Декада вӗçленсе пырать: декабрӗн 20-мӗшӗччен «Сувар» хаçата йӳнӗрех хакпа çырăнса юлăр
Хаклă тусăмăрсем! Çырăнтару декади вӗçлениччен икӗ кун кăна юлчӗ. «Сувар» хаçата декабрӗн 20-мӗшӗччен кăна 571 тенкӗ те 8 пуспа çырăнма пулать (тӗп хакран 76 тенкӗ те 92 пус йӳнӗрехпе).
Тутарстанри хуть те хăш çыхăну уйрăмӗнче те, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та. Раççейӗн ытти регионӗсенче те çак тапхăрта «Сувара» йӳнӗрехпе çырăнтараççӗ. Декада вăхăтӗнчи хаксем (2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли) регионсенче çапларах: Чăваш Енре, Ульяновск, Самар, Мускав облаçӗсенче – 608 тенкӗ те 16 пус (ытти чух 676 тенкӗ те 8 пус), Пушкăртстанпа Коми Республикисенче, Челябинск облаçӗнче – 635 тенкӗ те 16 пус (ытти чух 706 тенкӗ те 8 пус).
Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093.
«Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче хальхинче те акци ирттеретпӗр – шăпа ярса парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – СМАРТФОН. Акцие хутшăнас тесен «Сувара» 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли (6 уйăха) çырăннă квитанцин копине редакцие ярса памалла.
«Сувар» вулар – пӗрле пулар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев