Çӗртме уйăхӗн 12-мӗшӗ – Исаакий
Халăх календарӗнчен
◊ Çӗртме уйăхӗн 12-мӗшӗ – Исаакий. Çӗленсен праçникӗ. Эрешмен карта карать-тӗк – кӗç çанталăк улшăнать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗ – Еремей. Çак кун çумăр çусан тухăç япăх пулать теççӗ.
◊ Çӗртме уйăхӗн 14-мӗшӗ – Устин тата Харитон. Çил хӗвеланăçӗнчен вӗрет-тӗк – çанталăк пăсăласса.
◊ Çӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗ – Никифор. Çерçисем пӗр-пӗринпе çапăçаççӗ, ашкăнаççӗ-тӗк – çанталăк аванланать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 16-мӗшӗ – Лукьян. Юхтарса çумăр çусан кăмпа нумай пулать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 17-мӗшӗ – Митрофан. Çурçӗртен çил вӗрсен ăмăр çанталăк кӗт.
◊ Çӗртме уйăхӗн 18-мӗшӗ – Дорофей. Çак кун çанталăк уяр пулсан тырпул ăнса çитӗнет. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрет-тӗк – çулла çиллӗ тата çумăрлă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев