Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш митрополийӗн пуçлӑхӗ САВВАТИЙ чăвашсене Христос Туррăмăр Çуралнă праçник ячĕпе саламлать

Чăваш митрополиĕн пуçлăхĕ, Шупашкарпа Чăваш Ен митрополичĕ Савватий, Вырăс Чăн-тĕн Чиркĕвĕн Шупашкарпа -Чăваш епархинчи священниксене, монахсене тата Христос тĕнне шанчăклă тытса тăракан мĕнпур чиркÿ çыннисене саламласа янă çыру.

«Хăй аллипе тунă этем пĕтнине кура, пурне те пултаракан Турă пĕлĕтсене тайăлтарса аннă…»
(Христос Туррăмăр Çуралнă кунхи канон тропарĕ)
Туррăн савса, чĕнсе илнĕ священникĕсем, монахсем тата Шупашкарпа — Чăваш епархинчи Турра юратса пурăнакан мĕнпур чиркÿ çыннисем!

Паян Чăн тĕне тытса тăракан Таса Чиркÿ Христос Çуралнă мухтавлăран та мухтавлă, çăлăнăç кÿрекен аслă та паллă куна хисеплесе праçник тăвать. Эпĕ те сире, савнă тăванăмсем, пурсăра та çак нумай вăхăт кĕтнĕ кун ячĕпе саламлатăп. Этем ăрăвĕ, Турă Адампа Евăна панă сăмаха астуса, мĕн авалтанах тĕнчене Çăлакан килессе кĕтсе пурăннă. Çĕнĕ Сăмах пуçлансан, Христос çĕр çине килнĕренпе, халĕ энтĕ эпир те тарăн, ырă туйăмпа тата тĕлĕнмелле савăнăçлă кăмалпа çак хĕллехи куна кĕтсе илсе чиркÿ кĕллинче, «Христос çуралнă, мухтаса юрлăр!» тесе аслăласа мухтаса чĕннине илтетпĕр.

Туррăн агелĕсем Христос тĕнчене килнине пĕлтерсе, çăлăнăçпа çĕнтерÿ юррине мухтаса юрланă: «Мухтав çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ» (Лк. 2:14). Çав вăхăтран пуçласа, савăнăçлă та мухтавлă хыпар пĕтĕм этемлĕх валли ырăлăх пулса тăнă. Пĕтĕм тĕнчешĕн паянхи çĕрлехи каç Вифлиемри чухăн çĕр витере, çынсенчен аякра «Чăнлăх хĕвелĕ» çутăлса кайнă. Çак ырăлăха чăн малтан курса тăракансем мĕскĕн кĕтÿçĕсем пулнă. Хĕвелтухăçĕнчен çăлтăр ертсе пынă çăлтăрçăсем тĕнчене Çăлакана парнесем- ылтăн, ладан, смирна парса ÿксе пуççапнă. Пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет, пĕлĕтпе çĕр тĕлĕнмелле савăнать — Ангелсем мухтаса юрланипе кĕтÿçĕсен мĕскĕн кĕлли тата тĕлĕлĕнмелле çăлтăр хыççăн çăлтăрçăсем çула тухни пĕрлешет. Çав вăхăтран пуçласа эпир те, Çÿлти Атте Туррăн ачисем, Христоса ĕненсе, пĕрле пуçтарăнса, «ĕмĕрхи Турă пирĕншĕн ача пулса çуралнă» тесе савăнса юрлатпăр (Христос Туррăмăр Çуралнă кунхи кондак).

Шухăшласа пăхма та йывăр, пуринчен те хăватлă Турă, «Патшасенĕн Патши тата пуçлăхсенĕн Пуçлăхе» (1 Тим. 6:15), хисепсĕр, питĕ чухăн вырăнта, Хăй çине этем ÿтне илсе выльăх сырăшĕнче çуралнă. Çын пурăнакан пĕр кил-çуртра та Çуралнă Турă валли вырăн тупăнман, çĕр çинче малалла пурăннă чухне те Христос Туррăмăрăн канлĕх пулман: «тилĕсен те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăксен те йăви пур; Этем Ывăлĕн ниçта пуçне чикме те вырăнĕ çук» (Лк. 9:58). «Тĕнче Пуçлăхĕ хăватлă Турă, ĕмĕрлĕхĕн Ашшĕ» (Ис. 9:6) çав таранччен мĕскĕннĕн çуралнинпе Хăй мĕншĕн килнине кăтартса парать «Этем Ывăлĕ Хăйне пулăштарасшăн килмен, Хăй пулăшасшăн, нумайăшне çăласшăн Хăй чунне пама килнĕ» (Мф 20:28).

Хăватлă Аслă Турă çылăхлă тĕнчене килет, этем ÿтне Хăй çине илсе ăна Турăлăхĕпе пĕрлештерет, Христоса ĕненекенсене Туррăн ачисем туса, вĕсене Çÿлти Патшалăха кĕме тивĕçлĕ тăвать. Ăнланма çук, тĕлĕнмелле Турă ÿт илнĕ ĕç çинчен «Этем ÿтне илсе çын пулнă пулсан та, Хăйĕн Турăлăхне çухатман» тата «ку тĕлĕнмелле ĕçе çын ăнланма пултараймасть» тесе çырать тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан Неокессарийăра архирей пулса пурăннă Григорий.
Яланхи пекех, Христос Туррăмăр Çуралнине кĕтсе илнĕ май, çак иртнĕ çул пирĕн пурнăçра пулса иртнĕ паллă самантсене пăхса тухар. Иртнĕ çул пире Турă таса пурнăçлă Святой Матронăпа нумай асапсем тÿссе вилнĕ çĕнтерÿçĕ Святой Георгийĕн çĕрмен таса учĕсен умĕнче кĕл тума тивĕçлĕ турĕ. Çав таса ÿтсене пысăк хисеп парса пуççапма Шупашкар хулинчи Таса Хĕр Марияна чиркĕве илсе кÿртнĕ ятпа лартнă аслă чиркĕве илсе килчĕç. Тата Шупашкар хулинче Радонежри таса пурнăçлă Сергий Атте ячĕпе лартнă чиркĕве хăпартас ĕç те малалла тăсăлать, çак çултан пуçласа çак чиркÿре Турра кĕл тăвас кĕлĕ йĕркисене пуçарса янă. Чăваш çĕрĕшĕн Пĕтĕм тĕнчери Вырăс Халăх Ушкăнĕн уйрăм пайне уçни те пысăк вырăн йышăнать. Малалла пире пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Священниксене, чиркĕве çÿрекен халăха та вĕсен кĕллишĕн тата тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн тав сăмахĕ калас килет, малалла та сирĕн Христос Туррăмăрăн заповедĕсене тытса тăрас хастарлăхăр ан чактăр.

Украина çĕрĕнче пулса иртекен лару-тăру чĕрене ыраттарать. Унта пулса иртекен ĕçсем нумай çынсен чĕрисене пăшăрхантараççĕ. Чăн тĕне тытса тăракан Вырăс тата Украина халăхне пĕтерсе салатса ярас тесе тăрăшакан усал шухăшлă çынсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслет шухăшласа кăлараççĕ. Тĕрĕс тĕне тытса тăракан чиркĕве тата чиркÿ халăхне хирĕç патшалăх шайĕнче законсем кăларса, халăхра чăтăмсăрлăх, курайманлăх ÿссе пынă пирки чиркÿсене, монастырсене тата чиркĕвĕн таса япалисене турта-турта илеççĕ. Анчах та Турă мăшкăла юлмасть. Сире пурсăра та Украинăри Чăн Тĕне тытса тăракан чиркÿшĕн, вĕсенĕн архиерейĕсемшĕн, священникĕсемшĕн, монахĕсемшĕн, чиркÿ халăхĕшĕн чунтан-вартан, пĕтĕм чĕререн кĕлтума ыйтатăп, мĕншĕн тесен вĕсем нимĕнрен хăрамасăр чиркÿ пайланса каясран тата унăн тĕрĕслĕхне сыхласа хăварассишĕн тăрашаççĕ.

Кам вăрçă хирĕнче вăй хурать: пирĕн пичче — шăллăмсем, аттесем, ывăлсем тата вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшакансене çак çырура тав сăмахĕ калас килет. Çак пулăшу пирĕн вăрçă хирĕнчи салтаксене пысăк вăй парса тăрать, эпĕ ун çинчен питĕ лайăх пĕлетĕп. Кам хăйĕн çывăх çыннисене, тăванĕсене çухатнă тата сусăрланса нуша куракансене пурне те пирĕн пурин те вăй çитнĕ таран пулăшу кÿме тăрăшас пулать.

Таса аттесем, Турра юратса пурăнакан монахсем тата хаклă тăванăмсем! Эпир нумай кĕтнĕ Христос Туррăмăр çуралнă праçник те çитрĕ. Хăйĕн çуралнă мухтавлă сÿнми çуттипе ырă кăмăллă Христос Турă сирĕн ÿтĕрсене те чунăрсене малашне те таса чиркÿшĕн тата тăван çĕршывшăн тăрăшма вăй парса тăтăр. Сире пĕтĕм чун-чĕререн савăнăç, ырăлăх, Туррăн ирĕкне тата заповĕдĕсене тытса тăрса Христос Турăпа пĕрле пулма сунатăп. Пире Çăлакан çуралнă Христос сире ырă пурăнăç, вăрăм емĕр парса пĕр шухăшпа пурăнма пиллетĕр. Яланхи пекех çак таса кунсенче сире хăвăра тĕл пулнă çынсене пурне те архиерей пиллĕхне çитерсе праçник ячĕпе саламлăр.

Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ,
Чӑваш митрополийӗн пуçлӑхӗ
САВВАТИЙ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество