Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ сăнсем, темăсем, номинацисем

Халăхсен хушшинчи «Глаголица» литература премийӗ кăçал Хусанта 11-мӗш хут иртрӗ

Ăна яланхи пекех Ирина Хуснутдинова ертсе пыракан «Счастливые истории» Ыркăмăллăх фончӗ йӗркелерӗ. 11 çул хушшинче конкурсăн йӗрки çирӗпленсе çитнӗ пек, йăлисем улшăнмассăн туйăнать. Анчах чăннипе çапла шутлани тӗрӗсех мар иккен. 10 — 17 çулсенчи çыравçăсен шучӗ çулран çул ӳснине палăртмалла. Кăçал конкурса хутшăнма 31 çӗршывран 2688 çамрăк заявка панă. Хайлавсене вуласа тухсан ятарлă комисси 130 ачана Хусана чӗнсе илнӗ. Вӗсен хушшинче пӗрремӗш çул хутшăнса шорт-листа кӗнисем те, халиччен хутшăнса çӗнтернисем те, çулран-çул çине тăрса, çырас ăсталăха туптаса финала çитме тивӗççисем те пулчӗç.

Конкурса чӗрӗ организм пек йышăнмалла. Пӗр-пӗр юхăм пӗлтӗр çивӗч тăратчӗ пулсан, кăçал — никама та кăсăк мар. ЮНЕСКО темисем, тӗслӗхрен, пит интереслентермен ачасене, апла хайлавсем те нумаях килмен. Çав тери сахаллипе йӗркелӳçӗсем ку темăн номинацине те пăрахăçланă. Çав вăхăтрах (мӗншӗн-ши) ачасем драматургире пӗрремӗш утăмсем тума хăтланнине асăрханă литераторсем. Мӗншӗн хавхалантарас мар вӗсене? Çапла çӗнӗ номинаци кун курнă — драматурги. 

Литература сменине килнисене, паллах, тунсăхлама паман Хусанта. Экскурсисем, мастер-классем, хăйсем суйласа илнӗ юхăмпа ӗçлекен литераторсемпе тӗлпулусем ирттересси — программа анлă. Кăçал тата çӗнӗлӗх те хушăннă — творчество пӳлӗмӗ уçнă ачасем валли. Кунта йӗркелӳçӗсем иртнӗ çулсенче литература сменинче пулнисем ыйтнине пурнăçланă. Пушă вăхăтра ачасем çак пӳлӗмре хăйсем килӗштерекен ӗçсем тăваççӗ — кам шахматла вылять, кам гитара калать тата чылай килӗштернӗ ӗç туса кăмăлӗсене тултарма пултараççӗ вӗсем. 

Кремльте иртнӗ анлă пресс-конференцие кăçал çамрăк çыравçăсем те хутшăнчӗç. Творчество пӳлӗмӗ çинчен илтсен Каменьско-Уральскран килнӗ Матвей чăтаймарӗ: «Унта баян та пур-и?», — тесе ыйтрӗ. Шел, йӗркелӳçӗсем баянист килессе ăнкарса илеймен иккен, çитес çул çак музыка инструменчӗ те пуласса шантарчӗç. 

«Глаголицăна» çулсерен килекенсем те пулчӗç залра. Францирен килнӗ Алиса, тӗслӗхрен, пӗлтӗр те хутшăннă конкурса. Залра тата пулчӗç кун пек тӗслӗхсем. Италирен килнӗ çамрăк çыравçă пачах урăхла, пӗрремӗш хут хутшăнать конкурса. 

Ачасен ӗçӗсене сакăр номинаципе хакланă. Енчен те пӗлтӗр тутар чӗлхипе çыракансем сахалрах пулни çинчен пăшăрханса калаçатчӗç-тӗк, кăçал лару-тăру лайăхланни куçкӗрет. Галимьян Гильманов поэт сăвă çыракансем те, прозăпа ӗçлекенсем те çителӗклех пулнине кăмăллăн пӗлтерчӗ. Конкурса Тутарстанран çеç мар, ытти регионсенчен — уйрăмах юнашарти Пушкăрт, Удмурт, Чăваш республикисенчен хутшăнни, паллах, савăнтарать. ТР Раисӗн Канашçи М.Ш.Шаймиев çулсерен тутарла çыракансене хавхалантарса ятарлă преми панă, кăçал та çаплах пулчӗ. Конкурсантсем «Адымнар» хушма вӗренӳ центрӗнче пурăннишӗн Минтимер Шариповича тав тумалла. 
Конкурс вӗçленнӗ тӗле жюри команди 13 çӗнтерӳçе палăртрӗ.

Тунтикун С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче чаплă лару-тăрура вӗсем сумлă литераторсен аллинчен награда — хрусталь тăмана кӗлетки — илчӗç. 
Савăнăçлă каçа паллă кино тата театр артистки Нонна Гришаева ертсе пычӗ. 

Сăнӳкерчӗк конкурс пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс