Çыракансем йышланччăр,вулакансем нумайланччăр
Сентябрӗн 20-22-мӗшсенче Хусанта вун улттăмӗш хут «Аксенов-фест» иртрӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулсенчи паллă çыравçăсенчен пӗрне халалланă фестиваль яланах çулçăсем саралма пуçласан иртет.
Сентябрӗн 20-22-мӗшсенче Хусанта вун улттăмӗш хут «Аксенов-фест» иртрӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулсенчи паллă çыравçăсенчен пӗрне халалланă фестиваль яланах çулçăсем саралма пуçласан иртет. Василий Павлович Аксенов джаз кӗввине пӗрремӗш хут ăçта илтнӗ-ши, миçере пулнă-ши ун чух? Çав самантран унăн пурнăçне те, творчествине джаз яланлăхах кӗрсе юлни вăрттăнлăх мар. Çыравçăн геройӗсенчен чылайăшӗ музыкант. «Аксенов-фестра» яланах джаз музыки пуç пулса тăрать. Фестивалӗн тематики кашни çул улшăнать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, тамариск йывăççиччӗ, «Редкие земли» романри сăнар. 2022 çулхи фестиваль кунӗсенчен пӗринче Аксенов ячӗллӗ скверта тамариск йывăççине лартнăччӗ.
Фестивлӗн яланхи кураторӗсенчен пӗри, «Октябрь» журналăн тӗп редакторӗ Ирина Барметова «Аксенов-феста» сентябрӗн 20-мӗшӗнче Василий Павлович пурăннă çуртра пресс-конференципе уçрӗ, кăçалхи тематика «Литература джаз стилӗпе» ятпа иртессине пӗлтерчӗ.
Паллах, фестиваль мероприятийӗсем программăра кăçал та çине-çинех пыраççӗ, кашни интереслӗ. К.Маркс урамӗнчи Василий Аксеновăн музей-çуртӗнче «Редкий кадр» сăнӳкерчӗксен куравӗ уçăлчӗ. Пӗлтӗр «Звездный билет» премие тивӗçнӗ ӗçтешӗмӗрсем, «Казань» журнал сотрудникӗсем йӗркеленӗ ăна. ТР Наци музейӗнче уçăлнă «Казань Арнольда Бренинга» курав та вӗсен вăйӗпех кун çути курнă, журнал архивӗнчи хаклăран хаклă кадрсене çынсен умне кăларни пархатарлă ӗç. Çаксем çинчен класа параканни журналăн тӗп редакторӗ Альбина Абсалямова хăйччӗ.
Чи пӗрремӗш «Аксенов-фестра» «Çăлтăрлă билет» илме тивӗçнӗ Денис Осокин прозаик, киносценаристпа тӗлпулу писатель çуртӗнче, юнашарти пӳлӗмрех тӗлпулу иртрӗ. Апла пулин те çак кун, ман шутпа, чи интересли уçă сывлăшра иртнӗ каçхи джем-сэйшен пулчӗ. Унта Анна Королева саксофонистка, джаз импровизацийӗсемпе тыткăнларӗ, тӗлӗнтерчӗ, савăнтарчӗ. Джаз кӗввисем чарăнсан поэтсем хăйсен сăввисене вуларӗç – Дмитрий Воденников, Денис Осокин, Дмитрия Данилов, Альбина Абсалямова, Сергей Скуратовский, Максим Замшев, Олеся Балтусова. Паллах, программăна малтанах хатӗрлесе ятарласа репетицисем ирттермен, апла пулин те мӗн тери килӗшӳллӗ, илемлӗ, «чӗрӗ» музыкăпа литература каçӗ парнелерӗç унта хутшăнакансем фестивале пынисене.
«Аксенов-феста» хутшăнакансене ТР Наци библиотеки, çӗнелнӗ «Сандугач» библиотека, Аксенов сачӗ тата 13№ библиотека хапăлласа йышăнчӗç. Хальхи вăхăтри драматурги, блогинг, кӗске калавсем, вăрăм романсем, сасăллă çырусем... Çак виçӗ кунра çыравçăсем мӗн кăна сӳтсе явмарӗç-ши, мӗнле кăна идейăсем çуралмарӗç-ши библиотекăсенче?! Вӗсенчен чылайăшӗ килӗсене Хусантан хавхаланса таврăннă çыравçăсен хайлавӗнче вырăн тупӗ.
Фестивалӗн тӗп пайӗ яланхи пекех «Çăлтăрлă билет» премие панин церемонийӗ. Ăна хальхи вăхăтри литературăра çитӗнӳ тунисене параççӗ. XV «Аксенов-фестра» икӗ преми панăччӗ – поэзири çитӗнӳсемшӗн тата прозăпа лайăх çыракана. Кăçал улшăну кӗртнӗ – поэзи, проза тата музыка лауреачӗсене палăртнă.
Çӗнтерӳçӗсене, залра ларакансене Хула мэрӗ Ильсур Метшин саламларӗ. Василий Аксенов 60-мӗш çулсенчисен лидерӗ çеç мар тӗнчери тӗрлӗ çӗршывсенче кумир пулни çинчен каларӗ. Фестивальте çӗнтернӗ «Овсянки» авторӗ Денис Осокин та, «Зулейха открывает глаза» çырнă Гузель Яхина та çӗршывра питӗ паллă литераторсем пулса тăнине аса илтерчӗ. «Çыракансен йышӗ те ӳстӗр, вулакансем те нумайланччăр»,– тесе вӗçлерӗ сăмахне Ильсур Раисович.
XVI «Аксенов-фест» конкурсӗн «Проза» номинацийӗнче Екатерина Златорунская çӗнтрчӗ. «Но случается чудо» хайлавсен сборникне пысăка хурса хакланă жюри пайташӗсем.
«Поэзи» номинацире Чулхула çыравçи Сергей Скуратовский «СиЯтельный чертополох» сăвăсен пуххипе çӗнтернӗ.
«Музыка номинацире «Çăлтăрлă билет» Анна Королевана пама йышăннă ăюри. Залра ларакансем шăпăр-шăпăр алă упса ячӗç. Саксофонисткăна итлеме ӗлкӗрнӗ вӗсем çак кунсенче чăннипех юратнă музыкант пулса тăнă хусансемшӗн.
Çак номинацире çӗнтерекенӗн паллă рок-джаз музыкантăн Алексей Козлов аллинчен преми илмеллеччӗ. Шел, «Арсенал» ушкăнăн ертӳçи килеймен хальхинче Хусана, фестивале хутшăнакансене, çӗнтерӳçе саламласа ăшă çыру çырнă. Алă çупса йышăнчӗç ăна залра ларакнсем.
Фестиваль РФ халăх артистки Лариса Долина концерчӗпе вӗçленчӗ. Паллах, паллă юрăç джаз композицийӗсене юрларӗ. Лариса Александровнăн ăсталăхне те, çынсем ăна мӗнле кăмăлласа йышăннине те кашни юрă хыççăн темӗнччен алă çупнине те сăмахпа каласа çырса пама çук. Пысăк талант, пысăк ăсталăх, чаплă тата ытти çакăн пек сăмахсемпе хаклама пулать-тӗр концерта.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев