Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ДЕКАБРӖН 5-15-МӖШӖСЕНЧЕ ÇЫРĂНСАН ЙӲНЕРЕХ

Хаклă вулакансем! 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен вăхăт питӗ сахал юлчӗ. Хаçат çырăнас ӗçе ырана ан хăварăр, мӗншӗн тесен çырăнтару уйăх вӗçленичченех пымасть, маларах вӗçленет.

«Сувара» çырăнма вара халӗ шăп аван вăхăт – тăван чӗлхепе тухакан юратнă кăларăма ытти чухнехинчен йӳнерех хакпа çырăнма пулать, мӗншӗн тесен декабрӗн 5 – 15-мӗшӗсенче Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Тӗслӗхрен, çак тапхăрта Тутарстанра пурăнакансемшӗн хаçат çур çула тӗп хакран 85 тенкӗ те 8 пус йӳнерех пулать. Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансен те «Сувара» ку вăхăтра йӳнӗпе çырăнма май пур, хакӗ региона кура тӗрлӗрен. 

Çавăн пекех редакци «Сувар» çырăн та çӗвӗ машинки санăн! Хаçат 30 çул тултарнă ятпа тата ытти хаклă парнесем!» акци ирттерни пирки те аса илтеретпӗр: «Сувара» 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннисен хушшинче парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – çӗвӗ машинки! Унсăр пуçне тата нумай паха парне кӗтет акцие хутшăнакансене. Эппин «Сувар» хаçат çырăнăр та хаклă парнеллӗ пулма васкăр!

Квитанцисене 420066, г.Казань, а/я 64 почта адресӗпе, suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Реклама АО «ТАТМЕДИА».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев