Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЫН ӖÇПЕ МУХТАВЛĂ

Владимир Лянкина Чăнлă районӗнче те, Ульяновск облаçӗнче те ОБЖ вӗрентекен чи лайăх преподаватель-йӗркелӳçӗ тесе йышăннă

Владимир Николаевич Лянкин Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралса ӳснӗ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулӗсенче Валентина йăмăкӗпе иккӗшне çитӗнтерме йывăр пулнă амăшне. Çула çитсе пыракан арçын ача амăшне пур ӗçре те пулăшнă, çуллахи каникулта сухаçă пулса колхоз ӗçне кӳлӗннӗ. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраканскер, вăтам шкул пӗтерме ăнтăлнă, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ хыççăн Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Шкулта вӗреннӗ чух Владимир спортпа туслашнă. Çăмăл атлетикăпа, йӗлтӗрпе чупассипе район, область шайӗнчи ăмăртусене хутшăнса шкула яланах çӗнтерӳçӗ пулса таврăннă.

Шкултан вӗренсе тухсан учительсем çитменнипе пӗр тапхăр Владимир Лянкина Çӗпрел районне кӗрекен Чăваш Паснапуçӗнчи 8 çул вӗренмелли шкула  кӗçӗн классене вӗрентме ӗçе илнӗ.

1966 çулта качча çара илнӗ, чикӗ хураллама тӳр килнӗ унăн. Виçӗ уйăх вӗренсен кӗçӗн командирсен курсне вӗренме куçарнă. 8 уйăхран кӗçӗн сержант званине панă. Пуçаруллă, йӗркелӳçӗ-чăваша Мускава виçӗ уйăхлăха вӗренме янă. Çак курссем хыçăн Владимир Николаевич кӗçӗн лейтенант званийӗпе Литвара 1967 – 1969 çулсенче политика енӗпе пограничниксен заставин пуçлăхӗн çумӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ. Виçӗ çултан лейтенант званийӗпе хӗсметрен кайнă. 

Çынпа пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, политика енчен ăнкаруллă коммуниста Çӗпрел райкомӗнче партипе йӗркелӳ уйрăмӗн инструкторӗ пулма лартаççӗ. 1970 çулта Владимир Лянкин шкула таврăнать. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Пухтелте 8 çул вӗренмелли шкулта çулталăк чăваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 

Ӗçленӗ вăхăтрах Владимир Николаевич Ульяновскри «Хисеп Палли» орденлă И.Н.Ульянов ячӗллӗ патшалăх педагогика университетӗнчен физкультура учительне вӗренсе тухнă, çӳллӗ квалификаци категорийӗллӗ учитель. 1971 çултан паян кунччен Владимир Лянкин шкулта вӗрентет:  малтанах пуçламăш çар хатӗрленӗвне (НВП) хăнăхтарнă, халӗ  Чăнлăри Совет Союзӗн Геройӗ Н.И.Малышев ячӗллӗ вăтам шкулта ОБЖ урокӗсене илсе пырать. Паяна Владимир Лянкинăн педагогика стажӗ 53 çул, пӗтӗмӗшле стажӗ –56.

Владимир Николаевич ОБЖ вӗрентнӗ ачасенчен паян 80-шӗ офицер, Валерий Позднеев генерал-майор званине илнӗ. II ранг капитанне, отставкăри тинӗс офицерне Александр Емелькина та В.Лянкин вӗрентнӗ. Педагогика ӗçӗн ветеранӗ Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗлекен офицерсемпе мухтанать. 

50 çул ытла пӗр çӗрте ӗçленин тупсăмӗ тӗрӗс пурнăç йӗркине тытса пынинче – 30 çула яхăн эрех-сăра тутанса та пăхман, 40 çул каялла туртма пăрахнă, обществăлла пурнăçа ялан хастар хутшăнать, «Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята та панă ăна. 2005 – 2018 çулсенче Владимир Лянкин тӗп ӗçне илсе пынă вăхăтрах Чăнлă вӗрентӳ тата наука ӗçченӗсен профсоюзӗн председателӗнче ӗçленӗ. Çав вăхăтрах, 2005 – 2013 çулсенче – «Чăнлă хула хутлăхӗ» муниципаллă йӗркеленӗвӗн Депутатсен канашӗн председателӗн тивӗçӗсене туса пынă. Çав вăхăтрах Чăнлă хула хутлăхӗ çумӗнче йӗркеленӗ Ирӗклӗ халăх дружинин штаб начальникӗн ӗçӗсене пурнăçлакан. Шкулсенче ОБЖ вӗрентекен учительсен методика пӗрлешӗвне 18 çул ертсе пырать, нумай пулмасть семинар ирттернӗ. Унта Ульяновск Вӗрентӳ тата наука департаменчӗн ӗçченӗсем те хутшăннă. Сăмах çарпа патриотизм воспитанийӗ, çамрăксене çар хӗсметӗнче тăма хатӗрлесси пирки пынă.

 Владимир Лянкина пӗрре мар Чăнлă районӗнче те, Ульяновск облаçӗнче те ОБЖ вӗрентекен чи лайăх преподаватель-йӗркелӳçӗ тесе йышăннă. Раççей Федерацийӗн «Ӗç ветеранӗ» медальне парса чысланă. 

56 çул хушшинче Владимир Николаевич ӗçне ырласа патшалăх, облаç, район нумай Хисеп хучӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ награда парса чысланă.

 Вăтам пӗлӳ илме çăмăл пулман Владимир Лянкина. Кашни кун çӗнйӗлмелсен Кивӗ Улхаша 5-6 километр утма тивнӗ. Çумăр-и, çил-тăман-и – пăхса тăман, тăватă çул утнă та утнă. Çакăнта вăл хăйӗн шăпине тӗл пулнă. Кивӗ Улхаш хӗрӗпе, пӗр класра вӗренекен Лида Кибенеевăпа туслашнă. Каччăна çартан таврăнасса виçӗ çул кӗтнӗ Лида. 1969 çулхи июль уйăхӗнче Владимирпа Лида çемье чăмăртаççӗ. Халӗ Владимир Николаевичпа Лидия Петровнăн икӗ ывăл, икӗ хӗр. Ултă мăнукӗ куç тулли савăнăç кӳреççӗ.

Владимир Николаевич тăван ялне манмасть. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче халь Валентинăн хӗрӗпе ывăлӗ Зойăпа Петр пурăнаççӗ, вӗсемпе тачă çыхăну тытать. Çимӗке амăшӗн, тăванӗсен вилтăпри çине пырать.  

Çӗнӗ Йӗлмелне килсен Владимир Николаевичран çамрăк ăру пирки ыйтрăм. Мӗн суннă пулӗччӗ ăна? Мӗнле канаш парӗччӗ?

Çамрăклах професси суйласа илсе çак енӗпе экзаменсене тӗплӗн хатӗрленсе ăнăçлăн памалла, ӳт-пӗве пиçӗхтермелле, спортпа туслашмалла, обществăлла ӗçрен пăрăнмалла мар, ума тӗллев лартмалла та ун патне тӳррӗн утмалла тесе шутлать Владимир Лянкин.

 

Геннадий КАРСАКОВ, 

ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ. 

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника