Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелсене Акатуя ирттерме вăйлă çумăр та чараймарӗ

Акатуй халăха хӗвеллӗ çанталăкпа кӗтсе илчӗ. Кăнтăр хӗвеланăç енчен килекен йывăр çумăр пӗлӗчӗсем айккипе иртсе кайӗç тесе шутланăччӗ те, çук вӗт чечек хунă хыççăн Акатуй лапамне утнă чух пысăк тумламсем лап-лап ӳкме пуçларӗç. Пӗр-ик минутран витререн тăкнă пек çумăр лашлаттарса çума пуçларӗ. Уява килнӗ çынсем кам ăçта тарса пытанма ӗлкӗриччен витӗр йӗпенчӗç.

Июнӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче Акатуй кӗрлерӗ. Яланхи пек уяв Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă обелиск умне чечек хунинчен пуçланчӗ. Унта район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Акатуя килнӗ хаклă хăнасем хутшăнчӗç.

Çакăнта ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвӗ пуçтарса пулăшакансене, волонтерсене, çапăçу операцийӗсен ветеранӗсене «За содействие СВО» медальсемпе наградăларӗç. Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Олег Кузнецов, Юрий Петухов ВДВ 104-мӗш дивизи ятӗнчен, Р. Золотарев полковникран Тав çырăвӗсене илме тивӗçрӗç.

Акатуй халăха хӗвеллӗ çанталăкпа кӗтсе илчӗ. Кăнтăр хӗвеланăç енчен килекен йывăр çумăр пӗлӗчӗсем айккипе иртсе кайӗç тесе шутланăччӗ те, çук вӗт чечек хунă хыççăн Акатуй лапамне утнă чух пысăк тумламсем лап-лап ӳкме пуçларӗç. Пӗр-ик минутран витререн тăкнă пек çумăр лашлаттарса çума пуçларӗ. Уява килнӗ çынсем кам ăçта тарса пытанма ӗлкӗриччен витӗр йӗпенчӗç. Пӗлтӗр те çапла пулнăччӗ. Çакна хăш-пӗри Акатуй вырăнне улăштарма вăхăт çитнипе çыхăнтарчӗ.   

Çавах Акатуй пуçланчӗ-ха. Йăлана тытса çамрăк мăшăра таканккипе ярăнтарчӗç, унтан уяв картине ЧР патшалăх юрăпа-ташă ансамблӗ хитре композиципе тухрӗ. Анчах вӗсем пӗр çаврăм тунă хыççăн Акатуя вăхăтлăха чарма йышăнчӗç. Аслати авăтсах çăвакан çумăр ытла вăйлă пулчӗ. 
Çапла пӗр çур сехет кӗтнӗ хыççăн праçник малалла тăсăлчӗ. Патшалăх ансамблӗ чăваш халăхӗ ака ӗçне тунине театрализациленӗ илемлӗ пролог хатӗрлесе кăтартса пачӗ. 

Хăнасен шутӗнче Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин тата Крым Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Созвездие-Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивальсен генеральнăй продюсерӗ Дмитрий Туманов, ЧР Хӗрлӗ Чутай муниципаллă округ администрацийӗн пуçлăхӗ Павел Семенов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, запасри подполковник Владимир Ярухин, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин пулчӗç. 

Кашни сăмах илсе пуçтарăннă халăха Акатуйпа саламларӗ, хăйсен ертсе пыракан организаци ятӗнчен Тав çырăвӗсемпе ӗçре палăрнисене чысларӗ. Марат Гафаров вара Акатуя килнисене чăвашла саламларӗ. Унтан СВОна районтан хутшăннисене тав сăмахӗсем каласа хальхи вăхăтра отпуска килнисене чӗнсе кăларса парнесем пачӗ, тăваттăн пулчӗç вӗсем. 

Яланхи пек Акатуйра чăваш ял хутлăхӗсен çурчӗсен куравӗ ӗçлерӗ. Курма килекенсене вӗсем тутлă апат-çимӗçпе, сăрапа сăйларӗç. 
Паллах, праçник пӗрре те спорт ăмăртăвӗсемсӗр иртмест. Хальхинче те район паттăрӗсем тӗрлӗ ăмăртусенче вăй виçрӗç. Кӗрешӳрен пуçласа машинана сӗтӗрсе вырăнтан хускатасси таран. 

Сцена çинче вара концерт пычӗ. «Хӗлхем» халăх ансамблӗ, «Çӗпрел» ансамбльсем хитре юрăсемпе савăнтарчӗç халăха. Софияпа Стефания Чаркинасем те çӗнӗ юрăпа паллаштарчӗç. 
Акатуй чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗпе малалла тăсăлчӗ. 
Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.

Сăнӳкерчӗксем авторăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура