Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 26 çын кăмпапа наркăмăшланнă

Çак кунсенче Хусанти пӗр çемье, ашшӗпе амăшӗ тата хӗрӗ, вăрмантан кăмпа татса килнӗ те çав каçах ăшаласа çинӗ. Ирхине вара пурне те васкаса больницăна ăсатма тивнӗ, масла тата яка (маслята, сыроежки) кăмпасемпе пӗрлех карçынккана наркăмăшлă навус кăмпи (бледная поганка) те лекнине вӗсем сисмен.

Навус кăмпи яка кăмпа пекех курăннăран ăна чăнах та тӳрех уйăрса илме çук. Пӗçерсен те, тăварласа хурсан та наркăмăшӗ пӗтмест ун, алкоголь те илеймест. Ăна çисен вăхăтра медицина пулăшăвӗсӗр çын сывă юлаймасть.Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа кăмпапа наркăмăшланнă 26 тӗслӗх палăрнă та ӗнтӗ, кăмпа сезонӗ вара пуçланнă кăна-ха. Çиме юрăхлă кашни кăмпанах ăна аса илтерекен наркăмăшли пуррине манмалла мар кăмпаçăсен. Кăмпа çинӗ хыççăн вăй кайсан, хырăм хытă ыратсан иртсе каясса кӗтни пысăк йăнăш.

«Чи хăрушши кун пек чух, иккӗмӗш кунхине çын хăйне лайăх пек туйни. Ултав кăна ку, çак вăхăтра кăмпари токсинсем пӗверпе пӳрене çӗртеççӗ. Çӗнӗрен ыратма тытăнсан кăна больницăна кайсан çынна çăлса хăварма çук», – тенӗ Хусанти М.Н.Садыков ячӗллӗ 7№ больницăн наркăмăшланнисен уйрăмӗн ертӳçи, Тутарстан Сывлăх сыхлав министерствин тӗп токсикологӗ Алия Насыбуллина «Вести Татарстан» телекăларăма.

(Автор сăнӳкерчӗкӗ).


#общество

Нет комментариев