Çул çинче пулакан аварисенче вилекенсен шучӗ ӳсет
Июлӗн 5-мӗшӗ тӗлне оперативлă кăтартусем тăрăх, республикăра 1540 çул-йӗр инкекӗ пулнă, вӗсенче 161 çын вилнӗ, 1867-шӗ суранланнă. Пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан вилнисен шучӗ 19 çын ӳснине пӗлтерчӗ «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн ертӳçин çумӗ Дамир Бикмухаметов.
Инкек-синкекӗн тӗп сăлтавӗ ытти çулсенчи пекех хирӗç çул çине тухни. 2026 çулхи 6 уйăхра çак сăлтава пула 98 авари пулнă, вӗсенче 49 çын вилнӗ, 156-шӗ аманнă. Июнӗн 4-мӗшӗнче Сарман районӗнче «Лада» водителӗ хирӗç килекен çул çине юраман вырăнта тухса Toyota автомобильпе çапăннă. Çавна пула «Лада» водителӗпе малта ларса пыракан пассажирӗ, Toyota пассажирӗ – 8 çулти ача вырăнтах вилсе кайнă. «Ладăн» тепӗр пассажирӗ, çавăн пекех Toyota водителӗпе 12 çулти пассажирки аманнă.

Июнӗн 18-мӗшӗнче Мамадыш районӗнче «Лада» водителӗ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе тиевлӗ автомобильпе çапăннă. «Ладăн» водителӗпе икӗ пассажирӗ, çав шутра çулталăкри ача, вилнӗ.

Çулталăк пуçланнăранпа Патшалăх Автоинспекцийӗн ӗçченӗсем хирӗç килекен çул çине юраман вырăнта тухнипе çыхăннă 10 пин ытла йӗркене пăснине тупса палăртнă, ку пӗлтӗрхинчен 8,4 процент нумайрах. Йӗркене пăснăшăн 7500 тенкӗ штраф тӳлеттернине е 4 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран правасăр хăварма пултараççӗ. Йӗркене тепӗр хут пăсассăн – çулталăклăха правасăр хăвараççӗ, виççӗмӗш хут лексен вара – виçӗ çул таран тӗрмене хупма пултараççӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнипе пулнă аварисен шучӗ те пăшăрхантарать автоинспекторсене, вӗсен айăпӗпе республика çулӗсем çинче 63 инкек пулнă, вӗсенче 19 çын вилнӗ, 88-шӗ аманнă. Апрелӗн 11-мӗшӗнче Элкел районӗнче «Лада» автомашинăн ӳсӗр водителӗ прицеплă тракторпа çапăннă, ун хыççăн çăмăл автомашина çул айккине кайнă, трактор тӳннӗ. Инкекре пилӗк çын вилнӗ: икӗ водитель те, «Ладăн» виçӗ пассажирӗ те.

Патшалăх Автоинспекцийӗн ӗçченӗсем ӳсӗрле руль умне ларнă 5 пине яхăн çынна тытса чарнă. Çак йӗркене пăснăшăн 45 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, çулталăк çурăран пуçласа икӗ çул таран правасăр хăварма пултараççӗ. Тепӗр хут пăссан уголовлă яваплăх пуçланать.
Çулталăк пуçланнăранпа водительсем вăхăтра канманнипе 7 инкек пулнă, вӗсенче 11 çын вилнӗ, 9-шӗ суранланнă. Ывăнни тимлӗхе чакарать, çын руль умӗнче çывăрса кайма та пултарать.
Майăн 9-мӗшӗнче Рыбно-Слободски районӗнче М-12 трасса çинче Hyundai водителӗ руль умӗнче çывăрса кайнă, карта çине пырса кӗнипе хирӗç çул çине тухса Volkswagen автомобильпе çапăннă. Hyundai пассажирки вырăнтах вилсе кайнă, водитель икӗ талăкран больницăра вилнӗ.

Июлӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнче автобус водителӗ те ывăннипе руль умӗнче çывăрса кайнă, автобус çул айккине кайнă. Салонра 45 пассажир тата 2 водитель пулнă, 9-шӗ больницăна лекнӗ.
Кăçал мототранспорт хутшăннипе 98 инкек регистрациленӗ, вӗсенче 8 çын вилнӗ, 104-шӗ аманнă. Апрелӗн 12-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнче квадроцикл тӳнсе кайнă, водителӗ ун айне пулса вилнӗ. Унăн водитель удостоверение пулман, çитменнине ӳсӗр пулнă. Майăн 19-мӗшӗнче Хусанта Toyota водителӗ сулахаялла пăрăннă чухне мотоцикла курса ӗлкереймен – мотоциклист вырăнтах вилнӗ.

Июлӗн 3-мӗшӗнче Хусанта мотоцикл водителӗ пысăк хăвăртлăха пула хирӗç килекен çул çине тухса Audi машинăпа çапăннă. Мотоциклист каярах больницăра вилсе кайнă.
16 çула çитмен ачасем хутшăннипе 206 авари регистрациленӗ, вӗсенче 6 ача вилнӗ, 221 ача аманнă. Юлашки пилӗк çул хушшинче республика çулӗсем çинче 69 ачана çухатрăмăр, 25-шӗ – çуллахи вăхăтра. Пассажир-ачасем хутшăннипе пулакан аварисем те пăшăрхантараççӗ. Кăçал вилнӗ ултă ачаран пиллӗкӗшӗ пассажир пулнă.
Июнӗн 6-мӗшӗнче Агрыз районӗнче Нyundai автомобилӗн хӗрарăм водителӗ те пысăк хăвăртлăха пула аварие лекнӗ. 13 çулти ача вилнӗ, 11 тата 13 çулсенчи тепӗр икӗ ача суранланнă. Ачасене турттарнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман. Çулталăк пуçланнăранпа ачасене турттармалли правилăсене пăснăшăн 5 пин ытла водителе административлă майпа явап тыттарнă.

Çуран çӳрекен ачасем хутшăннипе 88 авари пулнă, вӗсенче 89 ача аманнă. Майăн 18-мӗшӗнче Петрӗç районӗнче Daewoo водителӗ амăшӗпе пӗрле тротуарпа пыракан 4 тата 6 çулсенчи икӗ хӗрачана таптаса кайнă, телейлӗ ачасем чӗрӗ юлнă. Каникул вăхăтӗнче мотоциклсемпе, мопедсемпе, скутерсемпе тата питбайксемпе çӳрекен ачасен шучӗ те ӳсет.
Майăн 20-мӗшӗнче Çӳлту районӗнче 17 çулти мопед водителӗ хирӗç килекен çул çине тухнă, ун хыççăн бордюр çине ӳкнӗ, 7 çулти мопедăн пассажирӗ вырăнтах вилнӗ, тен мотошлем тăхăннă пулсан сывă юлӗччӗ вăл. Майăн 29-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнче питбайкпа (спорт мотоциклӗ) çӳресе пынă 14-ри хӗрача çутă юпи çине пырса тăрăннипе сывă юлайман. Ун хыçӗнче ларса пынă 13-ри арçын ача аманнă.

6 уйăх хушшинче ачасем 460 çул-йӗр йӗркине пăснине палăртнă. Пур материала та çул çитменнисен ӗçӗсен комиссине панă. Ашшӗ-амăшне явап тыттарнă, ачисене учета тăратнă. 86 ӗçпе ашшӗ-амăшне 500 тенкӗрен пуçласа 2000 тенкӗ таран штраф çырса панă.
Вырма пуçлансан çулсем çинче ял хуçалăх техники тухнине те каласа хăварчӗ спикер. Пысăк калăпăшлă тата хуллен çӳрекен машинăсене курсан асăрхануллă пулмалла.
Июлӗн 13-мӗшӗнче Мамадыш районӗнче «Лада» водителӗ хăрушлăхсăр хăвăртлăха суйламан, умра пыракан тракторпа çапăннă. «Лада» водителӗпе виçӗ пассажирӗ вырăнтах вилнӗ, трактор водительне больницăна леçнӗ. «Ладăн» спидометр стрелки 130 çухрăм паллă çинче чарăннă.
Патшалăх автоинспекцийӗ водительсене ывăнсан руль умне ларма, вăрăм çулçӳревсенче кашни 2-3 сехетре чарăнусем тума сӗнет. Пассажирсен хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе çыхăнмалла. Ашшӗ-амăшне ачасене çул-йӗр правилисене тăтăшах аса илтерме, вӗсене турттарнă чухне ятарлă хатӗрсемпе усă курма ыйтаççӗ инспекторсем. Мототранспорт çул çитмен ачасемшӗн пысăк хăрушлăх пулнине асра тытмалла.
Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев