Ӗçрисемпе пӗрле ӗçкӗ-çикӗ йӗркелемелле мар
Паянхи куна ӗçри контактсене чакармалла, мӗн пур канашлăва онлайн-формата куçармалла. Шел пулин те ӗçрисем пӗрле чей ӗçнӗ, апатланнă, çуралнă кунсемпе уявсем тунă тӗслӗхсем тӗл пулаççӗ-ха
Тутарстанăн Роспотребнадзор Управленийӗн специалисчӗсем ӗçри çынсемпе пӗрле вăхăта ирттермелле мар тенççӗ. Çакăн çинчен «Татар-информ» агентствори пресс-конференцире ведомство ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина каласа панă.
«Паянхи куна ӗçри контактсене чакармалла, мӗн пур канашлăва онлайн-формата куçармалла. Шел пулин те ӗçрисем пӗрле чей ӗçнӗ, апатланнă, çуралнă кунсемпе уявсем тунă тӗслӗхсем тӗл пулаççӗ-ха», – каласа панă спикер пысăк температурăллă тата вируслă инфекцисен симптомӗсемлӗ çынсене ӗçе явăçтарма юраманнине аса илтерсе.
Авдонина пӗлтернӗ тăрăх, коронавируспа чирлисенчен ытларахăшӗ (47%) рабочисем, (23%) служащисем.
«Çакна кура эпӗ ӗçпе тивӗçтерекенсен тимлӗхне офиссемпе ӗç вырăнӗсенче мӗн пур профилактика мелӗсене çирӗп пăхăнса пымаллине аса илтересшӗн», – тесе палăртнă спикер.
Спикер сăмахӗсемпе, ӗç коллективӗсенче тимлӗхе çухатма пуçланă. Ведомство тӗрӗсленӗ 127 ӗç коллективӗнчен (вӗсенче кашнийӗнче пӗрер çын Covid-19па чирленӗ пулнă) 83-шӗнче коронавирус инфекцине сарăлма май паракан нарушенисем тупнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев