Çырчаллисен Уявӗ – çӗнтерӳçӗ!
Çуркунне Çырчаллинче Культура ӗçченӗн кунне ирттересси йăлана кӗнӗ. Кăçал вăл апрелӗн 15-мӗшӗнче «Энергетик» Культура керменӗнче иртрӗ. Мероприяти Халăхсен хушшинчи тӗнче фончӗсен ассоциацийӗ 1998 çулта çирӗплетнӗ Пӗтӗм тӗнчери культура кунӗпе пӗр килчӗ.
2024 çула пӗтӗмлетсе чи лайăх культура ӗçченӗсене тӗрлӗ шайри наградăсемпе чысларӗç. Ятарласа хатӗрленӗ концертра Çырчаллинчи чи лайăх ташă ушкăнӗсемпе вокалистсен пултарулăхне курса савăнма май пулчӗ. Палăртса хăварма кăмăллă, Çырчалли чăвашӗсем ирттерекен «Уяв» йăла праçникӗ 2024 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Халăх йăлисене упрани» номинацире çӗнтерчӗ.
Çырчалли – Тутарстанра кăна мар, округра та тӗрлӗ халăх йышӗпе чи пуян хуласенчен пӗри. Кунта 80 ытла наци пӗр çемьери пек килӗштерсе пурăнать. Чăвашсем хулара йышӗпе виççӗмӗш вырăнта. 1991 çулхи март уйăхӗнче хулари 36-мӗш номерлӗ шкул директорӗ Виталий Васильевич Цыганов пуçарнипе Çырчалли чăвашӗсем Мăнкун праçникӗнче пуçласа пӗрле пуçтарăннă. Пухура чăвашсен обществине туса хума тата вырсарни шкулӗ уçма калаçса килӗшнӗ. Çак тӗлпулурах Уяв ирттерме калаçса татăлнă.
1991 çулхи майăн 21-мӗшӗнче чăвашсен авалхи тумне тăхăннă 50 ытла йăхташ «Ипподром» чарăну патӗнчи уçланкăра çуллахи Уява пуçлама пуçтарăннă. Çакăнтах пуху ирттерсе Çырчалли чăвашӗсен обществине йӗркеленӗ. Ку кăна та мар, çак кунах ансамбль те чăмăртаннă. Ăна ертсе пыма Виталий Маторкина («Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗн улшăнми аккомпаниаторӗ) шаннă.
Малтанхи çул ансамбле 50 яхăн çын çӳренӗ. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ ӗçре ӗçлекенсем, ваттисем, çамрăксем, вырсарни шкулне çӳрекен ачасем пулнă. 1996 çулта «Чӗкеç» халăх коллективӗн ятне илме тивӗçнӗ. Çак хисеплӗ ята ансамбль халӗ те çӳлте тытса пырать, кашни виçӗ çулта хăй çак ята тивӗçлине пултарулăхӗпе çирӗплетет.
Мăн асатте-асаннесен йăлипе Уява Çурхи Микула кунӗ (майăн 22-мӗшӗ) умӗн пуçланă. Вăл вăхăтра яш-кӗрӗм каçпа вăййа тухса Уяв юррисем юрланă. Çимӗк çитсен кăнтăрла та юрланă – кусем уйрăм юрăсемпе вăйăсем. Питравра, июлӗн 12-мӗшӗнче, Уява пӗтӗм ялӗпе пуçтарăнса ăсатса янă. Кун хыççăн вара Уяв юррисем юрлама юраман.
Акă ӗнтӗ 34 çул хушши майăн 21-мӗшӗнче Çырчаллинче вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ тата «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тăрăшнипе, Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗ, «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх Çурчӗ тӗрев панипе хулари Çӗнтерӳ паркӗнче Уяв ирттеретпӗр. Ăна кунта пурăнакансем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, праçнике çемйи-çемйипе килеççӗ. Амăшӗпе хӗрӗ, ашшӗпе ывăлӗ, аслашшӗ-асламăшпе кукашшӗ-кукамăшсем мăнукӗсемпе пӗрле юнашар – вӗсене пурне те тăван чăваш чӗлхине, культурине, йăли-йӗркисене, наци уявӗсене юратни пӗрлештерет. «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗн ертӳçи, унта çӳрекенсем, чăваш культурипе чӗлхине юратакансен «Путене» клубне çӳрекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем, Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем кашни çул репертуара çӗнетме, праçнике тӗрлӗ енлӗ ирттерме тăрăшаççӗ. Кӳршӗлле регионсенчен пултарулăх коллективӗсене йыхравлаççӗ.
Уява курма килнисем айккинче ӗçсӗр тăмаççӗ: праçникӗн асамлă йывăççине илемлетеççӗ, чи пысăк ӗмӗтсене пурнăçлама тӗллев лартаççӗ, пуринпе те пӗрле карталанса юрлаççӗ, чăваш вăййисене выляççӗ, ташласа тӗлӗнтереççӗ. Вăт çапла иртет пирӗн Уяв.
Елена КОНДЮКОВА, «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗн ертӳçи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев