Çырăнтару декади: «Сувара» çулталăклăха çырăнсан 200 тенке яхăн перекелеме пулать
Октябрӗн 12-мӗшӗччен «ТАТМЕДИА» АО кăларакан хаçат-журналсене тӗп çырăнтару кампанийӗ вăхăтӗнчи хаксенчен самай йӳнерехпе çырăнма май пурри çинчен аса илтеретпӗр сире.
Хаклă туссем, юратнă вулакансем!
2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать. Октябрӗн 12-мӗшӗччен «ТАТМЕДИА» АО кăларакан хаçат-журналсене тӗп çырăнтару кампанийӗ вăхăтӗнчи хаксенчен самай йӳнерехпе çырăнма май пурри çинчен тепӗр хут аса илтеретпӗр сире. Раççей Почти ирттерекен çырăнтару декадипе усă курса юлăр.
Тутарстанра пурăнакан вулакансене пӗлме: халӗ хаçата çур çуллăха çеç мар, тӳрех çулталăка та çырăнма пулать. Декада вăхăтӗнче пӗр çула çырăнсан 200 тенке яхăн перекетлӗрех пулать.
«Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
«Сувар индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар!
Реклама АО «ТАТМЕДИА».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев