Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧУЛА ЧУН КӖРТЕКЕНРЕН МУЗЕЕ ПАРНЕ

Вăл е ку касса тунă хатӗрте Сантăр Пикл аллине тӳрех палласа илетӗн. Ӳнерçӗ почеркӗ йывăçран ăсталанă юпасенче уйрăмах сисӗнет. Анчах та вăхăт пӗр вырăнта тăмасть, юлашки вăхăтра Александр Иванович тимӗрпе бетон хутăшӗнчен тӗрлӗрен кӗлеткесем ăсталать. Хӳтӗлевçӗпе, Салтак харкам коллекцисенче хăйсен вырăнӗсене тупрӗç ӗнтӗ. Чапăрлăри Тăхăрьял масарӗнче Хуралçă тăрать. Акă Таврапӗлӳçӗн те мастерскойпа сывпуллашма вăхăт çитрӗ. Çак кӗлеткесем чӗнмесӗр тăрса – калаçнăн туйăнаççӗ. Вӗсенче Çӗр вăйӗ сисӗнет. Хулăн бетон хыçӗнче черчен чун пытаннă пекех. Ӳнер искусствинче çӗнӗ утăм тăвакансем сайра, вӗсенчен пӗри Пăва районӗнче пурăннишӗн мăнаçланмашкăн сăлтав пур пирӗн.

Юркка Иванӗн калавӗсем хăлхана ачашлаççӗ, вӗсенчи чӗлхе юхса пынăн туйăнать. Палăртнă ӗç те пирӗн çула çупа сӗрнӗ пекех, çăмăл пулса пычӗ. Этнограф музейӗ çумне Таврапӗлӳçӗ скульптурине лартас тӗллевпе Пӳркелне пӗрре кăна килсе кайрăмăр. Мăнкунра ăçта вырнаçтарасси пирки калаçса татăлтăмăр. Пӳркелӗнчи библиотека палăк вырнаçтармалли тăваткал бетон никӗс тупса пачӗ. Писателӗн тăванӗ Андрей Юркин машини çумне прицеп çаклатса палăка Рункăри маçтăр патӗнчен илсе килчӗ. Апрелӗн 30-мӗшӗнче кӳршӗ-аршăсем пуçтарăнчӗç те, ăна пурте пӗрле палăртнă вырăна çăмăллăн кăна вырнаçтарса лартрăмăр, никӗсӗ çур тонна, хăй 20 пăт ытла пулсан та йывăра килмерӗ. Темле асамлă вăй пулăшса пынăн туйăнчӗ, пӳрнине хӗстерекен те никам та пулмарӗ. Ахăртнех, Юркка Иванӗ çӳлтен пулăшса пырать пулмалла хăй ячӗпе ырă ӗç тăвакансене. 
«Чăвашсем никӗс лартнă чухне «Вырăнӗнче лартăр, вырăнӗнче çӗртӗр», – теççӗ. Çак сăмаха ку мӗлкӗ çинчен те калас килет. Пурсăра та тав, Пикла икӗ тав. Ку вăл тӗнчере çук япала. Ман шутпа çак скульптура майӗпен Пӳркел палли, символӗ пулать», – терӗ Иван Юркин çурт-музейӗн директорӗ Анатолий Малышев.  
«Тӗнчере çук япала вăл. Халь Пӳркелӗнче пур. Пуяс тесе туман ăна, чапа тухас тесе туман. Вăл чун хушнипе пулнă япала. Вăл халь ача пек. Вăл халь хăйӗн пурнăçӗпе пурăнать. Туса хатӗрлекене палламасса та пултарать. Халӗ вăл ирӗкре. Кунта вăл вырăнне тупрӗ. Кунта унăн çӗнӗ пурнăç пуçланчӗ, – терӗ хавхаланса Сантăр Пикл. – Сирӗн çӗр нумай поэт, çыравçă çуратнă. Ку скульптура вăл каюра пек çӗр ăшӗнчен тухса тӗнчене пăхать: «Мӗн пулса иртет-ха кунта?» – тесе. Йышăнăр, пӗтӗм кăмăлтан!»
Июнь уйăхӗн 5-мӗшӗнче йăла тăрăх çак музей территорийӗнче «Поэзи кунне» паллă тăваççӗ. Тен, çав кун таврапӗлӳçӗ скульптурине те чаплă лару-тăрура уçӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев