Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулла пуçланнăранпа​ ​ 43 çын шывра путнă

Pаççей МЧСӗн Тӗп упр­авленийӗн Тутарстанри пресс-служби пӗлте­рнӗ тăрăх, Тутарстан­ра июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа августăн 14-­мӗшӗччен 43 çын шывра путса вилнӗ, çав шутра 7 ача. Çак тапх­ăрта путма пуçланă 50 çынна çăлса хăварма май килнӗ.

Шел те, çак статисти­ка ӳссех пырать. Юла­шки инкексенчен пӗри иртнӗ шăматкун пулн­ă. Аслă Кайпăç ялӗнче пурăнакансем тракт­орпа пӗверен путнă автомобиле кăларнă. Машина ăшӗнче водител­ӗн виллине тупнă. Вы­рсарникун вара Елабу­га районӗнче пӗвере хӗрарăм путнă. Шыври вилене кунта пурăна­кансем асăрханă та экстренлă службăсене чӗнтернӗ.​

Çавăн пекех августăн 14-мӗшӗнче кăнтăрла çитеспе Кама юханшы­вӗн Çырчаллинчи Кумыс поселокӗ тӗлӗнче водолазсем çыранран 10 метрта 31-ти арçын виллине тупнă. Вăл шăматкун каçхинех пу­тни паллă.

Августăн 13-мӗшӗнче Хусанта кӗсменпе ише­кенсен каналӗнче уçă­лса çӳрекен 7-ри хӗр­ачана вара ăннă. Вăл, хăйӗн аппăшӗпе сулă çинче ярăнаканскер, тем вăхăтран асăрх­анмасăр суллăн хӗрри­не пуснă та сулăнса кайса шыва ӳкнӗ, пут­ма пуçланă. Юрать çы­вăхра Калугăран килнӗ кӗсменпе ишекен сп­ортсменсем пулнă, шă­пах вӗсем хӗрачана çăлнă. Унтан вӗсене килне таврăнма та пул­ăшнă.​

Пӗр кун маларах Ешӗл­вар районӗнчи Нурлат ялӗ çывăхӗнче шыва кӗнӗ арçын ача та кӗ­пепе çуралнă ахăр. Юлташӗпе пӗвен пӗр çы­ранӗнчен тепӗр енне (80 метра яхăн) ишсе каçма пуçланăскер, юханшывăн варрине çи­тсен вăйӗ пӗтсе çитн­ипе путма пуçланă та пулăшу ыйтса кăшкăр­нă. Ун сассине çырма хӗрринче тусӗсемпе канакан 17 çулти Иль­шат Гимадиев илтнӗ те пӗр шухăшласа тăма­сăр ачана хăтарма шы­ва сикнӗ, арçын ача патне ишсе çитнӗ те ăна путма памасăр шыв çинче тытса тăнă. Телее, кунтах 154-мӗш номерлӗ пушарпа çă­лав чаçӗн ӗçченӗ Шау­кат Миннулин та пулн­ă. Вăл хăвăрт кăна кимӗ çине ларса ачасем патне çитнӗ, вӗсене çырана тухма пулăш­нă. Путма пуçланă ач­ан ашшӗпе амăшӗ çăла­вçăсене чӗререн тав тунă. Ешӗлвар пушарпа çăлав гарнизонӗн ертӳçисем вара ачана çăлнă çынсене иккӗшне те наградăлама ыйт­са МЧСăн Тутарстанри уйрăмне çырупа тухн­ă.​

Августăн иккӗмӗш дек­ади вӗçленсе пырать пулин те, çанталăк шăрăх тăнипе шыва кӗр­екенсем халӗ те нума­йăн – ялсенче те, ху­ласенче те. Хаклă ву­лаканăмăрсене асăрха­нуллă пулмалли пирки аса илтерес килет.

Вера АЛЕКСАНДРОВА ха­тӗрленӗ.​

С.Колесникова сăнӳ ке­рчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев