Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЫНСЕН СУМӖ – ЧИ ХАКЛĂ ПАРНЕ

Çарăмсан районӗнче хăнара пулнă чух ялти фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗçлекен Вера Долгова çинчен нумай ырă сăмах илтрӗм

– Вера ахаль çын мар, Аллах янă ăна пире сиплеме, – каласа парать 96 çулти Гульсум Даулятшина кинемей. – Вăл пирӗн çурта кӗрсен пӳлӗмсем çуталсах каяççӗ. Эпӗ хама япăх туйнине каласа панине тимлӗн итлет, кăмăллă, çемçе сассипе сиплев процедурисене сӗнет, пит кирлӗ-тӗк – укол тăвать, кăшт та ыраттармасть. Район больницинчен эмелсем кӳрсе килет, хăшӗнпе мӗнле усă курмаллине тутарлах ăнлантарса парать. Çынсемпе ырă пулнăшăн, пархатарлă ӗçӗшӗн тавах ăна, – вӗçлет сăмахне Гульсум апа.

Яшауче поселокӗнче пурăнакан 82 çулти Солтан Миннегулов бабай Вера Николаевна Долговăна чăн-чăн медицина ӗçченӗ тесе шутлать – ырă кăмăллă, ӗçе юратакан çын тет.

– Манăн чире ансат тееймӗн, тăтăш фельдшера чӗнме тивет. Вăл йӗркеллӗ, ырă кăмăллă пулнине кура хăш чух кирлӗ маршăнах ăна чăрмантаратăп. Вера Николаевна ырă чунлă, çакăншăн кӳреннине кăшт та палăртмасть. Хуть хăçан та – ир-и, ­каç-и, кăнтăрла-и, канмалли кун-и – ниме пăхмасăр пулăшма васкать, – ырлать Солтан бабай.

Нумай çул председательте ӗçленӗ 90 çулти Шафигулла Шарапов Вера Николаевнăна тимлӗ пулнăшăн, профессионал шайӗнче пулăшу панăшăн тав тăвать.

– Профессионал, пысăк саспаллирен çырăнакан этем, ырă та ӗçчен. Çирӗп сывлăх, телей тата ырлăх чунтан сунатăп ăна, – тет Шафигулла бабай.

Ял хутлăхӗн ертӳçи Ильдар Исрафилович Фасхутдинов Ве­ра Николаевна çакăнти ФАПра ӗçлени пысăк телей тесе шутлать, тупрапа танлаштарать.

– Вера Николаевна пирӗн пат­ра 2010 çултанпа ӗçлет. Малтан Яшауче поселокӗнче ӗçлетчӗ, 2019 çултанпа, Яшаучепе Карамышево ФАПӗсене пӗрлештернӗ хыççăн, Карамышевăри ФАПра тăрăшать. Вăл чăнах та аслă категориллӗ медицина ӗçченӗ, хăй патне çӳрекенсене ырă кăмăлпа йышăнать. Эмелпе çеç мар, ырă сăмахпа, ӗçпе сиплет вăл çынсене. Нихăçан та ӗçрен пăрăнмасть, пулăшу ыйтакана хирӗçлемест. Юра, çумăра, шăрăха пăхмасăр чӗннӗ çӗре васкать. Вера Николаевна чăваш, анчах вăл тутарла та питӗ таса калаçать, – кăмăллăн каласа парать Ильдар Исрафилович.

Вера Николаевнăпа хăйӗнпе те тӗл пулма тӳр килчӗ. «Мӗнле чӗлхепе калаçăпăр, чăвашла-и, вырăсла-и е тутарла?» – пуç­ла­рăм калаçăва.

– Хăвăр мӗнле чӗлхепе калаçас тетӗр, мана пурпӗрех, – пулчӗ хурав.

– Апла эсир çак чӗлхесемпе пуринпе те аван калаçатăр, ту­тар чӗлхине ăçта, мӗнле вӗ­рентӗр?

– Эпӗ Тутарстанра çуралнă, ӳснӗ, ӗçлетӗп, пурăнатăп. Юна­шар пурăнакан халăхăн йăли-йӗркине, чӗлхине пӗлмеллех манăн. Унсăрăн мӗнле сиплӗп çынсене? Тутар чӗлхине вӗренме йывăр мар, чăвашлипе пӗр пек сăмахсем нумай, эпир тӗрӗк халăхӗсем-çке.

– Карамышевăпа Яшауче çыннисем, уйрăмах пациентăрсем, сире пит хавас, ӗçӗре пит ырлаççӗ. Çакăн пек хисепе мӗнле тивӗçрӗр?

– Нимӗнле тӗлӗнтермӗшсем те туман эпӗ. Кашни медицина ӗçченӗ пекех, професси пӗлӗвне, хăнăхусене тӗпе хурса çынна уйăрмасăр хамăн юратнă ӗçе тăватăп. Хальхи вăхăтра ман участокра вуншар çын гипертонипе, диабетпа, онкологипе чирлет. Вӗсем мана çийӗнчех пулăшу ыйтса кунӗн-çӗрӗн шăнкăравлама пултараççӗ. Ир те, каç та çанталăка пăхмасăр эпӗ хамăн машина çине ларатăп та пулăшма васкатăп. Çул-йӗр япăх чухне мăшăрăм е аслă ывăл руль умне лараççӗ.  Эпӗ Йăвашкелте пурăнатăп. Вăл Карамышевăран 8 километр­та, Яшаучерен 12 километрта. Эпӗ нумай ачаллă анне. Николай мăшăрăмпа 3 ача ӳстеретпӗр. Аслă ывăл Николай – инженер-нефтяник, Мария хӗрӗм учитель профессине суйларӗ, кӗçӗнни 8-мӗш класра вӗренет.

– Медицинăна мӗнле юрат­рăр? Эсир тухтăрсен çемйинче çуралса ӳснӗ-и?

– Çук, манăн атте-анне колхозник пулнă. Ача чух Ирина аппапа пуканелле выляттăмăр, пуканисем «чирлетчӗç». Эпир врачсемччӗ, сиплеттӗмӗр. Çавăн чухне медицинăна юрат­рăм та пулӗ. Ирина аппа та, эпӗ те медицинăна суйларăмăр. 1994 çулта Чистайри медучилищӗрен вӗренсе тухрăм. Пӗлӗве малалла институтра ӳстересси пулмарӗ, Николайпа пӗрлешсе çемье çавăртăмăр, ача çуралчӗ. 

– Хăвăрăн ӗçӗре тулли кăмăлпа, таса чунпа пурнăçлатăр, çынсем сире сума сăваççӗ. Пуçлăхсем хаклаççӗ-и ӗçӗре? Наградăсем пур-и сирӗн?

– Эпӗ Тутарстан Республикин медицинăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Хисеп тата Тав хучӗсем чылай. Анчах маншăн пациентсен юратăвӗ, хисепӗ чи пахи.

Нариман КАРИМОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев