Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырăнтару — 2024! Июнӗн 10 — 20-мӗшӗсенче «Сувара» йӳнерехпе çырăнма пулать!

Хаклă вулаканăмăрсем! Сисмерӗмӗр те — июнь уйăхне кӗтӗмӗр. 2024 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас тапхăр вӗçленесси те нумай юлмарӗ. Эсир вара «Сувар» хаçата çырăннă-и? Çырăнман пулсан васкăр — Хусанта чăвашла пичетленекен кăларăма кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма пулать. Çавăн пекех podpiska. pochta. ru сайт урлă та.

Ырă хыпар пӗлтерме те хавас сире: июнӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Çак тапхăрта пичет кăларăмӗсене йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать. Эппин çак шанăçа ан çухатăр, хисеплӗ вулакансем!

Тата редакци «Сувар» çырăн та 10 кăвакал чӗппи выляса ил!" акци ирттерни пирки аса илтеретпӗр. Унта «Сувара» 2024 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннă кашни вулакан хутшăнма пултарать. Квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г. Казань, а/я 64 адреспа, е suvar@mail. ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. Акцире ытти хаклă парнесем те нумай вылянтаратпăр. 

Акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta. ru сайтӗнче паллашма пулать. Квитанцисене 2024 çулхи июлӗн 5-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие июль уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра — П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче — П7093. 
Чăваш пулар, пӗрле утар!

И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

*Организатор акции – филиал АО «ТАТМЕДИА» «Редакция газеты «Сувар».

Сроки проведения – с 10 по 20 июня 2024 года. 

Реклама, 16+

erid:2VtzqwUnhok

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Подписка на газету