Денис Мантуров хамăр самолета туса пӗтерме васкатать
Çӗнӗ хыпарсем

Денис Мантуров хамăр самолета туса пӗтерме васкатать

Промышленниксем «Сухойджет-100» самолетăн ипорта пăхăнман версине çулталăкран хатӗрлесе çитерӗç

Çӗрышвăн промышленноç министрӗн Денис Мантуровăн сăмахӗсемпе, Раççей авиастроителӗсен тӗп тӗллевӗ – мӗн пур импортлă системăпа агрегата хамăрăннисемпе улăштарасси, çав çутра ют çӗршывра туса кăларакан двигателе те Раççейри ПД-8 моторпа улăштарасшăн.

«Раççей Минпромторгӗн ертӳçи çак двигателӗн сертификацине маларах палăртнă пек мар, кӗскерех вăхăтра вӗçлеме хушнă – çывăхри 12-14 уйăхра. Импортлă пайсене хамăрăннисемпе улăштарас сроксем те кӗскелеççӗ», - тесе ăнлантарнă министерствора.

Маларах министр SSJ New самолетăн импортсăр версине 2024 çул вӗçӗччен вӗçлесси пирки каланă пулнă.   


Нет комментариев