ÇӖР ӖÇЧЕНӖ ИНТЕРНЕТА ТУХРӖ
Фермер е агропредприяти халӗ хăй туса илекен продукцие электронлă сентре çине вырнаçтарма пултарать
Тинех пирӗн агропредприятисем хаш сывласа ячӗç пулмалла, хăйсен интернет-лавккисем çуккипе вӗсем рынока питӗ хӗнпе кăна тухкаланă хальччен. Россельхозбанкăн хăйне евӗрлӗ «Свое Родное» цифра проекчӗ продукцие вырнаçтарассине цифра форматне куçарма пулăшать.
2021 çулта маркетплейсра Тутарстанăн 1300 агропредприятийӗпе производителӗ регистрациленнине хыпарлать ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Мӗнпур услуга, маркетплейсра регистрациленнинчен пуçласа электронлă сентресем йӗркелесси таранах, тӳлевсӗр. Сутуçăпа туянакан халӗ пӗр-пӗринпе тӳрремӗнех сделка тума пултарать. Урăхла каласан, фермер е агропредприяти хăй туса илекен сӗт юр-варӗнчен пуçласа пылак апат таранччен, пӗтӗмпе 20 тӗрлӗ продукцие çак электронлă сентре çине вырнаçтарса посредниксемсӗрех сутать.
Маркетплейс çине тухни регион ял хуçалăх производителӗсемшӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ утăм, мӗншӗн тесен вӗсене Раççей рынокне чăрмавсăрах тухма май парать. Çӗр ӗçченӗсем асăннă банкăн «Свое Фермерство экосистема» тепӗр площадкипе те усă курма пултараççӗ. Кунта пӗр вырăнтах техника, продукци, расхут материалӗсен каталогӗсене вырнаçтарнă. Фермерсем хăйсене кирлӗ техника (çӗннине те, кивӗреххине те), чӗртавар суйлама, сезонлă ӗç валли çынсем тупма, хăйсене хумхантаракан ыйтусене ытти фермерсемпе сӳтсе явма е телеветеринарпа канашлама пултараççӗ. «Свое Фермерство экосистемăра» та регистраци тӳлевсӗр. Продукципе паллаштарас, туянакана илӗртес ӗçсене банк хăй çине илет.
РФ ял хуçалăх министрӗ Дмитрий Патрушев каланă тăрăх, çӗр ӗçченӗсен хăйсен интернет-лавккисем çинчен информацие суту-илӳ сечӗсене çитернӗ ӗнтӗ, хаксем çине ку лайăх витӗм парасса шанать.
Палăртса хăваратпăр, тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр хальхи вăхăтра ял хуçалăх отраслӗ Раççейре яланхи режимпах ӗçлет, апат-çимӗç рынокӗнчи лару-тăру лăпкă, продукци лавккасене вăхăтлă та çителӗклӗ çитет.
Çăкăр пӗçерекенсене тата сӗт туса илекенсене пулăшма федераллă бюджетран кăçал 2,5 – 10 миллиард тенкӗ хушма субсидисем уйăрма палăртнă. Çăкăр пӗçерекенсене укçа март уйăхӗн вӗçӗнче, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене выльăх апачӗ туянма çулла çитет.
Хальхи вăхăтра çӗр ӗçченӗсен умӗнчи тӗп задача – çурхи ака. Вăл Раççейӗн апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн никӗсӗ пулни çинчен манмалла мар. Çавăнпа вăхăтлă та паха ирттермелле. Кăçал çӗршывра пӗтӗмпе 81 миллион гектара тырпул акса хăвармалла, пӗлтӗрхипе танлаштарсан ытларах ку. Кăçал Раççейре ака кампанийӗ юлашки çулсенчен те иртерех пуçланнă, кăнтăрти регионсенче 90 пин гектара акнă та ӗнтӗ. Çанталăк малалла та ăшă тăрсан, пирӗн республикăра та акана иртерех тухӗç.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев