Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ÇУЛТАЛĂК КӖНЕКИ» – ПИРӖН КАЛЕНДАРЬ

Тăван ен историйӗпе тата паянхи пурнăçӗпе интересленекенсемшӗн уйрăмах кăсăклă вăл

Этемлӗх историйӗнче кун шутне, кун, эрне, уйăх ятне пӗлмен вăхăт та пулнă. Хӗвел анса каç пулсан – выртнă, хӗвел тухсан, кун çути килсен – тăнă. Çанталăк, кунсем улшăнса пынине кашниех курнă та пӗлнӗ, анчах вăл мӗнле улшăнса черетленсе пынине ӗлӗкхи çынсем сăнаса калама пултарайман.

Çул хыççăн çул, ӗмӗр хыççăн ӗмӗр иртнӗ. Этемлӗхӗн ăс-тăнӗ çирӗпленсе, улшăнса пынă. Этемлӗх историйӗ сăнавсемпе тата асăрхавсемпе пуянланнă. Таврари япаласене кулленхи пурнăç ӗçӗпе, сăнаса асăрханипе çыхăнтарса танлаштарма вӗреннӗ. Çапла майпа этемлӗх историйӗнче ӗмӗрсем хушшинче пуçтарăннă тӗрлӗ сăнавсемпе асăрхавсем, пӗтӗмлетӳсем пурнăçа пуянлатса, ăслăлатса пынă.

Çырулăх пулман халăхăн вара тӗрлӗ сăнавӗсем, пӗтӗмлетсе каланисем ăруран ăрăва сăмах вӗççӗн çеç куçса пынă. Каярах вара хăйсем сăнанине, курнине, хăйсем майлă ăнланса хут çине çырса пыра пуçланă. Çавăн пек кӗнекесен шутне 1867 çулта Николай Васильевич Золотницкий хатӗрлесе кăларнă «Сюлдалык кнеге» ятлă чăвашсен пӗрремӗш календарьне кӗртме пулать.
Ку календаре, чăвашсем валли кăларнă çав вăхăтри «Чуваш кнеге» букварь пекех, вырăсла саспаллисемпе çырнă пулнă, унта чăваш чӗлхинче тӗл пулакан сасăсене кăтартмалли паллăсем пулман. Пирвайхи календарь тытăмӗпе пуянах мар. Унăн пуçламăшӗнче çулталăкра миçе уйăх, миçе эрне, миçе кун пулнине çырса кăтартнă, уйăхсемпе кунсен чăвашла ячӗсене палăртнă. Кунтах кашни уйăхра мӗнле уявсем пулнине çырса панă.
Иккӗмӗш календарь 1874 çулта пичетленсе тухнă, ăна та Н.И.Золотницкий хăй системипех кăларнă. Малтанхипе танлаштарсан, иккӗмӗш календарьте çӗнӗлӗхсем нумай, калăпăшӗ те пысăк.
Виççӗмӗш календарь вăтăр çула яхăн иртсен кăна, 1903 çулта пичетленсе тухнă. Ăна К.П.Прокопьев «Çулталăк кӗнеки» ятпах хатӗрлесе кăларнă. 1914 çулччен вара, уйрăм çулсемсӗр пуçне, тăтăшах йӗркеллӗ тухса пынă. Ун чухнехи календарьсенче тӗрлӗ уявсем, патшасен çуралнă кунӗсем çинчен тата ял хуçалăх ыйтăвӗсемпе чылай çырнă, тыр-пул акса тăвас, сад ӳстерес, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес тата унăн ăратлăхне лайăхлатас, хуçалăха тытса пырас ыйтусемпе çырнисем сахал мар. Самана йӗркисене хускатса çырни те тӗл пулать. Малалла тухса пынă календарьсем те çак темăсене хускатнă.
Революци хыççăн чăваш календарӗ 1923 – 1933 çулсенче, 1958 çул хыççăн вара 1970 çулччен çулсеренех Чăваш кӗнеке издательствинче тухса пынă. Çав вăхăтра хăш-пӗр çулсенче кăна пичетленмен вăл.
Чăваш наци библиотеки 1973 çулта «Время. События. Люди» ятпа календарь кăларма пуçланă. Вăл 1996 çулччен çак ятпа тухса тăнă. Н.И.Золотницкин «Сюлдалык кнеге» тухнăранпа 130 çул çитнӗ тӗле библиотека хăй хатӗрлекен календаре «Çулталăк кӗнеки=Календарь года» ятпа кăларма тытăннă. Кӗнеке хуплашки валли В.И.Агеев художник ӳкерчӗкне илнӗ. Вăл тӗнче тытăмне тата çулталăк çаврăнăшне палăртать.
Çулсерен календаре республикăн историпе культури, экономики тата ытти пӗлтерӗшлӗ пулăмӗсемпе çыхăннă паллă кунсене кӗртнӗ. Кунсăр пуçне республикăра, Раççей тата тӗнче шайӗнче палăрнă çынсем çинчен çырнă кӗске биографи очеркӗсем пур. Кашни пӗлтерӗшлӗ пулăм е паллă çын çинчен литература списокне вырнаçтарнă. Календарӗн хăш-пӗр кăларăмӗсенче паллă кунсемпе çыхăннă статьясем пичетленнӗ. Вӗсен авторӗсем – паллă ăсчахсем. Тӗслӗхрен, Н.Я.Бичурин çуралнăранпа 230 çул çитнӗ май Геннадий Юмартăн «Монах та сăвă калăплать», М.Р.Федотов тюрколог çуралнăранпа 90 çул çитнӗ май И.В.Мукинан «Чӗлхемӗрӗн кун-çулне тӗпчекенӗ», П.Т.Тихоновăн «Б.И.Гузовский – Чăваш Енри юманлăхсене тӗпчекенӗ» статйисем календарьте вырăн тупнă.
2021 çула халалланă «Çулталăк кӗнеки» те нумай пулмасть пичетрен тухрӗ. Унпа Чăваш наци библиотекин таврапӗлӳ уйрăмӗнче паллашма пулать. Кăларăма историри паллă пулăмсем, пултаруллă çынсем, предприятисемпе учрежденисем çинчен çырнă 300 яхăн материал кӗнӗ.
Чăваш Енре 2021 çула Сăр шывӗпе Хусан енчи оборона чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Октябрӗн 28-мӗшӗнче хӳтӗлев йӗрне чавма пуçланăранпа 80 çул çитет.
Чăваш наци библиотеки те çак кунсенче хăйӗн 150 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çавăн пекех 2021 çулăн тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмӗсенчен пӗри – чăвашсен çӗнӗ çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитни.
2021 çулта «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗ Никифор Мранька çуралнăранпа 120 çул, Чăваш халăх поэчӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул, «Кӗлпук мучи», «Тутимӗр», «Шуйттан чури» хайлавсен авторӗ Ухсай Яккăвӗ çуралнăранпа 110 çул, Юрий Скворцов çуралнăранпа 90 çул çитет. Хăйсен юбилейӗсене чăваш халăх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай, Юрий Артемьев литературовед, Виталий Енӗш, Николай Иванов, Николай Сорокин, Юхма Мишши, Улькка Эльмен, Геннадий Максимов, Раиса Сарби, Юлия Силэм, Арсений Тарасов çыравçăсем паллă тăваççӗ.
Тӗрлӗ ăслăлăхра палăрнă çынсем хушшинче те çавра çуллисем нумай. Вӗсен шутӗнче: медицина наукисен докторӗ Анатолий Волков, истори наукисен докторӗсем Валерий Григорьевпа Виталий Орлов, истори наукисен кандидачӗсем Валерий Кочетковпа Борис Каховский, филологи наукисен докторӗсем Людмила Сарбашпа Галина Семенова тата ыттисем те.
Искусство çыннисем хушшинче кăçал Анатолий Брындин, Анатолий Быков, Миша Григорян ӳнерçӗсене, Лидия Красова, Надежда Алферова, Любовь Федорова артисткăсене, Василий Павлов, Олег Попов артистсене, Тамара Гурьева, Людмила Семенова, Августа Уляндина юрăçсене саламламалла.
«Çулталăк кӗнекипе» тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче, хаçат-журнал редакцийӗсенче, радиопа телевиденире, библиотекăсенче усă кураççӗ. Вăл республика тулашӗнче те анлă сарăлнă. Тăван ен историйӗпе тата паянхи пурнăçӗпе интересленекенсемшӗн те вăл кăсăклă.
Календаре хатӗрлесе кăларас кăткăс та йывăр ӗç çулталăк тăршшӗпех пырать. Сӗнӳсемпе канашсем паракансене, пулăшма пултаракансене библиотекăра курма яланах хавас.

Полина СЕМЕНОВА,
Чăваш наци библиотекин ӗçченӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев