Çу çини сиенлӗ теççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çу çини сиенлӗ теççӗ

Юлашки вăхăтра рафинированнăй ӳсен-тăран çăвӗ сиенлӗ пулни çинчен калаçнине илтме пулать

Юлашки вăхăтра рафинированнăй ӳсен-тăран çăвӗ сиенлӗ пулни çинчен калаçнине илтме пулать

Чăнах-ши ку? Специалистсем кун пирки мӗн калаççӗ?

Организма кирлӗ хăш-пӗр микроэлементсене «çухатсан» та ӳсен-тăран çăвӗ производство процесӗнче сиенлӗ пулса тăмасть иккен. Пачах урăхла, кирлӗ мар хутăшсенчен, сиенлӗ япаласенчен тасалать. Çав вăхăтрах шăршă кăларман ӳсен-тăран çăвӗнче омега-6 çу кислотин шайӗ пысăк. Организмра омега-6 кирлинчен иртсен шыçăсем аталанас хăрушлăх пур. 

Эпир ятарласа ӳсен-тăран çăвӗ тесе çыртăмăр, хӗвелçаврăнăшӗн мар. Мӗншӗн тесен кукуруза, соя тата арахис çăвӗсем пирки те омега-6 çуллă кислотасемпе пуян. Биологсем рационра ӳсен-тăран çăвӗпе сахалрах усă курма, омега-6 тата омега−3 çу кислотисене (лосось, сардина, йӗтӗн вăрри е çăвӗ, аçтăрхан мăйăрӗ, чиа вăрри) кирлӗ шайра тытса тăмалла. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Здоровье

Нет комментариев