Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуркунне шăнкăрч йăвисем тума манмалла мар

Шăнкăрч йăвисем Пăвари Ивашов ячӗллӗ паркра çунатлă туссене кӗтеççӗ

Çуркунне ăшă кунсем килнӗ май, республикăна вӗçен кайăксем таврăна пуçларӗç. Вӗсем килӗсене таврăнса хăтлă çурт-йӗр тупса чӗпӗсем кăларма пултарччăр, çынсене шăнкăрч сассипе савăнтарччăр тесе, «Зея Буйлары» заказник ӗçченӗсемпе пӗрле Пăвари Мулланур Вахитов ячӗллӗ гимназире вӗренекенсем В.Г.Ивашов ячӗллӗ паркра шăнкăрч йăвисем вырнаçтарнă. 
«Шăнкăрч йăвисем парнелени – çуркуннен ыйрă йăли. Ăшă çанталăка кӗтсе илетпӗр те ачасене йыхăратпăр. Вӗсемпе пӗрле çунатлă туссем валли çуртсем туса çакатпăр», – тесе палăртнă заказникăн специалисчӗ Николай Белов. 
Патшалăх уйрăмах хураллакан çутçанталăк территорийӗн вăрман массивӗнче ачасем 20 шăнкăрч йăви вырнаçтарнă. 
«Эпир çутçанталăка, чӗрчунсене, кайăксене питӗ юрататпăр, çакнашкал мероприятисем мӗнлерех кирлине ăнланатпăр. Вӗçен кайăксен пурнăçӗ çинчен пире биологи урокӗсенче каласа пачӗç. Паян йăлтах хамăр куçсемпе курма пултартăмăр. Вӗçен кайăксем валли çуртсем туни малашне пирӗн çемьесен йăлине çаврăнасса шанатпăр», – тенӗ шкул ачисем. 
Юлашкинчен вӗренекенсем вăрман лаптăкне пӗлтӗрхи çулçăсенчен тасатса хăварнă. 
ТР Биорессурсӗсемпе Патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев