Çырчаллин виçӗ экипажӗ çӗнтерӳшӗн кӗрешет
Пӗтӗм маршрут тăршшӗпе дюнăсемпе çулсăрлăх витӗр иртме тивнӗ ăмăртакансен.
Кăçал «Дакара» пурӗ 342 транспорт хатӗрӗ хутшăнать. Вӗсенчен 46 грузовик, 129 автомобиль, 167 мотоцикл. Грузовиксен категорийӗнче Раççей чысне хальхинче те пирӗн ентешсем – Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда – хӳтӗлеççӗ. Тăватă экипажпа хутшăнать команда Сауд Аравийӗнче иртекен халăхсен хушшинчи раллие:
500-мӗш экипаж – Эдуард Николаев пилот, Евгений Яковлев штурман тата Владимир Рыбаков механик;
501-мӗш экипаж – Дмитрий Сотников пилот, Руслан Ахмадеев штурман, Ильгиз Ахметзянов механик;
511-мӗш экипаж – Андрей Каргинов пилот, Андрей Мокеев штурман, Игорь Леонов механик;
516-мӗш экипаж – Антон Шибалов пилот, Дмитрий Никитин штурман, Иван Татаринов механик.
Сауд Аравийӗн территорийӗ «Дакара» хутшăнакансемшӗн пачах пӗлмен çӗнӗ регион. Кунта старта тухсан хăвна умра мӗн кӗтнине пӗлме çуккине пӗрремӗш тапхăртах туйса илчӗç спортсменсем. Хăйăр тăрăх çӳрес опыт пурин те пур, анчах та Çывăх Хӗвелтухăçăн çак çӗршывӗнчи пек урапасене час кăна шăтаракан, техникăна юрăхсăра кăларакан чуллă участоксем раллие хутшăнакансем урăх ниçта та тӗл пулман.
«Дакарăн» 7-мӗш тапхăрӗн кăтартăвӗсем паллă пулчӗç. Январӗн 12-мӗшӗнче грузовиксен категорийӗнче пирӗн 3 экипаж (Сотников, Шибалов, Каргинов) финиша чи малтан çитрӗç. Пӗтӗмӗшле зачетра ентешсен лару-тăрăвӗ çапларахчӗ: Андрей Каргинов 1-мӗш, Антон Шибалов – 2-мӗш, Дмитрий Сотников – 7-мӗш. Э.Николаев экипажӗ 5-мӗш тапхăрта машини çӗмӗрӗлнипе тӗп зачетран тухса ӳкнӗрен, урăх квалификаципе хутшăннă ăмăртăва.
Кăçалхи «Дакар» 12 тапхăртан тăнине шута илсен (январӗн 17-мӗшӗнче вӗçленет) лару-тăру темиçе хутчен те улшăнма пултарать-ха. Ентешсене çӗнтерӳпе таврăнма ăнăçу сунас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев