Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çын чунӗнче икӗ кашкăр пурăнаççӗ

Хусанта чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе тӳрӗ эфирта тӗлпулу иртрӗ. Ăна интернетра пирӗн ссылкăсемпе курма пулать: https://vk.com/video-78974186_456239708 https://ok.ru/live/5408287432488

Мăнкун умӗн çынсене пуçтарса мӗн-тӗр йӗркелеме кансӗртерех. Пурин те тӗн уявне хатӗрленмелле, уйрăмах хӗрарăмсен. Апла пулин те, апрелӗн 15-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче йӗркеленӗ тӗлпулăва 20 яхăн çын пуçтарăнчех. Сăлтавӗ те лайăх-çке: Юхма Мишшипе курса калаçни. 
Икӗ çул каялла Хусанта çакнашкал мероприяти пӗрре иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне залти ре, интернетри те аудитори питӗ пысăкчӗ. Çавна кура «Сувар» хаçатăн «Вконтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче тӳрӗ эфир илсе пытăмăр. Паянхи куна тӗлпулăва «Контактра» 2072 çын пăхнă, «Одноклассникинче» 3 836 çын. Интернет урлă ыйтусем паракансем те сахал марăн пулчӗç. 
Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятие Константин Малышев тата Наиль Селиванов ертсе пычӗç. Мӗнлерех ыйтусем пулчӗç-ха нумай пулмасть 87 çул тултарнă, ырми-канми ӗçлекен халăх çыравçи патне? 
Каласа хăвармалла, тӗлпулăвăн малтанхи пайӗнче пухăннисем ытларах литература пирки калаçрӗç, иккӗмӗш пайӗнче истори ыйтăвӗсене хускатрӗç. 
«Иван Яковлев пулман пулсан, чăваш халăхӗн шăпи мӗнле килсе тухӗччӗ?»
Юхма Мишши 2010 çулта Иван Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен «Патриарх» роман çырса кăларнă. Çутта кăлараканăн биографине вăл лайăх пӗлет. Çавăнпа та Яковлев пурнăçӗнчи çынсем питех пӗлмен пулăмсене аудиторие уçăмлатса пачӗ. Тӗслӗхрен, çӗр виçекен пулса ӗçленӗ вăхăтра чирлесен ăна поляксен çемйи сыватни çинчен. Çав вăхăтра вăл Раççей Империйӗнче пурăнакан халăхсен (Польша 1815-1917 çулсенче пирӗн çӗршыв тытăмӗнче пулнă) шăписем çинчен тӗплӗн шухăшхлама пуçланă. Çавăнтан çуралнă та унăн тăван халăхне çутта кăларас ӗмӗчӗ. Ленин çемйипе туслă пулни, вӗренекенӗсем ура хуни, пӗлтерӗшӗ, еткерлӗхӗ... Нумай пӗлекен çынна итлесе ларма интереслӗ. 
«Яковлев питӗ вăхăтлă килнӗ чăвашсем патне, ăна Турă ярса панă-тăр», – терӗ чăваш литературин патриархӗ. Мӗншӗн апла калатпăр тетӗр-и? Юхма Мишшин тӗрлӗ чӗлхесемпе 350 кӗнеки тухнă. «Кашни кӗнеке вăл писательшӗн ача пекех», – тет халăх çыравçи. Тӗнче тăрăх çаврăннă хыççăн тепре вăй илекен произведенийӗсем те пур-çке унăн. 
Тӗслӗхрен, «Шурçамка» повесть. Ăна 1980-мӗш çулсенчех вырăсла куçарнă, «Ялав» Библиотеки пичетеленӗ, кӗнеки тухнă. Тăватă теçетке çул иртсен казахла куçарса пичетленӗ, театрсенче пъесăсем лартаççӗ. Мӗнре вăрттăнлăх? Тен, повеçри пулăмсем паянхи кунпа тӗкӗрленнинче? Этем килӗнче çитӗннӗ кашкăр çынлăха тӗпе хурса пурăнма тытăнать, этем – тискер чӗрчуна çаврăнса пырать. Хăйӗн çӗршывӗнче пророк çук тенӗ сăмах тӗрӗсе тухмасть ку чухне. Çыравçăн тимлӗ куçӗ йăлтах асăрхать. Халăх шухăш-кăмăлӗ мӗнле улшăнса пынине те, унăн ӗмӗрхи пурнăç никӗсӗ хускалнине те. 
«Юхма Мишши чăваш халăхне «Ăçта утатпăр?» тесе каласшăн мар-и?
«Çапла пулмалла. Эпӗ çак повеçе икӗ кун хушшинче çырса пӗтертӗм. Унăн чапӗ тӗнчипе сарăласса кӗтмен. Чингиз Айтматовăн «Плаха» романӗнчи кашкăр сăнарӗ «Шурçамка» пулман пулсан çуралаймастчӗ, – терӗ Михаил Николаевич, – çакăн çинчен паллă кăркăс çыравçи мана хама тӗл пулсан каларӗ». Совет саманинче эпир писательсем пӗр-пӗрне питӗ лайăх пӗлеттӗмӗрччӗ. 
Чăнах та, пӗр тăхтами вулатăн «Шурçамкана» тытăнсан. Унти тӗп шыхăш повеçри пулăмсенчен самай тарăнрах: пирӗн халăхăн менталитетне, культура еткерлӗхне, мифологине тӗпчет çыравçă. Кашни çын чунӗнче икӗ кашкăр пурăнать, пӗри ырă, тепри усал. Эсӗ хăшне çитеретӗн, çавă çӗнтерет. 
Чăваш халăх çыравçи Пӳлерӗн кӗмӗл кӗперӗ çинчен те каласа пачӗ пухăннисене, тутар тӗпчевçисемпе тачă çыхăнса ӗçлени çинчен те. Чăваш таврапӗлӳçисен Тутарстанари уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов ăна Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи ял библиотекине çӳрекен пенсионерсен ятӗнчен салам каларӗ. Алексеевски районӗнче пурăнакан чăвашсем те ыйту пачӗç çыравçăна, залра ларакансем те. Тӗлпулăва ăçта курма пултарни çинчен маларах çыртăмăр. 
Михаил Николаевич Хусана парнесемпе килнӗ. Вăл Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекен ачасене кашнине виçшер кӗнеке пачӗ. Парнесене Сильвия Чаркина учительница йышăнчӗ, тав турӗ. Хусанти чăваш обществин ӗçне хастар хутшăннăшăн Константин Малышев, Юлия Еремеева, Алексей Наумов çыравçăн Хисеп Хучӗсене тивӗçрӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев