ÇЫН ВАЛЛИ ПУСĂ АН АЛТ
Тутарстан следователӗсем Çырчаллинче пурăнакан 25-ри хӗр енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухма суда янă
Следствирен паллă пулнă тăрăх, пӗлтӗр ноябрь уйăхӗнче амăшӗпе тăван мар ашшӗ патне хăнана килнӗ вăл. Пӗрле хăналаннă хушăра тем пайлаймасăр харкашса кайнă. Арçынна тавăрас шутпа полици сотрудникӗсене чӗнтернӗ. Йӗрке хуралçисем кун пек ултавшăн уголовнăй явап тыттарасси пирки асăрхаттарнă пулин те, тăван мар ашшӗ 2011 çулта мăшкăлларӗ тесе улталанă. Тепӗр кун ирпе ирех шухăшне улăштарнă вăл, заявление каялла илес тесе полицие шăнкăравланă, анчах кая юлнă. Следстви кун пеккине тимлӗхсӗр хăвармасть, хальхинче те тӗрӗсленӗ, хӗр сăмахӗсем тӳрре тухман. Çавăнпа РФ Уголовнăй кодексӗн 306-мӗш статйипе (суя çăхав) хăй енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.
РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев