ÇУЛЛА АЧА ИНКЕКЕ ЛЕКЕС ХĂРУШЛĂХ ПЫСĂК
Ачасем хутшăннипе пулакан инкексенчен 30 проценчӗ çуллахи вăхăтра пулать
Тинех çулла! Вӗренӳ çулӗ вӗçленчӗ, ачасем çуллахи канура. Шкул пурнăçӗнчен пушаннăран вӗсем кунӗпе урамра, нумай чухне хăйсем кăна. Кун пек чух тимлӗх çинчен маннипе кил-тӗрӗшӗнче, çулсем çинче, шыв-шурсенче пысăк инкеке лекес хăрушлăх ӳсет. Сыхланмалли пӗртен-пӗр мел вăл – профилактика. «Татар-информ» агентствăра май уйăхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ анлă пресс-конференцие шăпах çак темăна халалланăччӗ.
Скутер çӳретме те права кирлӗ
Çулталăк пуçланнăранпа кăна Тутарстанра 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе çул-йӗр çинче пурӗ 108 инкек пулнă, вӗсенчен 3 ача вилнӗ, 116-шӗ аманнă. Çакăн пек статистикăран пуçларӗ хăй сăмахне Тутарстанри Патшалăх автоинспекци управленийӗн ертӳçин çумӗ Дамир Бикмухаметов. Салонра ачасем пуррине пăхмасăр водитель çул-йӗр правилисене пăснипе çыхăннă иккен ку. Тӗрӗсрех каласан, пысăк хăвăртлăхпа хирӗç çул çине тухнипе, черете, хăрушсăрлăх дистанцине пăхăнманнипе тата ача креслипе усă курманнипе. Юлашкине автоинспекторсем çирӗп тимлӗх уйăрсан та ку правилăна пăхăнман водительсем пур-ха пирӗн, сахалăн та мар. Çак йӗркене пăснăшăн закон тăрăх, 3000 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. «Кресло хакӗ пепкен пурнăçӗпе танлашмалли япала мар»,– терӗ вăл ача-пăча кресли валли укçа перекетлекен ашшӗ-амăшне шухăша улăштарма ыйтса. Аса илтеретпӗр, çул-йӗр правилисем тăрăх, 7 çула çитиччен ачана çăмăл тата тиевлӗ машинăн кабининче ятарлă креслопа кăна, 7–11 çултан хыçалти ларкăч çинче ременьпе çыхăнма ирӗк парать. Анчах та Патшалăх автоинспекцийӗн статистики 12-ри ачана хыçалта ременьпе кăна çыхăнни çăлса хăварайманнине кăтартать, мӗншӗн тесен ремень шăпах мăйӗ тӗлӗнчен иртнипе çул-йӗр инкекӗсенче мăйне хуçнă тӗслӗхсем нумай. Çавăнпа ачана 12-тултаричченех креслăпа пыма сӗнеççӗ вӗсем.
Çуран çӳрекен ачасем машинăрисенчен кая мар хăрушлăхра. Вӗсем хутшăннипе кăçал çулсем çинче 44 инкек пулнă, пӗр ача вилнӗ, тепӗр 46-шӗ аманнă. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çырчаллинче пулнă инкекре те акă юраман вырăнта çул урлă каçакан 10-ри ачана машина çапса хăварнă. Каярах ача больницăра вилсе кайнă. Патшалăх автоинспекцийӗ кун пек инкексенчен профилактика ӗçне тӗллевлӗн илсе пырать пулсан та, ачасен айăпӗпе кăçал пурӗ 18 авари пулнă. Енчен те çул-йӗр инкекӗ ачан айăпӗпе пулнă-тăк, ăна малалла çул çитменнисемпе ӗçлекенсем тимлӗхе илеççӗ, ашшӗ-амăшне административлă явап тыттараççӗ. Кăçал 28 ашшӗ-амăшӗ енӗпе административлă ӗç пуçарнă.
Механикăллă транспорт хатӗрӗсемпе çыхăннă çул-йӗр инкекӗсем кăçал пурӗ 2 пулнă. Вӗсенче пӗр ача вилнӗ, виççӗшӗ аманнă. Тӗслӗхрен, май уйăхӗн 6-мӗшӗнче Элмет районӗнче «Опель» машина хăвăртлăха чакарманнипе çул çитмен ачасем çӳретнӗ «Минск» тата «ИЖ» мотоциклсем çапăннă. «Минск» пассажирӗ, 15-ри хӗр, вырăнтах вилсе кайнă. Водителӗсем тата «Иж» пассажирӗ аманнă. Çул çитмен ачасен мотоциклпа çӳреме ирӗкӗ пулман. Нумай ашшӗ-амăшӗ хăрушлăх пуррине шута илмесӗр ачисем валли мотоцикл, скутер туянса парать. «Ачасене кун пек «теттесем» парнелеме юрамасть», – çирӗппӗн асăрхаттарчӗ автоинспектор.
Мопеда, скутера 16 тултарсан тата «М» категориллӗ водитель удостоверенийӗ пулсан кăна çӳретме юрать. Мотоцикл валли вара 18 çул тултармалла тата «А» категориллӗ права кирлӗ. Механикăллă транспорт хатӗрӗсемпе правасăр çӳресен 5–15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивет.
Аслă çулсем çине тухма юраман квадроцикл та хăрушă транспорт шутланать, ăна та 16 çултан аслăраххисен тата 1-мӗш категориллӗ тракторист-машинист прави пуррисен кăна çӳретме юрать.
Ăшă кунсем пуçлансан велосипедпа çӳрекенсен шучӗ ӳсет. Кăçал кăна вӗсем хутшăннипе çул çинче пулнă 14 инкеке шута илнӗ, 14 ача аманнă. Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, Кукморта çулсем хӗресленнӗ вырăнта велосипедпа пыракан 9-мӗш класс ачине вилмеллех амантнă. Законпа килӗшӳллӗн, «зебра» урлă каçнă чух велосипедпа çӳресе мар, çавăтса каçмалла. Çул-йӗр правилисемпе, 14 çула çитмен ачасен велосипедпа аслă çул çине тухма юрамасть. Тӗттӗмре çутта тавăракан хатӗрсем тум çинче ачасен кăна мар, аслисен те пулмалла.
Самокатпа çыхăннă инкексем те сахал мар. Самокат, гироскутерсем тата ытти çавăн пек хатӗрсем пирки законра хальччен уçăмлăх çукчӗ пулсан, кăçал çул-йӗр правилисене кӗртнӗ тӳрлетӳсем тăрăх, мартăн 1-мӗшӗнчен пур, вӗсем пурте транспорт хатӗрӗ шутланаççӗ. Апла-тăк, правилисем те пур. Пӗрремӗшӗнчен, хăвăртлăха сехетне 25 километртан ытла ӳстерме тата аслă çулпа пыма юрамасть. 7 çула çитмен ачасем вара аслисем пур чухне кăна самокатпа тротуарсем çинче ярăнмалла.
Тӗпрен илсен, ачасене çул-йӗр çинче тӗрӗс мӗнле тытмаллине ашшӗ-амăшӗ чăн малтан хăй тӗслӗх кăтартмалла.
Шăрпăк – тетте мар
Шăрпăкпа выляни мӗн патне илсе çитересси пирки те ашшӗ-амăшӗн ăнлантармалла. Шăрпăк тавраша ача алли айне хумалла мар. Шел те, Раççейре çуллен пушарта вăтамран 700 ачаран кая мар вилет иккен, 710-шӗ аманать. Тутарстанра вăтамран 6–10 ача вилет, 36-шӗ аманать. ТР МЧСӗн профилактика мероприятийӗсем енӗпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Олег Маринин сăмахӗсемпе, юлашки 5 çулта республикăра пушарсенче эпир 30 ачана çухатнă, 133-шӗ аманнă. Сăлтавӗсем кунта ача-пăча шăрпăкпа выляни кăна мар, паллах, электрооборудовани юсавсăрлăхӗ, вутпа асăрханусăр пулни. Кăçал та акă февраль уйăхӗнче Пӗтреç районӗнче ашшӗ тата 3 ачи юсавсăр электрооборудование пула çунса вилнӗ. ТР МЧСӗ кун йышши инкексенчен сыхлас шутпа профилактика мероприятийӗсене сахал мар ирттерет, çав шутра нумай ачаллă, социаллă хăрушлăхри çемьесене тӗтӗм тухнине систерекен автономлă систерӳçӗсемпе тивӗçтерет. Кăçал çакăн пек хатӗр пулăшнипе 4 ачана çăлса хăварнă. Пушар ăнăçсăр çемьесенче кăна тухать тени тӗрӗс мар, инкек куçа курăнса килмест, вăл хуть кампа та пулма пултарать. Кăçал январь уйăхӗнче Хусанта, тӗслӗхрен, йӗркеллӗ çемьери 4-ри ача, амăшӗ кухньăра апат хатӗрленӗ хушăра шăрпăк илнӗ те тепӗр пӳлӗмри сӗтел-пукана вут чӗртнӗ. Телее, амăшӗ вăхăтра сиснипе пушара хăвăрт сӳнтерме пултарнă. Çавăнпа ача-пăчана пушар хăрушлăхӗ çинчен шкулсенче кăна мар, чăн малтан çемьере ăнлантармалла.
Шыва кӗме
аслисемсӗр ан кай
Июнӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра шыва кӗмелли сезон уçăлчӗ. Республикăра кун валли 56 пляж хатӗр. Шел те, чăтăмсăрлăха пула шыва кӗрсе пурнăçпа сывпуллашакансем пулчӗç те ӗнтӗ. Çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăри шыв-шурсенче 12 çын, вӗсенчен 2 ача, путса вилнӗ. Пӗлтӗр 9 ачана çухатрăмăр. Ытларах инкек 12–18 çулсенчисемпе тата яллă вырăнсенче пулнине пӗлтерчӗ ТР МЧСӗн шыв-шурсем çинчи хăрушсăрлăхӗн уйрăмӗн ертӳçи Регина Гаязова. Ачасем шыв хӗрринче вылянă хушăра шыва ӳкнипе е аслисемсӗр тата юраман вырăнта шыва кӗнипе пулать иккен. Аншлагсене илемшӗн мар, хăрушлăх пуррипе (е шыв айӗнчи юхăм вăйлă, е авăр, е тата ытти) лартаççӗ. Çанталăк шăрăх пулсан та май уйăхӗнче шыв-шур ăшăнса ӗлкӗреймест-ха. Çакна шута илмелле пек те – çук. Çавăнпа ашшӗ-амăшӗн ачисене шыв-шур хăрушлăхӗ пирки ăнлантарнипе пӗрлех ишме вӗрентме тӗллев лартмалла. Сăмах май, асăннă пляжсенче, ача-пăча лагерӗсенче кăçал та «Ишме вӗрен» акцисем иртеççӗ. Сăмах май, хулари бассейнлă шкулсенче ку енӗпе ӗçлеççӗ. «Пирӗн тӗллев чемпионсем ӳстересси мар, ачасене ишме вӗрентесси»,– терӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Асадуллина.
Чукун çул юхăмӗ вӗçӗмсӗр
Пурăнмалли комплекссем, сад юлташлăхӗсем çумӗнчен иртекен чукун çулсем çинче те инкексен шучӗ çуллахи вăхăтра ӳсет. Хăрушлăх çинчен манса çынсем поезд умӗнчен чупса иртме е вăхăтлăха чарăннă состав айӗнчен шуса тухма тăрăшаççӗ. «Чукун çул юхăмӗ нихăçан та чарăнмасть. Хăвăрт чармалли транспорт мар вăл. Çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсем кашни станцирех пуррине пăхмасăр аслисем нумай чухне ачисемпе пӗрлех чарăннă состав айӗнчен шуса иртме тăрăшаççӗ», – терӗ Горький чукун çулӗн тӗп инженерӗн çумӗ Евгений Ананьин тепӗр проблемăна асăрхаттарса. 2016 çулччен республикăра чукун çулсем çинче çулсерен 60 çын вилнӗ иккен. Тӗллевлӗн ӗçленипе 2022 çул тӗлне ку шута 28 чакарнă. Шел те, 2022 çулта пӗр ача аманнă. Поезд хăвăртлăхне тата йывăрăшне кура чукун çул çинче аманнă хыççăн сывă юлма çав тери йывăррине асăрхаттарчӗ вăл. Тӗслӗхрен, темиçе кун каялла кăна-ха Хусанта Аметьево станцийӗ патӗнче 40-ри арçын медицина поезчӗ умӗн чупса кайма хăтланнă. Унти тухтăрсем тем пек тăрăшсан та арçынна çăлса хăварайман. Шел те, çын йăнăшӗ çинче вӗренместпӗр çав эпир. Кăçал йӗркеленӗ 87 рейдра кăна юраман вырăнта чукун çул урлă каçакан 61 çынна тытса чарнине асăнчӗ Евгений Ананьин.
Травматолог валли те ӗç нумай
Республика клиника больницин травматологи уйрăмӗн ертӳçи Руслан Хасанов кăçал вӗсем «плана» ытлашшипех тултарса пынинчен пуçларӗ хăй сăмахне. 2022 çулта травматологие пӗтӗмпе 120 пин çын пулăшу ыйтса килнӗ пулсан, кăçал май уйăхӗн 1–15-мӗшӗсенче кăна 4 пин ытла, вӗсенчен 1 113-шне стационара хума тивнӗ.
Çамрăксемпе ачасем юратнă самокат çинчен ӳксе пӗлтӗр 382 çын аманнă пулсан, кăçал халех 132 ача лекнӗ, вӗсенчен 101-шӗ стационарта выртмаллах аманнă. Тухтăр шучӗпе, ку вăл чăн малтан аслисем енчен тӗрӗслев çуккипе тата ача урамра, килте хăйне тытма пӗлменнипе çыхăннă. Çанталăк ăшăтнă-ăшăтман ачасем чӳречерен ӳкес хăрушлăх та ӳсет. Çакăн чухлӗ çынна тухтăрсем тӳрех йышăнма ниепле те ӗлкӗрейменнине пытармарӗ вăл, çавăнпа ашшӗ-амăшне çуллахи вăхăтра уйрăмах тимлӗхе çухатмалла маррине, ачисене ăнлантарма пусарсах каларӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев