчӗ, Almaz Capital Partners венчур фончӗн ертӳçи), Андрей Шаронов («Сколково» ректорӗ), Сергей Когогин («КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗ) тата ытти паллă çынсем çамрăк ăсчахсен проект хăтлавӗсемпе паллашрӗç.
Конкурс финалӗ ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, паллах, Айнур Айдельдинов тата пысăк промышленность предприятийӗсен ертӳçисем, инвесторсем хутшăннипе иртрӗ.
Республика ертӳçи хăй сăмахӗнче 15 çул каялла çеç венчур бизнесӗ çинчен сахал кам пӗлнине, çак хушăра Тутарстан венчур финанславӗ, инновацилле проектсене тӗрев парасси енӗпе самай аталаннине палăртрӗ. Унтан «Перспектива» номинацин çӗнтерӳçисене наградăсем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев