Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇУЛТАЛĂК ТĂРШШӖПЕХ ПАЛĂРТМА ЙЫШĂННĂ

Ун чухне театрсенчи спектакльсене нафталин шăрши çапнăччӗ ӗнтӗ, опера юрăçин фестивальне пуçлани тинех çӗнӗ чун кӗртнӗ

Хусанта тӗнчипе паллă опера юрăçин Федор Шаляпинăн 150 çулхи юбилейне пысăк мероприятисем ирттерсе палăртма йышăннă. Çулталăк тăршшӗпе Раççей тата ют çӗршывсен артисчӗсен концерчӗсем, опера юрăçин пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе çыхăннă куравсем тата ытти мероприятисем пулӗç. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, культура министрӗ Ирада Аюпова, М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗн директорӗ Рауфаль Мухаметзянов, Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Светлана Измайлова, Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳçи Ирина Алексеева хутшăнчӗç.

Лейла Фазлеева пӗлтернӗ тăрăх, Федор Шаляпинăн 150 çулне уявлама Тутарстан Республикин Раисӗ ятарласа Хушу кăларнă. Унпа килӗшӳллӗн ведомствăсемпе министерствăсен пӗрлехи ӗç ушкăнне йӗркеленӗ.  

«Федор Шаляпин – вырăссен паллă юрăçи. Вăл Тăван çӗршывăн, тӗнче музыкин аталанăвне питӗ пысăк тӳпе кӗртнӗ. Ун пирки геополитика лару-тăрăвӗ мӗнле пулсан та хавхаланса аса илеççӗ, çапла майпа  таланчӗпе пултарулăхӗ, ӗçченлӗхӗпе çынлăхӗ умӗнче пуç таяççӗ», – терӗ Лейла Фазлеева.   

Культура министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, Федор Шаляпинăн 150 çулне концертсемпе те фестивальсемпе кăна палăртмӗç, ытти йышши мероприятисем те пулаççӗ. Ку вырсарникун, февралӗн 13-мӗшӗнче, Бауман урамӗнчи 78-мӗш çурт умӗнче Федор Шаляпина халалланă палăк умне чечексем хураççӗ, унтан Пушкин урамӗнчи 10-мӗш çуртра опера юрăçне халалланă асăну хăмине уçаççӗ. Унта Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнмалла. Шăпах çак çуртăн флигелӗнче паллă юрăç çуралнă, ачалăхӗ те çакăнтах иртнӗ. 

Çак кунах    А.М.Горькийпе Ф.И.Шаляпинăн музейӗнче (Горький урамӗ, 10-мӗш çурт) курав уçăлать. Каçпа вара М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче «Борис Годунов» опера, С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Казань – Шаляпинская муза» концерт пулать. 

«Хусан хăнисен те Шаляпин пултарулăхӗпе, пурнăçӗпе «Казань»  аэропортра самолетран аннă хыççăнах паллашма май пур, вӗçсе килекенсен терминалӗнче ун пултарулăхне халалланă фотокурав уçăлнă. Çапла майпа туристсем Хусан çӗрӗ тӗнчипе паллă çынсене ӳстернине пӗлме пултараççӗ. 

Шаляпин театртан 

1 çул аслăрах

 

«41-мӗш хутчен иртет Шаляпин фестивалӗ. 41 çул хушшинче, лару-тăру темле пулсан та, паллă опера юрăçине халалланă фестиваль иртменни пулман. Театра тӗпрен юсанă çулсенче те фестивале хупман. Паллах, ку ӗçе республика ертӳçисен, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсемсӗр пурнăçлама пулмастчӗ. 1982 çулта пуçланнă фестиваль. Ун чухне Шаляпин пирки шухăшсем иккӗленӳллӗ пулнă. Халӗ ӗнтӗ çӗршыв та улшăннă, анчах вырăс çынни вырăсах юлнă. Çапах ун чухне те фестивале хальхи пек масштаблă ирттермесен те вăл пулнă. 1976 – 1982 çулсенче театрсем пысăк йывăрлăхраччӗ, çын çӳреместчӗ. Çавăнпа тӗп тӗллев куракансене илӗртессиччӗ. Ун чухне театрсенчи постановкăсемпе спектакльсене нафталин шăрши çапнăччӗ ӗнтӗ, çӗнӗлӗхсем кирлӗччӗ. Шаляпин фестивалӗ ирттерессине пӗлтерсен çынсем кӗтӗвӗпе театра килме пуçларӗç. Мӗнле анлă сарăлнă пулнă Шаляпинăн ячӗ халăхра, ун пултарулăхне хисепленӗ, юратнă. Власть ун çине иккӗлле пăхсан та. Тӗлӗнмелле те, театрпа Шаляпинăн çуралнă кунӗсем пӗр вăхăталла, çитес çул оперăпа балет театрне 150 çул пулать. Шаляпин кăшт çеç аслăрах», – хӗрӳллӗн калаçрӗ Рауфаль Сабирович. 

Театрăн директорӗ пӗлтернӗ тăрăх, Шаляпин фестивалӗ кăçал Итали режиссерӗ Джузеппе Морасси лартнă «Севильский цирюльник» постановкăпа пуçланнă. Хăй вăхăтӗнче Федор Шаляпин музыка учителӗ Дон Базилио партине тӗлӗнмелле пултаруллă юрланă. 

Сăмах май, фестиваль январӗн 30-мӗшӗнчех пуçланнă, февралӗн 26-мӗшӗнче хупăнать. Унта Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург хулисен тата Грузи, Азербайджан, Казахстан, Беларусь çӗршывӗсен артисчӗсем хутшăнаççӗ.

Шаляпинăн пурнăçӗ çăмăл пулман, ялан ытлă-çитлӗ те пурăнман вăл. Хресчен çемйинчен тухнăскере йăлт хăйӗн вăй-халӗпе ӗçлесе илме тивнӗ. Европăна тухса кайнă хыççăн Совет çӗршывӗ  ăна каçарман, халăх артисчӗн ятне туртса илнӗ. Çав вăхăтра Федор Шаляпин Европа çӗршывӗсенче гастрольсемпе çӳренӗ, Голливудра та ăна асăрханă, Мухтав аллейинче унăн çăлтăрӗ те пур. Шаляпина вилсен Парижра  пытарнă. 1984 çулта тин ывăлӗ тăрăшнипе тăван çӗршыва илсе килсе Мускаври Новодевичье масарӗнче пытарнă. 

Культура министрӗ палăртнă тăрăх, Европа çӗршывӗсемпе хутшăнусем çивӗчленнӗ пулин те Шаляпина асăнса унта та мероприятисем иртеççӗ, уйрăмах Францире. Опера юрăçин пултарулăхне унта пысăка хурса хаклаççӗ. 

Наци музейӗн директорӗ Светлана Измайлова Горькийпе Шаляпин ячӗллӗ музейпе пӗрле темиçе мероприяти хатӗрленине пӗлтерчӗ, нумайăшӗ республика шайӗнче иртӗ. 

«Пирӗн хула уникаллă. Икӗ юлташăн пӗрлехи музейӗ Хусанта кăна. Çулталăкне икӗ хутчен Шаляпин вулавӗсем иртеççӗ. Кăçал мартăн 12–14-мӗшӗсенче шаляпиноведсемпе горьковедсен пӗтӗм Раççейри форумӗ пулмалла. Ученăйсем, тӗпчевçӗсемпе таврапӗлӳçӗсем пуçтарăнӗç форума», – каласа кăтартрӗ Светлана Измайлова.  

Шаляпин вырăнӗсем тăрăх экскурси 75-мӗш хут иртнине те асăнса хăварчӗ спикер. Пӗрремӗш хут иртнӗ чухне Шаляпинпа пӗрле пурăннисем те пулнă-ха. 

Горькийпе Шаляпин музейӗ Мускаври Бахрушин ячӗллӗ театр музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ курав та интереслӗ пулмалла. Унта опера юрăçин харпăр япалисене курма пулӗ, пӗтӗмпе 165 экспонат: харпăр япаласем, сăнӳкерчӗксем, документсем тата ытти те. 

«Шаляпинăн ячӗ ӗмӗрлӗхе Хусанпа, Тутарстанпа çыхăннă, мӗншӗн тесен вăл пирӗн. Унăн ячӗ пирӗн патра иртекен мӗнпур мероприятин бренчӗ пулса тăрать», – вӗçлерӗ тӗлпулăва Лейла Фазлеева. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культурное наследие