Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Çурхи сасăсем. Весенние голоса»

Николай Шелепин кӗнеки икӗ чӗлхепе тухрӗ

Чăваш халăх поэчӗн ятне чи малтан тивӗçнӗ (1936) Николай Полоруссов-Шелепи (1881 – 1945) çуралнăранпа кăçал 145 çул çитрӗ. Николай Иванович 1881 çулхи çу уйăхӗн 14-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи (халӗ Тутарстанри Аксу районӗ) Çӗнӗ Ӳселӗнче çуралнă. Мăкшелӗнчи пуçламăш шкулта пӗлӳ илнӗ. Октябрь революцийӗччен халăх шкулӗнче учительте ӗçленӗ. 1903 – 1905 çулсенчех сăвăсем шăрçаланă, чăваш халăх юррисене пухнă. 

 

1906 çулта «Хыпар» хаçатра унăн «Раççей» тата «Çӗлен» сăввисем кун çути курнă. 1922 çулта Николай Шелепи Шупашкара куçса кайнă, литература ӗçне пикеннӗ. Поэт ачасем валли те чылай хайлав çырнă, вӗсене кӗнекен кăларнă: «Кушакпа автан» (1926), «Ача-пăча сăввисем» (1936), «Сăвăсемпе юрăсем» (1941), «Тискер кайăксем» (1944), «Пирӗн юрă» (1951) тата ыттисем те. Николай Иванович 1945 çулхи кăрлач уйăхӗн 12-мӗшӗнче çӗре кӗнӗ.

Çыравçăн юбилейӗ тӗлне Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» кăларăмӗ (тиражӗ – 1520 экземпляр) тухрӗ. Кӗçӗн çулти ачасем валли хатӗрленӗскерне авторăн 1936 çулта пичетленнӗ хайлав пуххинчи сăввисем кӗнӗ. Вырăсла вӗсене Лев Коробов поэт тата прозаик куçарнă. Редакторӗ – Надежда Вечеркина. Светлана Бритвина ӳнерçӗн хӳхӗм ӳкерчӗкӗсем сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççӗ, пӗчӗк вулакансене тӳрех илӗртеççӗ.

Николай Шелепин сăввисем уçă кăмăллăхӗпе, чӗрӗлӗхӗпе палăрса тăраççӗ. Вӗсенче поэт XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи ачасен пурнăçне сăнласа панă. Çавна май кунта Ленин çулӗпе утакан пионерсем те («Телейлӗ ачасем»), акари колхозниксем те («Тăри юрри»), колхоз хирӗ-сачӗпе тырри-пулли те («Ушкăн шăнкăрчă», «Çуркунне», «Сар кайăк», «Панулми чечекӗ», «Пыл хурчӗсен юрри») тӗл пулаççӗ.

Çутçанталăк ӳкерчӗкӗсене, тискер чӗр­­чунсен тата кайăк-кӗшӗк тӗнчине автор асра юлмалла калăпланă. Унăн хайлавӗсенче çуркунне те чӗрӗ сăнар пек тухса тăрать – хирсене лăпка-лăпка хӗл ыйхинчен вăратать («Вӗçсе килчӗ çуркунне»). Пур йывăçран маларах чечеке ларакан, шурă кăчкă кăларакан çӳçе те этем чӗлхипе калаçать – халтан кайнă пыл хуртне чӗртсе тăратать («Çӳçе»). Тăван тавралăх хӗл ыйхинчен вăраннă тапхăра уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă сăвăç. Çутçанталăк чӗрӗлӗвӗ ăна чăннипех хавхалантарни сисӗнет. Кӗнекепе паллашсан пыл хурчӗсем мӗн каласа юрланине те, хӗвелçаврăнăш мӗне мухтанине те пӗлме пулать.

Кăларăмра кашкăрпа тилӗ тус, упапа курак, чӗкеçпе шăпчăк тата курăк хăйсем çинчен пӗрремӗш сăпатран каласа параççӗ. Çавăнпа вӗсем çинчен çырнă сăвăсем тата интереслӗрех янăраççӗ, сăнарлăхӗпе палăрса тăраççӗ. Тӗрӗслӗхе ачасенчен пытарса тăмасть автор, мӗнле пур, çапла илсе парать. Тӗслӗхрен:

Эпӗ – упа утаман,

Ик урапа утакан,

Пур кайăкран хытăрах

Мӗкӗрттерсе улакан.

Çăва тухсан вăрманта

Вӗллесене ватакан,

Тутлă пылне çиекен,

Ӗнесене тытакан…

(«Упа».)

Кӗнеке икӗ чӗлхепе пулнипе Николай Шелепин пултарулăхӗпе халӗ чăвашла пӗлмен ачасем те паллашма пултараççӗ.

 

Ольга ИВАНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев