Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Н.В.Григорьева республика конкурсӗн çӗнтерӳçи!

Çӗпрел районӗнчи чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Алешкин Саплăк шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьева «Методика пӗрлешӗвӗн чи лайăх ертӳçи – 2026» республика конкурсӗнче 2-мӗш вырăн йышăннă.

«Тутарстан Республикин вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ» апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 15-мӗшӗччен педагогсен хушшинче ирттернӗ республика конкурсӗн тӗллевӗ – хулапа районсенчи учительсен методика пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен профессилле ăсталăхне ӳстересси, чи лайăх ӗçсене суйласа илсе вӗрентӳ методикине лайăхлатасси.

Сумлă çак конкурса чăваш чӗлхипе литература учителӗсен методика пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем те хутшăнса çӗнтерни питӗ савăнтарать. Тăван чӗлхен пуласлăхӗшӗн районсенче шăпах вӗсем тăрăшаççӗ паян. Эксперт комиссийӗ июнӗн 20-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлетнӗ май Çӗпрел районӗнчи чăваш чӗлхипе литературин учителӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçин, Алешкин Саплăк шкулӗнче тăван чӗлхепе литературăна вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьеван ӗçне питӗ пысăк хак панă. Палăртса хăварар, конкурсантсен харпăр çитӗнӗвӗсене кăна мар, методика пӗрлешӗвӗн ӗçӗн эффективлăхне те тишкернӗ. Надежда Васильевна урокра хăй усă куракан çӗнӗ меслетсене районти чăваш чӗлхи учителӗсен хушшинче те ăнăçлă сарса вӗсен профессилле ăсталăхне ӳстерес ӗçе питӗ лайăх йӗркеленӗ. Куншăн педагог «Методика пӗрлешӗвӗн чи лайăх ертӳçи – 2026» номинацире II вырăн йышăннă:

Çак хисепе Надежда Васильевна чăнах та тивӗçлӗ, темиçе çул ӗнтӗ районта тăван чӗлхене упраса аталантарас ӗçе илсе пырать. Конкурсра çӗнтерсе II степеньлӗ Диплома тивӗçнӗ ятпа эпир те чӗререн саламлатпăр. Профессилле ăсталăха ӳстерсе малалла та çакăн пек нумай-нумай çитӗнӳ тума вăй-халпа хавхалану сунатпăр!

(Сăнӳкерчӗксем Н. Григорьеван «ВКонтактери» страницинчен тата «Тутарстан Республикин вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ» учрежденине сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование