Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНТЕРӲ УДМУРТ ЧӖЛХИНЕ ВӖРЕНТЕКЕНЕ КУÇРӖ

Çак лару-тăрăва чăвашсене уйрăм секцие уйăрсан татса пама пулать

Шкул ачисем çуркуннехи каникула каяççӗ пулсан, вӗрентекенсен канса ларма вăхăт çук. Çулсерен çак вăхăтра тăван чӗлхепе литературăна  тата вырсарни шкулӗсен вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раççейри «Туган тел» мастер-классен конкурсӗ иртет. Кăçал та вăл пӗлтӗрхи пекех Хусанти Хади Такташ ячӗллӗ 27№ тутар гимназийӗнче пулчӗ. 

Мастер-классем вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхисемпе иртрӗç. Чăваш учителӗсенчен кăçал пурӗ 8 заявка килнӗ, вӗсенчен 6-шне Хусанти тапхăра чӗнсе илнӗ. Çапла хăйсен пултарулăхӗпе Ирина Севастьяновна Васикова (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул), Марина Анатольевна Захарова (Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул), Галина Васильевна Кудряшова (Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул – ача сачӗ), Светлана Владимировна Козлова (Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗ), Светлана Алексеевна Мукасева (Пăва районӗнчи Альшихри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул), Алена Николаевна Торгашова (Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул) паллаштарчӗç. Чăваш ачисене тăван чӗлхене вӗренме хавхалантарма, калаçма, унпа куллен усă курма тата интереслентерме кашнин хăйӗн меслет. Вӗрентни кăна мар, кашни ачан чӗри патне çул хывма тăрăшаççӗ вӗсем. Сăмаха пӗр ӳстермесӗр калатăп – çакăн пек вӗрентекенсем пур чухне чăваш чӗлхин пуласлăхӗ пур. 

Чи пысăк чăрмав вара – тăван чӗлхене вӗрентессине ашшӗ-амăшне суйлама ирӗк пани. Мӗншӗн-тӗр ют чӗлхесене вӗрентесси обязательнăй пулса тăрать, ашшӗ-амăшӗнчен ыйтмаççӗ те – кирлӗ-и вăл унăн ачине е çук. Тăван чӗлхе шăпине дилетантсен аллине татса пама йышăнни, ман шутпа, пысăк йăнăш. Ун çимӗçне хамăрах куратпăр. Ялта чăваш ачисем вырăсла калаçаççӗ. Тӗрӗс, вырăс чӗлхине те пӗлмелле, анчах тăван чӗлхе ăна вӗренме чăрмав мар. Пач урăхла – пулăшу кăна. Кун пек логика çине таянсан, глобализаци вăхăтӗнче апла вырăссен те хăйсен ачисене акăлчанла е урăх чӗлхепе калаçтарса ӳстермелле? Ăссăрла шухăш – çапла-и? Анчах эпир, чăвашсем, шăп çапла – ăссăрла хăтланатпăр.  

Пурнăç вара урăххине кăтартать – тăван чӗлхене пӗлекен çеç ют  чӗлхене тӗрӗс те хăвăрт алла илеет. Тата ялта вырăсла йăнăш калаçса ӳсекенсен вырăс чӗлхине кайран епле тӳрлетсе пӗтермелле? Çапла ачасем ни вырăсла, ни чăвашла лайăх пӗлмесӗр ӳсеççӗ. 

Тавах чăваш чӗлхине вӗрентекенсене – вӗсем тăрăшнипе ачасем чăвашла вӗренеç­çӗ – хаваспах тата! Ачасем ашшӗ-амăшсем вӗсене тăван чӗлхепе калаçтарасшăн пулманнине пытармаççӗ те – уççăн пӗлтереççӗ.  Шел те, çак проблема Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан ытти халăхсене те пырса тивет. Акă мӗншӗн «Туган тел» пек конкурссем питӗ кирлӗ.  

Мастер-классем патне таврăнас пулсан, çак мероприяти вӗрентекенсене пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарать. Чăваш, мари, удмурт, мордва чӗлхисене вӗрентекенсене пӗр ушкăна пуçтарни  педагогсене урăх халăх ӗçтешӗсен вӗрентӳ ӗçӗн хăйевӗрлӗхӗпе паллашма май парать. 

Хитре янрать кашнин чӗлхи, кашнин хăйӗн интонацийӗ, кӗвви. 

Мастер-классен конкурсӗ икӗ куна пыракан мероприяти. Пӗрремӗш кунӗнче вӗрентекенсем мастер-класс кăтартаççӗ, иккӗмӗш кун – урок тулашӗнчи проект ӗçне. Ачасем тăван чӗлхене вӗренччӗр тесен мӗнпе интерес­лентермелле-ха вӗсене, мӗнпе илӗртмелле? Çак ыйтăва татса пама тивет мастер-класа хатӗрленӗ чухне. Паллах, вӗренӳ сферине çӗнӗлӗхсем кӗрсе пынине те шута илмелле. Мӗншӗн тесен конкурсантсен ӗçӗсене хак­ланă чух жюри мастер-классемпе проектсен çӗнӗлӗхне, хальхи технологисемпе усă курнине те шута илет. 

Тӗслӗхрен, Марина Захарова ачасемпе мультфильмсем ӳкерме пуçланă. Сюжечӗсене чăваш çыравçисен хайлавӗсемпе çы­хăн­тараççӗ.  Паллах, ку ачасене чăвашла вулама хистет. 

Галина Кудряшова чăваш тӗррипе капăрлăхӗсене хатӗрлессине тӗп тимлӗхе илнӗ. Ӗç кăтартăвӗ куç умӗнче: ачасем сăмса тут­рисем тӗрлеççӗ, масмак хатӗрлеççӗ. Ашшӗ-амăшне те çак ӗçе явăçтараççӗ: хушпу-тухья тăваççӗ, сӗтел çитти тӗрлеççӗ. Ачасем ятарлă çар операцине хутшăнакансене те пӗчӗк салфеткăсем тӗрлесе ярса панă. Çапла ӗç урлă тăван культурăпа паллашнисӗр пуçне вӗсем патрио­тизмла воспитани те илеççӗ. Светлана Козловăна палăртса хăварас килет, вăл чăваш ачисене çеç  мар, ытти халăх ачи-пăчине те тăван культурăпа интереслентерме майне тупнă. 34№ гимназире çулталăка яхăн кăна ӗçлет пулин те çитӗнӗвӗсем пур.  Халăх вăййи­сем, юрри-ташши урлă тăван чӗлхене вӗренме интерес çуратать.  Алена Торгашова чăвашсен пурнăçне чей ӗçес культура хăçан кӗрсе кайнине ачасемпе пӗрле тӗпченӗ. Светлана Мукасева мастер-класне улах ларнипе çыхăнтарса ачасем ӗлӗкхи йăласене çӗнӗлӗхсем кӗртни çинчен каласа кăтартрӗ. Ирина Васикова вӗренекенсене сăвă çырассипе хавхалантарса майне тупнă. 

Вӗрентекенсен ӗçне хаклама çăмăл мар, мари, мордва, удмурт вӗрентекенӗсемпе пӗр ушкăна пуçтарни уйрăмах суйлав ӗçне йывăрлатать. Хăш-пӗри ялан чăвашсем çӗнтерӳçӗсем пулаççӗ тесе те тӗртсе илет. Вӗрентекен чăннипех пултаруллă пулсан мӗн тумалла тет? Çак лару-тăрăва чăвашсене уйрăм секцие уйăр­сан кăна татса пама пулать. Çавăнпа çине тăрса çак задачăна татса памаллах. Ун чух чăваш вӗрентекенӗсем те ытларах хутшăннă пулӗччӗç. Атту вӗсенчен час-час жюри хушшинче хăйне евӗр политика пурри çинчен илтме тӳр килет. Тӗрӗс те, кашни халăх представителӗшӗн хăй çынни интереслӗ, çывăх, пултаруллăрах та пек туйăнать. Тем пек хамăр вӗрентекенсен интересӗсене хӳтӗлесен те ытти наци представителӗсене те итленисӗр пуçне илтме тăрăшмалла. 

Самай вăхăт канашланă хыççăн жюри çӗнтерӳçӗне удмурт чӗлхи вӗрентекенне Людмила Андреевăна суйларӗ. Халиччен вӗсен вӗрентекенӗсенчен çӗнтерӳçӗ тухман. Призерсен шутӗнче Галина Кудряшова, Валентина Юнусова (мари чӗлхи вӗрентекенӗ), Галина Абраконова (мордва чӗлхи вӗрентекенӗ) пулчӗç. Лауреатсенчен виççӗшӗ чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем – Марина Захарова, Светлана Козлова тата Ирина Васикова, тăваттăмӗшӗ мари вӗрентекенӗ – Олеся Антипова. 

Мастер-классемпе проект ӗçӗ­­сем хăтланисӗр пуçне «Вӗрен­тӳ системинчи тăван чӗлхе, ли­тература тата культура вырăнӗ: йăласемпе инновацисем» темăпа çавра сӗтел ӗçӗ иртрӗ. Унта вӗрентекенсем асăннă темăсăр пуçне хăйсене хумхантаракан ыйтусене те çӗклерӗç. Вӗрентӳ кӗнекисемпе пособисем çукки кашни наци шкулне пырса тивет. Çавра сӗтел ӗçне хутшăннă Эндже Гизатуллина (Вӗрентӳпе наука министерст­вин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ) ыйтăва уçăмлатса район­ти вӗ­рентӳ уйрăмӗсене кашни шкултан кирлӗ кӗнекесемпе заявкăсем пуçтарма хушу янине пӗлтерчӗ. «Кăçал кӗнекесем туянас йӗрке питӗ улшăнчӗ. Ку шкулсене те тӗлӗнтерчӗ, кăткăслăха кӗртсе ӳкерчӗ нумайăшне. Ӗлӗк мӗнле ӗçлеттӗмӗр-ха эпир? Министерст­во кашни района вӗсен заявкисене кура вӗрентӳ кӗнекисем илсе паратчӗ. Халӗ пирӗн ун пек ирӗк çук, вăл муниципаллă районсене, тӗрӗсрех каласан шкулсене, куçрӗ. Халӗ кашни шкул издательствăсемпе килӗшӳ туса мӗн кирлине туянать. Сăмах 1–5-мӗш классем пирки. Мӗншӗн тесен вӗсем патшалăхăн çӗнӗ программипе пыраççӗ. Хамăр енчен, эпир федераллă перечене кӗнӗ кӗнекесем кăна туянса параятпăр. Тутар чӗлхине тата ытти чӗлхесене аталантарассипе программа тăрăх та кӗнекесем туянма укçа-тенкӗ уйăрнă. Халӗ ку енӗпе те сиртен заявка кӗтетпӗр», – тесе ăнлантарчӗ Эндже Хабировна. Ун сăмахӗпе, çитес вӗренӳ çулӗн пуçламăшӗ тӗлне пурне те кӗнекепе тивӗçтерсе çитереймесен те ӗç чарăнса лармӗ. Ку ыйту шкулсене кирлӗ вӗрентӳ кӗнекисемпе, меслет пособийӗсемпе тивӗçтерсен тин хупăнать. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев