Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерме пулӗ-и çак усала?

Коррупци – этемлӗхӗн чи пысăк усалӗсенчен пӗри. Вăл хальхи самана чирӗ кăна мар, ун тымарӗсем обществăпа патшалăх хутшăнăвӗсен историне тахçан авал кӗнӗ. Совеçне, намăса çухатнă чиновниксене пула çынсем, халăх патшалăх власть органӗсем çине шанмасăр пăхаççӗ, çав шутра ырри çине те.

Ку хăйне май социаллă пурнăçра проблемăсем çуратать, патриотизмла туйăма аркатни таранах. Совет самани арканнă хыççăн, патшалăх пурлăхӗ уйрăм алăсене куçнă хыççăн çӗршыва хурласси йăлана кӗчӗ. Чылай ăрусем Анăçа пăхса урăхла шухăш-кăмăлпа ӳссе çитӗнчӗç. Кăна паян пурте лайăх куратпăр. Должноçпа çыхăннă полномочисенчен тухса йӗркене пăсакан коррупционерсем, пӗр кашăк тикӗт каткари пыла пăсать тенӗ евӗр, патшалăх службинче ӗçлекен ыттисен репутацине те пăсать. 

Коррупци хакӗ – влаçа шанманни, эффективлă мар экономика,   арканнă шăпасем, камăн-тăр пысăк хуйхи, çухатнă сывлăхӗ е пурнăçӗ те. Юлашки çулсенче коррупципе çыхăннă ӗçсен шучӗ улшăнмасăр çӳллӗ шайра тăрать. Çулталăкне 1000 ытла пулăм. Вӗсенчен ытларахăшӗ взяткăпа çыхăннă. Коррупцилле ӗçсем ытларах вӗрентӳ, сывлăх сыхлав, социаллă услугăсен отраслӗсенче йышлă. Çӗрпе, коммуналлă кил-çурт хуçалăхӗпе, патшалăх заказӗсемпе, строительствăпа ял хуçалăх отраслӗсенче йӗркене пăсни сахалрах пулин те обществăлла пурнăçшăн вӗсем самай сиенлӗрех. Наци проекчӗсемпе çыхăннă программăсен пурнăçлавӗпе усă курса та сăтăрла ӗç нумай тăваççӗ. 

Сăтăр ӗç хака ларать

Сăмахран, акă Лайăш районӗнчи Именьково ялӗ çумӗнче Кама юханшӗвӗн çыранне çирӗплетме 2020 çулта кăна 121 миллион тенкӗ уйăрнă пулнă. Анчах вăл нумай чăтайман, юхăнса арканма пуçланă. Укçине «лайăх» ӗçе кӗртнипе ӗнтӗ. Зооботсадри паркăн икӗ пайне çыхăнтаракан çӗр айӗнчи тоннеле икӗ хутчен тума пуçарса та строительство организацийӗсем ăна вӗçне-хӗрне çитереймен. Темиçе ала витӗр тухнă укçа-тенкӗпе палăртнă ӗçсене тума çук пулӗ çав. Проектпа палăртнинчен пăрăнса йӳнерех материалсемпе усă курни каярах камăн-тăр пурнăç хакне те ларма пултарать. 

Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчен инçе мар нумай ачаллă çемьесене панă çӗр лаптăкӗсем санкцилемен çӳп-çап куписене çаврăнаççӗ. Йӗркеллӗ япала-и ку? 

Ăçта пăхаççӗ муниципалитетсем е йӗрке сыхлакан ытти органсем? Ал сулни-и ку е коррупципе çыхăннă ӗç? 

Коррупцие хирӗçле ӗçлекен орган сотрудникӗсем ӗç вырăнӗнчех взятка илекен пысăк вырăнти чиновниксенех ярса тытнă  тӗслӗхсем сахал мар.  Çапла çынсен пурнăçне лайăхлатас вырăнне вӗсен шухăшӗ ытларах харпăр кӗсьепе çыхăннă. Чылайăшне явап тыттарнă, хăш-пӗрин енӗпе пуçарнă ӗçсем суд йышăнăвне кӗтсе СИЗОра выртаççӗ. Патшалăх тытăмне кӗрекен хăш-пӗр ведомствăсем хăйсемех йӗркене пăснипе çыхăннă пулăмсене тупса палăртассипе ӗçлеççӗ. Чи хастаррисен шутне ТР Вӗрентӳпе наука министерствине кӗртмелле. Вӗсем вӗрентекенсен квалификацине тӳлевлӗ майпа ӳстерессипе ӗçлекен сайтсене тӗрӗсленӗ хыççăн нумайăшӗ хăй ӗçне ячӗшӗн çеç туни палăрнă. Квалификацие ӳстерни пирки сертификата тӳлесе янă хыççăнах илме пулать иккен, вӗренсе пуçа та ыраттармалла мар. Республикăри вӗрентӳ учрежденийӗсенчен 80 процентӗнче çакăн йышши сертификатлă педагогсем ӗçлеççӗ.

Кӗрешӳ мелӗсем

Коррупцие хирӗç кӗрешес тӗллевпе ӗç тăвакан влаçăн эффективлăхне тăтăш тӗрӗслесе тăма йышăннă. Экспертсен шучӗпе коррупцие çӗнтерес тесен патшалăх власть органӗсен ӗçӗ уçă пулмалла, йышăнусене уççăн халăхран пытармасăр тумалла. Ăна тума паян патшалăх услугисен порталӗпе усă курни, нумай ӗçе цифровизаци çине куçарни, «Народный контроль» портал пулăшаççӗ. Вӗсем кулленхи кунри ыйтусене татса панинчен пуçласа обществăлла пурнăçа пур енлӗ лайăхлатассипе çыхăннă пысăк проектсене пурнăçлама май параççӗ. Пӗтӗмпе республикăра обществăпа патшалăх органӗсене хутшăнса ӗçлеме хута янă 500 ытла веб-сервиспа тӗрлӗ приложени ӗçлет. 

Коррупципе кӗрешессипе ӗçӗн халăхсен хушшинчи кунӗ те пур – декабрӗн 9-мӗшӗ. Шăп çак кун Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ IТ-паркра коррупципе кӗрешессипе «Алма – бирмэ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие патшалăх, муниципаллă власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнчӗç. Докладпа тухса калаçакансен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР юстици министрӗ Рустем Загидуллин, ТР цифровизаци министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов, ТР Раисӗн Коррупцие хирӗçле политикин ыйтăвӗсемпе управлени пуçлăхӗн çумӗ Рустам Гаязов пулчӗç. Кашни хăй ведомстви шайӗнче тăвăнакан ӗçсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Форума пыма кăмăл туманнисем те пур, хăш-пӗр ведомство пуçлăхӗ залра курăнмарӗ. Çакна Рустам Гаязов асăрхамасăр хăвармарӗ.

Каçарас пулать?

«Коррупципе кӗрешесси тахçанах ӗнтӗ патшалăхăн тӗп задачисен шутне кӗнӗ. Чи пысăк социаллă усаллăх вăл паян. Унпа кӗрешес тӗллевпе законсем йышăнатпăр, пуррисене улшăнусем кӗртетпӗр, эффективлă механизмсем йышăнатпăр, должноçри çынсен ӗç укçийӗпе тупăшӗсене тӗрӗслесе тăраççӗ. Тутарстан пӗрремӗш пулса «Коррупцие хирӗç тăрасси çинчен» республика законне йышăнчӗ», – терӗ Фарид Мухаметшин коррупципе кӗрешессинче закон кăларассипе çыхăннă ӗçӗн пӗлтерӗшне палăртса. Парламент пуçлăхӗн шучӗпе, хăш-пӗр нормативлă базăна ун тытăмӗнчи положенисене çӗнетсе улăштарма та вăхăт çитнӗ. Министерствăсемпе ведомствăсен тӗллевӗсемпе задачисене уççăн палăртса йышăнни тата вӗсен пурнăçланăвне обществăлла контрольпе тивӗçтерни те ун шучӗпе коррупцие хирӗç тăма пулăшать. Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх, «Народный контроль» ӗçӗ тӗслӗхлӗ. Вăл пуррипе республикăра пурăнакансен нумай проблемисене татса параççӗ –  кил-çурт хуçалăхӗпе, çул-йӗр юсавӗпе çыхăннă ыйтусене, ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене пулăшу парассипе.   «Çапах чи кирли ку ӗçре коррупцие чăтма пултарайманни. Закон вăл пуриншӗн те, пысăк ятсемпе должноçсене пăхса тăмасть», – пӗтӗмлетрӗ парламент пуçлăхӗ. Тата ун сăмахӗпе ытла хытă айăпласси умӗн аташса кайнисене тӳрӗ çул çине кăларма пулăшмалла, коррупципе çыхланни усал ӗç пулнине ăнлантармалла. Кунта те йӗмелле ӗнтӗ, те кулмалла...

Юстици министрӗ Рустем Загидуллин палăртнă тăрăх, çулталăк пуçламăшӗнчен вара республикăра коррупципе кӗрешес тӗллевпе 7000 ытла профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ, 900 ытла ӗçлекен ятарлă курссем иртнӗ. 2023 çулта тата ку çулăн 10 уйăхӗнче пӗтӗмпе 45 пин муниципаллă актăн экспертизине тунă. 655-шӗнче тӗрлӗ йăнăшсем асăрханă. Ку вăхăта коррупцилле 72 пулăмпа ӗç пырать. Министр ытларах профилактика ӗçӗ пирки калаçрӗ. Йăлт йӗркеллӗ те планпа пыраççӗ ӗçсем. Коррупципе ирттернӗ социаллă ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашма вара интереслӗрех пулчӗ. Коррупцилле ӗçе пӗрре те пулин çакланнисемпе  ирттернӗ ыйтăм вӗсен шучӗ 2011 çултанпа чакни палăрнă. Çав вăхăтрах кашни иккӗмӗшӗ унпа явăçнине пытарнă, коррупципе кӗрешес текенсен шучӗ те чакнă. Ку çынсем айăплисене явап тыттарассине шанманнине кăтартать. Тăваттăмӗш пайӗ МХХсенче коррупци пирки сахал çырнине, айăплисене тăрă шыв çине кăларассипе начар ӗçленине палăртнă. Çавăнпа министр шучӗпе коррупцие хирӗçле пропагандăпа нумайрах ӗçлемелле. Патшалăх власть органӗсене шанманни ӳсни те палăрнă ыйтăмран. 

Рустем Загидуллин шучӗпе информаци технологийӗсене кашни сферăна кӗртни малашне коррупцилле ӗçсен шутне чакарма пулăшӗ. Шанас килет çакна... 

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Коррупция