Çыр, Костя, çыр!
«Ачалăхăм» кӗнекере чăваш чӗлхи сывă, чӗрӗ. Автор унăн сӗтекне чухлать, сăмах тупсăмне, пӗлтерӗшне те питӗ лайăх пӗлет. Тăхăрьял ачисем хамăрла, тăхăрьялла калаçаççӗ. Пирӗн ялсенчи чăвашсенчен кăна вӗт илтме пулать картахви, хӗвелчамăш, путпул, хăнтамит, распуй, пăрат, маттакӗсем, лекарцă, сăмаххут, Воçмой сăмахсене. Çавăнпа кӗнеке çăмăл вуланать. Вуланать кăна-и? Кашни калав хăй калаçать, листасене уçса çеç пыр.
Чăваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевăн кӗнеки çапăнса тухни çинчен «Сувар» хаçатран пӗлтӗм. Нумай та вăхăт иртмерӗ, пӗр кӗтмен çӗртен авторăн парни ман пата та çитрӗ. Тăпăл-тăпăл кӗнеке, хытă хуплашкаллă, 144 страницăран тăрать. «Ачалăх» мар, «Ачалăхăм» ятлă. Кӗнекен ячех мана шухăша ячӗ — мӗнле уйрăмлăх пур-ши çав сăмахсен хушшинче, пӗр-пӗринчен сăмах вӗçӗпе кăна уйрăмрах курăнаççӗ вӗт. Пур çав, иккӗмӗш сăмахăн пӗлтерӗшӗ тарăнрах, чуна çывăхрах. «Ачалăх» тени мана саланса кайнă чечек çыххине аса илтерет. «Ачалăхăм» пачах урăхла: вăл ман аллăмра çирӗп çыхнă чечек пуххи, мӗнле илемлӗ янăрать, ытти «-ăм» сыпăкпа пӗтекен сăмахсене хăй хыççăн сӗтӗрсе: папак-ăм, ачам-ăм, ывăл-ăм, чун-ăм, тус-ăм, шăлл-ăм, тăван-ăм, юлташ-ăм, аташ-ăм, акам-ăм, маçан-ăм... Ăнсăртран мар çакăн пек ят панă кӗнекене автор — кунта та философи туртăмӗ пур.
Кӗнеке пичӗ çинчи сăнӳкерчӗкрен колхозăн анлă чӗкӗнтӗр ани çинчен ăшă туйăмпа вăл каланине итлӗç тесе шансах арçын ача пăхать. Вăл ача кăна мар — ача-автор. Мӗн каласшăн-ши вулакана çак пӗчӗк автор-ача? Пӗлес килсен, хаклă вулакансем, шырăр, тупăр, илӗр çак кӗнекене. Вăл пирӗн-сирӗн çинчен те, эпир пурте пурнăç çулӗ çине ачалăхран тухнă.
Кунта эпӗ кӗнекери кашни калава илсе уйрăммăн шӗкӗлчесшӗн мар — вăл хăй пӗр диссертаци, ытларах чăн та мухтава тивӗçлӗ ял ачисем çинчен чарăнса тăрасшăн. Тӗлӗнмелли çук, вӗсем хула ачисенчен палăрмаллах уйрăлса тăраççӗ, сăпкаран «хăтăлсанах», упаленме тытăнсанах ӗç çумне çыпăçаççӗ тесен те йăнăш пулмӗ. Вӗсен çутçанталăкпа пӗрле кӗнӗ ырă кăмăл — çыпăçулăхӗ, шухăш-туйăмӗ килти ашшӗ-амăшӗсен, аппăш-тетӗшӗсен, асламăшӗ-аслашшӗсен, кукашшӗ-кукамăшӗсен кулленхи ӗçӗпе, нушипе, савăнăçӗпе, хуйхи-суйхипе çыхăнса аталанса пыраççӗ. Кӗнекери ача-автор (тӗп герой тейӗпӗр) кил-çуртри пурнăç йӗркине курса, итлесе типтеркӗç (промокашка) чернила çăтнă пек ӗмсе ăша илет, унăн тавракурăмӗ кунран кун аталанса пырать.
«Ачалăхăмри» ачасем çутçанталăка çывăх кăна мар, вӗсем хăйсем те çутçанталăк пайӗ: 4-5 çула çитсен урамра — ӳкеççӗ-тăраççӗ, шăнаççӗ-ăшăнаççӗ, йӗпенеççӗ-типеççӗ, чирлеççӗ-чӗрӗлеççӗ, çапăçаççӗ-туслашаççӗ; 7-8 çула çитсен шкул, ӗç — аслисене кил-çурт хушшинче, хирте, улăхра, вăрманта пулăшаканӗсем. Кӗнекери калавсем («Ӗне ырри», «Сысна туйӗ», «Кӗтӳре») тăван çутçанталăка юратма, ӳсен-тăрана, чӗрчунсене шеллеме тата вӗсене упрама вӗрентеççӗ.
Костя-автор кӗнекинче Пӳркел халăхӗн йăх тымарӗсем таранччен паллашма пулать. Ара, ял ачи вăл енӗпе сӗре пуян: кам ачи, кам йăхӗнчен? Кампа, мӗнпе çыхăннă-ши вӗсен несӗлӗсен тымарӗ? Хула ачин ун пекки çук — вӗсен ят та хушамат. Калăпăр: Иван Петров, Петр Иванов. Ял ачине витлесе, тăрăхласа каланă ятра несӗлӗсен йăх-тымарӗсен сӗмӗ сисӗнет. Эпӗ хам тăххăрмӗш теçеткен çуррине çывхарса пыратăп пулсан та ачалăхра урамра пӗрле вылянă тус-йыша манаймастăп — выртсан та, тăрсан та вӗсем ман асра. Пӗрремӗш класа вӗренме кайсан та-ха вӗсен хушамачӗсем те пуррине пӗлсех кайман. Эпир çывăхчӗ пӗр-пӗрне урамри ятсемпе: Чӗмере Кули, Уçка Мишши, Макай Туни, Шăши Начинки, Мухмăр Начинки, Качака Печчи, Лӗпӗркке Нини, Така Саньки, Маякка Вали, Уркка Вали, Кашăк Ваççи, Юманка Кости, Ийӗ Кули, Калта Рози, Шӗшлӗ Тули, Тарас Лени, Папати Печчи, Петруç Нини, Трахвин Кули, Кирюха Али, Çеркуш Нини. Шел, вӗсенчен нумайăшӗ çук ӗнтӗ паян çут тӗнчере. Мӗн тăвăн, çутçанталăкăн саккунӗ çапла.
«Ачалăхăм» — чăваш кӗнеки, чăваш ачисем çинчен: вӗсен вăййи-кулли, йăли-йӗрки, савăнăçӗ-хурлăхӗ, сăпайлă та ырă кăмăлӗ, тӳрӗ чунӗ уççăн палăраççӗ кашни калавра.
Ачасене çирӗп ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă аталантарса ӳстересси çăмăл ӗç мар. Пӳркелӗнчи йышлă çемьере ӳснӗ çак кӗнекен авторӗ Константин Малышев. Анатолий Меркурьевичпа Нина Андреевна (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Малышевсен çемйинче е çавăн пек çемьере кăна ӳссе, вӗренсе, çунат сарса халăх умне хăюллă тухма пултарать ача. Килти лару-тăру çинчен тӗплӗн, пысăк ăсталăхпа çырса кăтартать автор «Асанне» калавӗнче: «Эпӗ асаннепе ӳснӗ çын. Апла-тăк ман ачалăх çăтмахри пек пулнă», — тесе пуçлать. Костяшăн асанне ăшшинчен хакли нимӗн те çук. Асанне çумра чухне нимле хуйхă-суйхă та йывăр мар, темӗне тӳссе ирттерме те çăмăлрах. Вăл яланах ăшă сăмахпа йăпатать, мӗн пӗчӗкренех ачашăн ырă тӗслӗх пулса тăрать. Асанне-кукамайсем те мăнукӗсене юратаççӗ, вӗсемпе йăпанса пурăнаççӗ. Çакă мар-и ӗнтӗ вăл çемье витӗмӗ. Малышевсен çемйин кил пуçӗ Анатолий Меркурьевич Малышев — паллă поэт, публицист, таврапӗлӳçӗ, чăваш халăх ăсчахӗ, В. Урташ ячӗллӗ преми лауреачӗ, 5 кӗнеке авторӗ. Вăл пилӗк ача ашшӗ: пӗр хӗр те тăватă пăхаттир. Ачисем пурте вӗренсе професси илнӗ çынсем, паянхи пурнăçра çӗршыва, халăха усă паракан ӗçре вăй хураççӗ.
Эпӗ хам пурнăçа ачасене вӗрентсе тӗрӗс воспитани парассипе çыхăнтарнă: 42 çул учительте ӗçлесе çав шутран 30 çул директорăн йывăр лавне сӗтӗрнӗ. Пурнăçăн кукри-макри нумай, шкул пурнăçӗнче те тем те пулса иртет. «Йывăр» ачасемпе кăна мар, вӗсен «йывăр» ашшӗ-амăшӗсемпе те нумай вăй-хала пӗтерсе нервсене хускатнă. Тӳррӗн, татăклăн калатăп: ачасене тӗрӗс-тӗкел ӳстерсе çын çине кăларасси веç çемьерен килет. Килте аслисен хушшинче лару-тăру мӗнле, ача та çавна курса ӳсет. Калăпăр, ăнсăртран аташса картишне кӗнӗ кӳршӗсен чăххине тытса пусса аш тăваççӗ-тӗк килтисем (атте-анне е тата кам-тăр), е каçсерен ӳсӗр килекен ашшӗ çемйине килӗнчен (хваттерӗнчен) хăваласа кăларать-тăк — ача çавна курса ӳсет, çитӗнсен çавнах тăвать. Паллах, пурте мар-тăр та, анчах ухмах тӗслӗх пур ӗнтӗ. Çемье вăл ачасемшӗн — трамплин. Çавăнпа та ăнсăртран мар Раççей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, 2024 çула Çемье çулталăкӗ тесе палăртрӗç. Пирӗн ялсенче ку енӗпе ырă тӗслӗхсем нумай, Малышевсен çемйи вара çавсенчен пӗри. Шкулсенче, клубсенче, библиотекăсенче анлăн усă курма пулать «Ачалăхăм» кӗнекепе. Унăн авторӗ кӗнекене «16 çултан аслăрах ачасем валли» тесе палăртнă пулсан та, ман шутпа, вăл — атте-аннесен, асатте-асаннесен, кукаçей-кукамайсен кӗнеки те. Паянхи, йывăр вăхăтри куçпа пăхсан кӗнекен тиражӗ пӗчӗк мар пек — 800 экземпляр. Анчах та çак ахах пӗрчи пек япалана ытларах çапса кăларсан та сиенӗ çук, усси пысăк пулӗ.
«Ачалăхăм» кӗнекере чăваш чӗлхи сывă, чӗрӗ. Автор унăн сӗтекне чухлать, сăмах тупсăмне, пӗлтерӗшне те питӗ лайăх пӗлет. Тăхăрьял ачисем хамăрла, тăхăрьялла калаçаççӗ. Пирӗн ялсенчи чăвашсенчен кăна вӗт илтме пулать картахви, хӗвелчамăш, путпул, хăнтамит, распуй, пăрат, маттакӗсем, лекарцă, сăмаххут, Воçмой сăмахсене. Çавăнпа кӗнеке çăмăл вуланать. Вуланать кăна-и? Кашни калав хăй калаçать, листасене уçса çеç пыр.
«Ачалăхăм» кӗнеке авторӗ Тăхăрьял ачи пулнипе ман ăшăмра мăнаçлăх туйăмӗ çуралчӗ: пӗлӗр пирӗннисене!
Чăваш тӗнчин чăвашлăхне упраса хăварас ӗçе кӳлӗннӗ Тăхăрьялăн тахатлă ывăлне Константин Анатольевич Малышева, талантлă журналиста, çамрăк çыравçа пӗрремӗш кӗнекипе саламлатăп, пултарулăх анинче çӗнӗ çитӗнӳсем тăвасса шансах тăратăп. Çыр, Костя, çыр!
Николай ЗИМИН,
Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.
Пăва районӗ,
Элшел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев