Çул çитменнисен сывлăхӗ демографишӗн пӗлтерӗшлӗ
Республикăн ача-пăча клиника больницинче (ДРКБ) социаллă политика ыйтăвӗсемпе иртнӗ ларура ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем çул çитмен ачасене медицина пулăшăвне парассине, çавăн пекех ача-пăча стоматологийӗн ыйтăвӗсене сӳтсе явнă, закон проекчӗсем йышăннă.
Ларăва ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов та хутшăннă. Депутатсене Шут палатин хӗрарăмсемпе ачасен сывлăхне сыхлама пуçарнă мероприятисен аудичӗн пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарнă.
Социаллă политика комитечӗн председателӗ Светлана Захарова «Демографи» наци проекчӗ 2024 çулта вӗçленнине, ун вырăнне «Çемье, çамрăксем тата ачасем» проект пуçланнине аса илтернӗ. Уйрăмах çул çитмен ачасен сывлăхне пăхса тăрассине тимлӗхе илмелле тесе шутлать вăл.
Республикăри муниципаллă йӗркеленӳсенчен 27-шӗнче, çавăн пекех ДРКБра çул çитменнисен пӳлӗмӗсем ӗçлеме пуçланă. Ача-пăча поликлиникисенче пуринче те çул çитменнисен врачӗ пациентсене йышăнать. Çул çитменнисене пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусене татса парассипе те, ача-пăча стоматологийӗ пирки те депутатсен сӳтсе явмалли чылай пулнă. ТР Сывлăх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра 15 – 17 çулсенчи 118 042 ача регистрацире, çакă 0 – 17 çулсенчи ачасен 13,8 проценчӗпе танлашать.
Çул çитмен ачасенчен 2023 çултинчен пӗрремӗш хут чирлекеннисен шайӗ 4,2 процента чакнă. Пӗтӗмӗшле илсен çул çитменнисенчен сывлăш çулӗсемпе, вар-хырăм чирӗсемпе аптракансем нумай. Паллах, аманнă, наркăмăшланнă тӗслӗхсем, куç чирӗсем, ӳт чирӗсем те тупăннă. 2023 çулта диспансер учетӗнче 107 827 çул çитмен ача тăнă.
2023 çулта çул çитмен ачасенчен 99,5 проценчӗ медицина тӗрӗслевне иртнӗ. Çакăнтан йăлт сывă çамрăк ачасен шучӗ те ӳсни курăнать. Ачасенчен 14,3 проценчӗ пӗтӗмпех сывă пулни паллă. Шала кайнă чирсен III – V сывлăх ушкăнӗсенчи ачасем – 18,6 процент.
Ачасене çӳллӗ шайри стоматологи пулăшăвне парасси – сывă нацин пуласлăхӗ. Пӗлтӗр ыратнине ирттерекен эмелпе ДРКБра 739 ачана стоматологи пулăшăвӗ панă, вӗсенчен 636-шӗ – инвалид-ача. Депутатсем инвалид-ачасен шăл юсаттарма черетре тăма тивнине питлесе палăртнă.
Кун йӗркинчи ыйтусене сӳтсе явнă чух Юрий Камалтынов психика чирӗсемпе аптракансен шучӗ ӳсни хумхантарни çинчен каланă, республикăра çул çитменнисене йышăнакан пӳлӗмсем сахал пулнипе кăмăлсăр юлнă. Шут палати 2021 – 2024 çулсенче обязательнăй медицина страхованийӗн Территори фондӗнчен (ТФОМС) республика бюджечӗпе мӗнле усă курнине тӗрӗслесе çитменлӗхсене палăртнине, хăш-пӗр медицина учрежденийӗсене асăрхаттарма тивни çинчен каласа панă.
ТР Çемье кодексӗн 116-мӗш тата 134-мӗш статйисене улшăнусем кӗртесси çинчен калакан закон проекчӗсене те пăхса тухнă ларура: ача усрава илес текен арлăхне улăштарма ирӗк паракан патшалăхсен гражданӗ-тӗк, ăна хирӗçлемелле.
ТР ачан законлă прависене, интересӗсене хӳтӗлессипе уйрăм мерăсем йышăнассипе республика законӗн 4-мӗш статйине улшăнусем кӗртессине те депутатсем ырланă. Закон проекчӗ ачана углеводородлă, сывлăхшăн сиенлӗ газсене ăша илме илӗртекенсенчен хӳтӗлессипе çыхăннă.
Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев