Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçӗрте сирӗншӗн нимӗнле чăрмав та çук

Эрнелӗх гороскоп 11.06-18.06

ТАКА 21.III-20.IV

Сирӗншӗн ку эрнене пит лайăх вăхăт тееймӗн: пуçлăха эсир мӗнле ӗçлени килӗшмест, ӗçтешӗрсем тиркеççӗ, кулленхи пурнăçра та ăнмасть. Отпуска, çулçӳреве тухсан та пуçа ыраттармалли тупăнать. Çавăнпа сире çăлтăрсем питӗ асăрхануллă пулма хушаççӗ, партнерсемпе ырă хутшăнусене упрамалла. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Пысăк çӗнтерӳсем парнелӗ сире  эрне. Кам-тăр юратура çитӗнӳ тăвӗ, кам-тăр карьерăра, бизнесра ӳсет. Тӗллевӗр патне çитсен кăшт канса илӗр. Кӗçех сире самай тăкакланма тивӗ, анчах çакăнпа пӗрлех çӗнӗ вăй-хăват парнелӗ ку мероприяти. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче кулянма та, хӗпӗртеме те сăлтав пулмасть. Пурнăç хăй еккипе васкамасăр пырать. Лару-тăрăва хăвăртлатма тăрăшмалла та мар. Пуçарулăх кăтартни халь усă кӳмест сире. 

РАК 22.VI-22.VII 

Карьерăра ӳсме вăй-хал хумалла. Тăрăшса ӗçлӗр, хушнине пурнăçлăр. Ӗçе тӗплӗ тăвакансен пысăкрах должноçа ларма май пулать. Ӗçтешӗрсен хушшинче ăмсанса ура хума тăрăшакансем тупăнӗç.  

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çак кунсенче сăпайлăрах пулăр. Теветкелленни «икӗ мулкача тытма» май парать пек туйăнсан та хăвăра вăхăтра тытса чарăр, шутланине пурнăçлаймастăр. Мӗншӗн тесен лару-тăру сасартăк улшăнса сире хирӗç пулса тухӗ. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Чи çывăх çынсене те ку эрнере кивçен укçа ан парăр, мӗншӗн тесен ӗмӗтленнӗ япалана туянма сире шăп çак сумма çитмӗ. Ытти ыйтусене татса пама лару-тăру ăнăçлă пулать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çынсемпе хутшăнма çăмăл мар çак кунсенче – нумайăшӗ сире хирӗç пулӗç, планăрсене пурнăçлама чăрмантарӗç. Çăлтăрсем сире пулăшма пӗр вăрттăнлăх уçаççӗ: ӗмӗтӗрсем çинчен никама та каласа ан парăр. Инкеке лекнӗ çынна пулăшма васкăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Таврари çынсем пулăшасси пирки çак эрнере ан иккӗленӗр. Тахçанхи юлташăрсем, ӗçтешӗрсем, çӗнӗ пӗлӗшсем – пурте сире пулăшма хавас пулӗç. Ан хирӗçлӗр, пулăшăва йышăнăр, мӗншӗн тесен халь хăвăр тӗллӗн пур ыйтăва татса пама йывăр пулать.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Сирӗнтен чылайăшӗ çак эрнере хăйӗн умне çӗнӗ тӗллев лартать. Ăна пула малтанхи планӗсене те пăрахăçлать. Анчах малтан таврари çынсене тимлӗнрех сăнăр: хăш-пӗринпе питӗ асăрхануллă пулмалла, тен, пачах калаçма пăрахмалла.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çак кунсенче иксӗлми вăй-хал туятăр, хăвăра ытларах шанма тытăнатăр. Анчах ӗçре йӗрке çуккине пула лару-тăру лăпкă мар. Çемьере чашăк-кашăк час-час шакăртатакансен хутшăнăвӗсем çивӗчленеççӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Ку эрнере ӗçӗрте кăшт лăпланса хаш сывласа илме май пур. Пуçлăхăн хăйӗн ӗçӗсем нумай, сире сăнаса-сыхласа лармасть. Çакăнпа усă курса харкам ыйтусене татса пама пултаратăр. Çитменнине аслăрах çулсенчи тăванăрсемпе е ачасемпе сасартăк ыйтусем сиксе тухаççӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Ӗçӗрте сирӗншӗн нимӗнле чăрмав та çук, анчах хăвăрт çитӗнӳ тăвасси те пулмасть. Сирӗншӗн халь чи пӗлтерӗшли – коллективра хăвăрăн авторитета упраса хăварасси, малашне те ӗçтешӗрсем çине витӗм кӳресси. Харкам хутшăнусенче лару-тăру лăпкă мар: хирӗçӳсем, кӳренӳсем тупăнсах тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев