Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çутă куна мордва халăх йăлипе ирттерер

ТР Мордва наципе культура автономийӗ июнӗн 21-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртекен «Валда шинясь» мордва наци уявне йыхравлать

Çак сăлтавпа йӗркеленӗ пресс-конференце Кильдюшево ялӗн мордва халăх ансамблӗ уçрӗ. ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, ТР МНКА председателӗ Наталья Сабитова, Теччӗ район пуçлăхӗн çумӗ Евгений Курков, Теччӗ районӗн Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Светлана Сабирзянова кăçалхи уяв мӗнлерех иртессине каласа пачӗç.

«Валда шинясь» çутă кун тенине пӗлтерет, çулла кун кӗскелме пуçличчен ирттереççӗ ăна. Кăçал çинех тата шăп çулталăкри чи вăрăм кун – июнӗн 21-мӗшӗнче иртет.

Яланхи пекех хăнасене уяв тӳремӗнче тараватлăн кӗтсе илӗç. Тюштянь ярмарккинче алăстисен ӗçӗсене туянма май килӗ, мастер-класра опытлă вӗрентекен кăтартнипе хамăр тӗллӗн асăнмалăх пӗр-пӗр ӗçе хăнăхăпăр. Мордва халăхӗн кил-çуртне-музее кӗрсе куракансене те хавас пулӗç хуçасем, çуртри кашни япала çинчен тӗплӗн каласа ăнлантарса парӗç.

Кашни çулах уявра пысăк хурансемпе тутлă пулă шӳрпи пӗçереççӗ. Эпир  сире çуллен «Валда шинясь» программине кӗрекен самантсем çинчен каласа патăмăр.

Уяв ытти наци праçникӗсем пекех, аталанать, сарăлать, çӗнӗ йăласемпе пуянланать. Пӗлтӗр тӗслӗхрен, «Сухаçăсен кӗрешӗвӗ» конкурспа Ятарлă çар операцине халалланă курав хушăннă. Кăçал «Мордва пики» конкурса тăрăшсах хатӗрленеççӗ. Çак хисеплӗ титула илессишӗн тупăшма хатӗрленнӗ вун икӗ хӗртен пиллӗкӗшӗ финал конкурсне иртме пултарайнă.

«Валда шиняс» эмблемине те суйласа çирӗплетеççӗ кăçал. Камăн ӳкерчӗкӗ çӗнтерӗ-ши конкурсра?

Паллах, хуçасемшӗн чи хумханмалли, чи явапли – пролога чипер йӗркелесе ирттересси. Мӗншӗн тесен ăнăçлă прологран уявăн çак çул иртекен концепцийӗ курăнать. Пире спикерсем прологпа çыхăннă пӗтӗм вăрттăнлăха уçса памарӗç, анчах унта мордва халăхӗн ламран лама куçса пыракан йăлисене кăтартассине пытармарӗç.

Çак кун Кильдюшевăна республикăри 22 ансамбль уява хутшăнӗ. Çавăн пекех Ульяновск, Оренбург облаçӗсенчен, Чăваш, Казахстан Республикисенчен пултарулăх коллективӗсем килеççӗ.

Çавăн пекех профессиллӗ артистсен ăсталăхӗпе те киленме май пулӗ – Мордва Республикин тӗп хулинченчен  «Умарина» Мордва патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ, Артем Мамаев, Андрей Бочканов (Вай Кодамо) юрăçсем, «Торама» фольклор ансамблӗ тата Ульяновскри «Волга» патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ хутшăнаççӗ.

Пысăк хăнасенчен ТР Халăхсен ассамблейин Председательне Фарид Хайруллович Мухаметшина  тата МР культура министрне Светлана Никитовна Баулинана кӗтеççӗ «Валда шинясь» уява.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Праздники