Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнче Андрей Годунова халалласа мини-футболпа уçă турнир иртрӗ

Иртнӗ шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче, Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Алтын» спорткомплексра мини-футбол енӗпе пӗрремӗш уçă турнир иртрӗ. Ăна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă Андрей Годунова халалланă.

Андрей Владимирович Годунов 1995 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкула пӗтерсен 2013 çулта Ульяновскри строительнăй колледжа вӗренме кӗнӗ. 2014 çулхи кӗркунне, вӗренсе пӗтермесӗрех, салтака кайнă. 2018 çулхи март уйăхӗнчен Ульяновскри 31-мӗш гварди десантпа штурм бригадин разведка батальонӗнче службăра тăнă. 


Андрей Годунов рядовой Украинăри ятарлă çар операцийӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чух Донецк Халăх Республикинчи Белогоровка ялӗ çывăхӗнче пуç хунă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн ентешӗмӗре РФ Оборона министерствин «Восток — 2018 çар вăйӗсен маневрӗсене хутшăнакана», «Кавказри контртеррористла операцие хутшăнакана» медальсемпе, IV степеньлӗ Георгий хӗресӗпе тата Паттăрлăх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) наградăланă. 


Андрей Годунов яланах спортпа туслă пулнă, уйрăмах футбола юратнă. Çавна тӗпе хурса юлташӗсем ăна халалласа футбол турнирӗ ирттерме шухăш тытнă та.


Мини-футбол турнирне Çӗпрел районӗнчи ултă ялтан — Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен (икӗ команда), Хулаçырминчен, Чăваш Паснапуçӗнчен, Кивӗ Çӗпрелӗнчен, Аслă Аксуран — командăсем хутшăнчӗç. 


Командăсем пухăнса тăрсан пурте пӗрле Раççей тата Тутарстан гимнӗсене итлерӗç, унтан ертӳçӗсем турнир уçăлни пирки пӗлтерчӗç. Ăмăртăва хутшăнакансене Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров саламларӗ, Андрей Годуновăн амăшне патриот тата паттăр ывăл çитӗнтернӗшӗн тав турӗ, асăнмалăх парне пачӗ. Марат Ринатович эпир паттăрсене пӗлсен, асра тытсан вӗсем яланах пирӗнпе пӗрле пулӗç тесе палăртрӗ. 


Андрей Годуновăн мăшăрӗ Екатерина Олеговна тата йăмăкӗ Марина Владимировна турнира йӗркелекенсене хăйсен çывăх çыннине манманшăн чӗререн тав турӗç. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков хăй сăмахӗнче çак турнир малашне йăлана кӗрессе шаннине пӗлтерчӗ. Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен районти канашӗн ертӳçи Виктор Петухов çакнашкал мероприятисен патриотла пӗлтерӗшӗ пысăккине, нацизмпа кӗрешсе пуç хунă ентешсене нихăçан та манмалла маррине палăртрӗ. Çурçӗр Кавказри çапăçусене хутшăннă ветерансен ятӗнчен Владимир Ярухин сăмах каларӗ. Вăл хăйсен пурнăçне шеллемесӗр тăшманпа кӗрешекен çар çыннисене пулăшма манмалла марри пирки аса илтерчӗ. 


Ăмăрту хӗрӳ иртрӗ. А. Годунова халалланă мини-футбол турнирӗнче Кивӗ Çӗпрел команди — 1-мӗш, Çӗнӗ Йӗлмел — 2-мӗш, Хулаçырми 3-мӗш вырăнсене йышăнчӗç. Чи лайăх вратарь ятне Дмитрий Каранкин (Хулаçырми) тивӗçрӗ, чи лайăх хӳтӗлевçӗ — Нияз Валиуллин (Кивӗ Çӗпрел), чи лайăх тапăнакан — Илья Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел). 


Çӗнтерӳçӗсем спонсорсен парнисене, дипломсене тата кубоксене тивӗçрӗç. 


Геннадий КАРСАКОВ.


Çӗпрел районӗ, 


Çӗнӗ Йӗлмел. 


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев