Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖРШЫВ ПУЛАСЛĂХӖ – ВӖРЕНТӲРЕ

Вӗрентӳ министрӗсен тӗллевӗ пӗр – çамрăк ăрăва паха вӗрентӳпе тивӗçтересси

Июнӗн 8-9-мӗшӗсенче Раççейре тӗнче шайӗнче тепӗр пысăк форум иртрӗ. РФ Çутӗç министерстви ТР Правительствипе пӗрле вӗрентӳ министрӗсен «Малашлăха йӗркелесе» халăхсен хушшинчи пӗрремӗш форумне ирттерчӗ. Тӗп площадка Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк пулчӗ. Пленарлă ларăва РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов ертсе пычӗ, президиумра çаплах РФ Президенчӗн пулăшуçи Андрей Фурсенко, РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев пулчӗç.

 

100 яхăн хăна

Раççейпе туслă Египет, Сенегал, Мали, Зимбабве, ТАР, Сири Араб Республики, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем, Пакистан, Мьянма, Шри-Ланка, Куба, Венесуэла, Белорусси, Серби, Киргизи, Таджикистан, Туркменистан, Казахстан, Армени тата ытти çӗршывсенчен килнӗ 100 яхăн хăна, çав шутра 20 çӗршывăн вӗрентӳ министрӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнă май çамрăк ăрăва паха вӗрентӳпе тивӗçтерес, воспитани парас, ача-пăча канăвне йӗркелес тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç. Тӗп пусăм çӗршывсен вӗрентӳ сферинчи çыхăнăвне йӗркелесси çине пулчӗ.

Форум кунӗсенче ют çӗршывсен делегацийӗсем Хусанти тутар, акăлчан тата китай чӗлхине вӗрентекен «Бала-Сити» полилингвальлӗ ача садӗнче, 187-мӗш номерлӗ «Ритм» нумай профильлӗ лицейра, «Адымнар» полилингвальлӗ комплексра тата компетенцисемпе регионсен хушшинчи «Çамрăк профессионалсем» ăмăртăва хатӗрлекен центр шутланакан информаци технологийӗсен техникумӗнче пулса курчӗç. Çапла майпа ача садӗнчен пуçласа аслă пӗлӳ таран ачасемпе çамрăксен вӗрентӗвне çӗнӗ мелсемпе мӗнле йӗркеленипе паллашрӗç.

Пленарлă ларусемсӗр пуçне ют çӗршывсемпе икӗ тата нумай енлӗ 50 ытла тӗлпулу та иртрӗ.

 

 Раççей кашнине хисеплет

Вӗрентӳ –çӗршывăн калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Шăпах вăл халăхăн малашнехи пурлăх-юрлăхне, техника пăхăнманлăхне йӗркелет. Çавăнпа çӗршыв ертӳлӗхӗ кун пек форумсене тимлӗхсӗр нихăçан та хăвармасть. Хальхинче те пухăннисене РФ Президенчӗ В.Путин видеоçыхăну урлă саламларӗ. Хăй сăмахӗнче вăл пирӗн çӗршывăн вӗрентӳ потенциалӗ пысăккине, самана, çамрăксем ыйтнине тата умри задачăсене кура вӗрентӳ системине çӗнетсе пынине палăртрӗ. Ачасен пултарулăхне асăрхаса аталантарассипе тӗнчере чи лайăх ӗç илсе пынине асăнчӗ. Çакна пирӗн ачасем халăхсен хушшинчи олимпиадăсенче çӗнтерни çирӗплетет. Раççей вӗрентӳ пахалăхӗпе хальхи вăхăтра тӗнчери чи вăйлă 10 çӗршыв йышӗнче. Владимир Путин континентсенчи кашни халăхăн правине, хăй евӗрлӗхне Раççей хисепленине, вӗрентӳ енӗпе ытти çӗршывсемшӗн уçă пулнине палăртсах каларӗ. Раççей стандарчӗпе вӗрентӳ инфраструктурине, дистанцилле майпа вӗрентӳ, ытти цифра аталанăвӗ енӗпе пулăшма хатӗр эпир. Суверенлă çӗршыва, çав шутра вӗрентӳ сферине те, ютсем хăйсен шаблонӗсене хистесе йышăнтарма хăтланни килӗшмелли япала маррине каларӗ.

 

 Иртни – тӗпре

РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов каланă тăрăх, вăхăтӗнче тӗнчере чи лайăх шутланнă совет вӗрентӳ системин йăлисене çӗршыв манăçа кăларман, уйрăмах тӗрӗс наукăсем, инженери вӗрентӗвӗнче малалла аталантараççӗ. Ку енӗпе Раççей халӗ те тӗнчипе чи лайăх кăтартусем тăвать. Министр ачасен вӗрентӗвӗн пахалăхне тӗрӗслекен ППЭ пек мероприятисен технологийӗпе паллаштарма хирӗç мар, кунсăр пуçне ют çӗршыв ачисене халăхсен хушшинчи олимпиадăсене хатӗрлентерме, педагогсене хатӗрлеме хатӗр. Сăмах май, учительсене хатӗрлессинче Раççейшӗн ют çӗршывсен опычӗ интереслӗ. Мӗншӗн тесен вӗрентӳ пахалăхӗ педагог пултарулăхӗнчен нумай килет.

РФ Çутӗç министерстви «Раççей учителӗ ют çӗршывра» проекта анлăлатма сӗннӗ. Урăхла каласан, ют çӗршывсенчи вырăс чӗлхипе интересленекен шкулсене хамăр учительсене ярасси. Сергей Кравцов 2023-2024 çулсенче ку проекта Китай, Венесуэла, Кубăпа Египет шкулӗсем хутшăнма кăмăл тунине пӗлтерчӗ. «Сила ума» проектпа вара ют çӗршывсене физика, математика, хими, биологи преподавателӗсене ярать.

Раççей пӗтӗмӗшле тата хушма пӗлӳ енӗпе те пӗрле ӗçлеме хатӗр. Чăн малтан 5 чӗлхепе 6000 ытла уроклă «Раççей электронлă шкулӗ» портала палăртрӗ министр. Кунсăр пуçне «Артек»,«Орленок», «Океан» тата «Смена» халăхсен хушшинчи ача-пăча кану центрӗсем çӗр чăмăрӗн хуть хăш кӗтесӗнчен ачасене канма йышăнма пултараççӗ.

 

Вӗренме килес текенсем нумай

РФ Наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков Раççей ытти çӗршывсемпе наука тата аслă шкул вӗрентӗвӗ енӗпе пӗрле ӗçлес ыйтăва çӗклерӗ. Мӗншӗн тесен хăвăрт улшăнакан технологи самани тарăн пӗлӳ ыйтать. Пысăк квалификациллӗ кадрсем пирӗн кăна мар, ют çӗршывсенче те çитмеççӗ. Хăш-пӗр çӗршыв ăста кадрсене пылесос евӗр хăй патне сӗтӗрет. Çавăнпа лайăх специалистсем хатӗрленисӗр пуçне çӗршывăн предприятисемпе пӗрле вӗсене лайăх ӗç вырăнӗсемпе те тивӗçтермелле. Раççейӗн аслă пӗлӳ системи хамăр çӗршыври тата тӗнчери чи лайăх опыта тӗпе хурса улшăнса аталанать. Çав вăхăтрах студентсене, çав шутра ют çӗршыврисене те, вӗренме условисем туса парать. Хальхи вăхăтра Раççейре пурӗ 350 пин ют çӗршыв студенчӗ вӗренет. Правительство вӗсем валли тӳлевсӗр вӗренмешкӗн квотăсен шутне çулсерен ӳстерет. Юлашки виçӗ çулта, тӗслӗхрен,15 пинрен 30 пине çитнӗ.

 

Тутарстанăн та сӗнмелли пур

 Вӗрентӳ министрӗсен халăхсен хушшинчи пӗрремӗш форумӗн площадкин хуçин – Тутарстанăн – та сӗнмелли пур. Мӗншӗн тесен вăл Раççейри вӗрентӳпе наукăн пысăк центрӗ шутланать. Кунпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов паллаштарчӗ. Тутарстанра хальхи вăхăтра 127 наука комплексӗ ӗçленине, 45 аслă шкулта тӗрлӗ специальноçпа 143 пин студент вӗреннине пӗлтерчӗ.

2010 çултанпа регионăн вӗрентӳ отраслӗн бюджечӗ çичӗ хут ӳссе 120 миллиард тенке çитнӗ. Паллах, ку укçа вӗрентӳ çине кăна мар, вӗренӳ инфраструктури çине те каять. Тӗслӗхрен, шкул, ача сачӗсен строительстви, юсавӗ, кирлӗ оборудованисемпе тивӗçтересси, тӗрлӗ программăсене пурнăçлама тата кадрсем хатӗрлесси. «Вӗрентӳ тăкакӗ – малашлăха инвестици», – терӗ ТР Раисӗ кун пирки.

Тутарстан ют çӗршыв студенчӗсене илӗртекен регион та, кунта тӗрлӗ çӗршывран, ытларах вăтам тата кăнтăр хӗвелтухăç Азирен, пурӗ 21 пин студент аслă пӗлӳ илет. Пӗрлехи вӗрентӳ программисем, икӗ диплом программисем, наукăпа тӗпчев ӗçӗсем илсе пырассипе, конференци-симпозиумсем ирттерессипе ют çӗршывсемпе 700 килӗшӳ тунă.

Тутарстан Правительствин хăйӗн «Алгарыш» грант программи те пур. Вăл пулăшнипе çамрăк специалистсем, ученăйсем, профессорпа преподавательсен йышне стажировка иртме пулăшать. 2006 çултанпа пӗтӗмпе 5,5 пин грант уйăрнă.

 

Пӗрлехи онлайн-платформа

Форум воспитани, хушма пӗлӳ, шкул ачисемпе ашшӗ-амăшӗсене психологи пулăшăвӗ, çаплах профессилле вăтам пӗлӳ ыйтăвӗсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç. 2022 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 18 миллион ача хушма пӗлӳ илнӗ пирӗн. РФ Çутӗç министерстви пулăшнипе çӗршывăн мӗнпур субъектӗнче ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене психологи пулăшăвӗ парассине йӗркеленӗ.

Темиçе çул каялла кăна-ха шкултан вӗренсе тухакансем аслă шкула кăна кӗме шутланă пулсан, халӗ профессилле вăтам пӗлӳ илесси йăлана кӗчӗ. Чăн малтан вӗрентӳ системине, учрежденисен пурлăхпа техника базине çӗнетнипе çыхăннă ку.

Форумра Куба, Катар, Армени, Серби, Тӗп Африка тата ытти çӗршывсен министрӗсем те хăйсен опычӗпе паллаштарчӗç. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗрентӳ министрӗсен пурин те тӗллевӗ пӗр – çамрăк ăрăва паха вӗрентӳпе тивӗçтересси, ăста кадрсем хатӗрлесси. Ку енӗпе çӗршывсен пӗрле ӗçлемелӗх пур. Пухăннисем кун йышши форумсем кирлине палăртса килес çул та йӗркелеме калаçса татăлчӗç. Пӗр-пӗринпе тăтăш çыхăну тытмашкăн вара пӗрлехи онлайн-платформа туса хума йышăнчӗç.

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА тата ТР Раисӗн пресс-службин.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев