Çӗнтерӳре Тутарстансен тӳпи пысăк
Тутарстанра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă мероприятисене чи çӳллӗ шайра ирттермелли, вăрçă ветеранӗсемпе тыл ӗçченӗсене пысăк тимлӗх уйăрмалли çинчен каларӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин Ассамблейăн анлă ларăвӗнче. Уйрăмах çамрăк ăрăва совет салтакӗсемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ пирки каласа пама ыйтрӗ.
Ларăва республикăри наципе культура автономийӗсен, муниципалитетсенчи Туслăх Çурчӗсен, обществăлла организацисен тата ӗç тăвакан власть органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç.
Фарид Мухаметшинăн доклачӗ Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗн Çӗнтерӗве хывнă тӳпи пирки пулчӗ. Фронтра та, тылра та пысăк паттăрлăх кăтартнă республика çыннисем. «Историри фактсем пирӗн республикăн нумай нациллӗ халăхӗ тӗлӗнмелле паттăрлăх, хăюлăх кăтартнине çирӗплетеççӗ. Вăрçă чарăннăранпа темиçе теçетке иртнӗ пулин те никам та пирӗн халăхăн паттăрлăхне пӗчӗклетсе кăтартаймӗ. Вӗсем çӗршыв ирӗклӗхне упраса хăварнисӗр пуçне Европа çӗршывӗсене те фашизмран хăтарнă», – терӗ парламент пуçлăхӗ.
1939 çулхи çыравпа ун чухнех республика нумай нациллӗ регион пулни паллă, 80 нацие шута илнӗ унта. Ассамблея председателӗ хальхи вăхăтра Тутарстанра 175 тӗрлӗ наци çынни пурăннине каласа ку республика илӗртӳлӗхӗпе çыхăннине палăртрӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Тутарстанран 700 пине яхăн çын кайнă. Республикăра 2 авиаци, 7 стрелоксен дивизийӗ тата вуншар полкпа батальон, танк бригади, зенитлă артиллери полкӗ йӗркеленнӗ.
Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тутарстанăн 353 çыннине Совет Союзӗн Геройӗ ята панă. «Эпир тивӗçлипе хамăрăн ентешсемпе мăнаçланатпăр. Брест крепоçне хӳтӗленӗ Героя, православи тӗнне илнӗ тутара Петр Гаврилова, Днепр урлă каçнă мухтавлă вырăс ачине Борис Кузнецова, Çӗпрелӗн хăюллă каччине Петр Юхвитова, вăрттăн концлагерьтен тăшман бомбардировщикне тытса илсе тарнă Михаил Девятаева, нимӗçсен концлагерӗнче тутарсен фашистсене хирӗçле вăрттăн ушкăнне йӗркелекене Муса Джалиле, çӗрлехи авиацин летчикне Магуба Сыртлановăна эпир ӗмӗр асра тытăпăр», – терӗ Фарид Мухаметшин.
Малалла тыл ӗçченӗсем пирки каласа тутарстансем çӗрне-кунне пӗлмесӗр Çӗнтерӗве çывхартассишӗн ӗçленине палăртрӗ. Вăрçă çулӗсенче республикăна 70 ытла заводпа фабрикăна, министерствосемпе ведомствосене куçарнă. Пӗтӗмпе 260 пин çын çак объектсемпе учрежденисемпе эвакуациленсе кунта килнӗ.
Çухатусем те сахал мар. Вăрçа кайнисенчен 378 пинӗ вилнӗ, кашни иккӗмӗшӗ киле таврăнайман пулать. Çак çухатусем чӗре ыратăвӗ пулса юлнине каласа вăрçăра вилнисене ӗмӗр асра тытмаллине палăртрӗ парламент пуçлăхӗ. Вăрçă ветеранӗсемпе тыл ӗçченӗсене чысласси республикăра çулталăк пуçланнăранпах пырать. Вӗсене Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхӗпе юбилейлă медальсемпе чыслаççӗ, çуралнă кунӗсенче килӗсене пырса РФ Президенчӗ, ТР Раисӗ ятӗнчен саламлаççӗ. Федераллă тӳлевсем çумне республикăран ТР Раисӗн йышăнăвӗпе вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене, блокадăра тата ачалла концлагерьсенче пулнисене 50-шар пин, тыл ӗçченӗсемпе тăлăх арăмсене 10-шар пин тенкӗ памалла тунă. «Пирӗн тӗп тивӗç – пӗрлӗхпе туслăха упраса хăварасси, мăн асатте-асаннесем çӗршыв пуласлăхӗшӗн тăрăшнине ăруран ăрăва парса пырса асра тытасси, чӗлхесен, культурăсен тӗрлӗлӗхӗпе патшалăхăн кăмăл-сипет еткерне йӗркеленине манманни», – терӗ Фарид Мухаметшин ветерансене пур енлӗ тимлӗхпе тивӗçтермеллине каласа.
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне халалласа ирттерекен мероприятисем пирки доклад тăвакансем тата та пулчӗç. Çавсен шутӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Раççейӗн çарпа истори обществин Тутарстанри уйрăмӗн ӗç тăвакан директорӗ Тимур Камалетдинов, Хусан хулин ӗçтăвкомӗн ертӳçӗ çумӗ Гузель Сагитова, Нурлат хулинчи Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, «Наш дом – Татарстан» журнал редакторӗ Наталья Вяткина пулчӗç.
Галина Терентьева Нурлат районӗнчи ветерансем, хулапа районта иртекен мероприятисем пирки каласа чăвашсем çинчен уйрăммăн палăртса хăварчӗ. Поэт-фронтовика Михаил Захарова асăнса пурăннă пулсан январьте вăл 100 çул тултармаллаччӗ терӗ. Ун ячӗпе Ялавăрта асăну мероприятийӗ иртнине, поэтăн сăввисемпе кӗнеке кăларассипе ӗç пуçарнине пӗлтерчӗ.
Наталья Вяткина тӗрлӗ халăхсен Совет Союзӗн Геройӗсемпе (1941 – 2024 çç.) историпе патриотизм проекчӗ хатӗрленине пӗлтерчӗ. Майăн 9-мӗшӗнче Бауман урамӗнче вăрçă тата СВО Геройӗсен биографийӗсемпе, çапăçура кăтартнă паттăрлăхӗсем çинчен цилиндр евӗрлӗ информаци тумбисем вырнаçтараççӗ, пӗтӗмпе 15 штук. Кашни çинче 3-шер паттăр историйӗ пулӗ. Наталья Вяткина сăмахӗпе, чăвашсем нумай унта. Уйрăмах хăйне Семен Коноваловăн паттăрлăхӗ тӗлӗнтернине каласа кăтартрӗ.
Хусансен, хула хăнисен кашнин çак курава кайса курма май пулӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев