Диана МЕРДЮКОВА: «ТĂРĂШСАН УЙĂХНЕ МИЛЛИОН ТА ӖÇЛЕСЕ ИЛМЕ ПУЛАТЬ»
Паллă блогерсем паян уйăхне миллионшар тенкӗ ӗçлесе илни халап пек. Мӗнле çамрăка ан ил – пурте фрилансер халӗ («фриланс» акăлчан чӗлхинчен ятарлă ӗç вырăнӗсӗр ирӗклӗ ӗçлекен тесе куçать. – Авт). Мӗн тăваççӗ вӗсем, епле майпа ӗçлесе илеççӗ тата ытти ыйтусем çине Диана Мердюкова хуравлать.
Технологи аталанăвӗ çӗнӗ профессисем çуратать. Хăш-пӗрне аслă ăрусем мар, вăтам çулхисем те ăнланса пӗтерейместпӗр. Эпир сакăр сехетлӗ ӗç кунне, ун йӗркине хăнăхнă. Интернетра кунне 2-3 сехет ӗçлесех уйăхра тар тăкса ӗçленӗ чухлӗ шалу илме май пулнине ӗненместпӗр, ӗçлӗ сӗнӳ тусан иккӗленетпӗр. Ӗненсен те ку пире валли мар тесе йышăнмастпăр. Паллă блогерсем паян уйăхне миллионшар тенкӗ ӗçлесе илни халап пек. Ара, эпир укçине нушаланса ӗçлесе илме хăнăхнă-çке. Çăмăл парăнаканни шанчăксăр пек. Çапах та интернетра ӗçлесе илме çăмăл-ши? Харпăр тăрăшулăхсăр, дисциплинăсăр унта та май çук пулӗ. Конкуренци те пысăк. Мӗнле çамрăка ан ил – пурте фрилансер халӗ («фриланс» акăлчан чӗлхинчен ятарлă ӗç вырăнӗсӗр ирӗклӗ ӗçлекен тесе куçать. – Авт). Мӗн тăваççӗ вӗсем, епле майпа ӗçлесе илеççӗ тата ытти ыйтусем çине Диана Мердюкова хуравлать. Вăл пултаруллă SMMçă (социаллă сетьсене аталантаракан специалист. – Авт.), таргетолог (социаллă сетьсенче, шырав системисенче реклама кампанийӗсене йӗркелекенсем). Нумай пулмасть хăй те ку ӗçе ыттисене вӗрентме пуçланă. Диана сăмахӗсемпе, ху çине ху ӗçлени дисциплина енчен тата та çивӗчрех пулма хистет. Юлхавлансан кăтарту тăваймастăн, конкурентсем вара кӗтӗвӗпе. 22 çулта кăна пулин те, Диана ашшӗпе амăшӗ пӗрле ӗçлесе илнинчен те ытларах укçа ӗçлесе илме пултарать. Мӗнлерех-ха? Çак тата ытти ыйтусене Диана хаваспах хуравларӗ.
– Диана, малтан кӗскен хăвпа паллаштар-ха, ăçта çуралса ӳснӗ эсӗ?Написать письмо
– Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра. Хам çак районта çуралса ӳснипе мăнаçланатăп. Малтан Кӗçӗн Аксури, унтан Кивӗ Чакăри шкулсенче вӗрентӗм. Шкулта вӗреннӗ чухне пур çӗре те хастар хутшăнаттăм, юрра-ташша та, спортра та пултараттăм. Пӗчӗк ялтан тухас тесен нумай тăрăшмалла. Хулари пек аталанма условисем çук, çавăнпа хăвна ху туртса кăлармалла. Хусана тăватă çул каялла, вăтам шкул пӗтернӗ хыççăн килтӗм. Малтан медицина университетне кӗресшӗнччӗ, анчах балсем бюджет ушкăнне кӗме çитейменнипе технологисен наукăпа тӗпчев университетне биотехнолога вӗренме кӗтӗм. Уншăн пӗрре те ӳкӗнмерӗм тата атте-аннене те вӗреннӗшӗн тӳлеттерес килмерӗ. Çынпа çăмăллăн хутшăнма пултарни студент пурнăçне хăвăрт хăнăхма пулăшрӗ. Часах активлă ӗçлеме пуçларăм – журналистика енӗпе. Тӗрлӗ журналсене статьясем çыртăм.
– Диана, эсӗ «Чăваш пики» конкурса хутшăннине те астăватăп.
– Сильвия Чаркина – манăн аппа. Манра вăл пысăк потенциал куратчӗ. Конкурса хутшăнма сӗнетчӗ. Çавăншăн ăна питӗ тав тăватăп.
– Усси пулчӗ-и саншăн?
– Паллах! Мӗн тӗрлӗ çын умне тухасси мӗне тăрать. Сана пăхаççӗ, хаклаççӗ. Ку хăвна ху йышăнма пулăшать. Тата конкурса хутшăнса эсӗ хăв район чысне хӳтӗлетӗн-çке, унăн сăнӗ пулатăн. Ку вара яваплăх.
– Эсӗ пӗтӗм япалара харпăр ӳсӗм тума май пуррине куратăн, çапла-и?
– Тӗрӗс. 11 çулта çăмăл атлетикăпа туслашрăм. Физкультура учителӗ Виктор Нятюнов пирӗнпе аван ӗçлетчӗ. Ача чухне эп паттăрккаччӗ. Çапах ку мана чăрмантармарӗ. Тренировкăсем тума ятарлă стадион та, чупма çул та çукчӗ. «Ак сана хир, чуп», – тетчӗ вӗрентекен. Вăлах çăмăл атлетикăн техникине алла илме вӗрентрӗ. Районта 1, 2-мӗш вырăнсем илме тытăнсан Хусанти ăмăртусене яма пуçларӗç. 2017 çулта республика шайӗнчи ăмăртура 3-мӗш вырăн йышăнтăм. Тепӗр кăсăклану вăл – сăвă çырасси пулчӗ. Вӗсемпе республика шайӗнчи конкурссене хутшăнаттăм. Инстаграмра сăвăсен блогне те уçнăччӗ. Каярах сăвăсем укçалла çырма пуçларăм.
– Заказ паракансем пурччӗ-и?
– Аха, кама çуралнă кун, кама туй валли. Тăват йӗркелли 150 тенкӗччӗ. Яланхи клиентсене скидкăсем тăваттăм. Хусана вӗренме килсен вăхăт юлмарӗ. Харăсах вӗренетӗп, ӗçлетӗп, çăмăл атлетикăна та пăрахмарăм. Канăçсăр çын эпӗ. Пӗрремӗш курсра атте-анне те укçапа пулăшса тăчӗç, стипенди те манăн питӗ аванччӗ – пурăнма çитет. Анчах çакăнпа лăпланмарăм, ресторана официанткăна ӗçлеме кайрăм.
– Çывăрма вăхăту юлатчӗ-и капла?
– Çук тесен те юрать. Ирхине 7-рен пуçласа 9-ччен тренировка, унтан вӗренӳ, 17 сехетрен пуçласа çӗрле 2-ччен ӗçреччӗ. Хăш чух ӗçрен таврăнсан статья çыраттăм, ирхинене.
– Мӗнле чăтрăн?
– Анне шăнкăравласан ялан мӗнле халсем тесе ыйтатчӗ. Пăшăрхантарас килместчӗ, йăлт аван теттӗм. Хам 2-3 сехет çывăрнă-ши ӗнтӗ? Икӗ çул çак режимпа пурăнтăм. Теме те хăнăхатăн. Анчах ку мана йăлăхтара пуçларӗ. Яла та хутран-ситрен çеç каяятăн. Вара ресторанран кайса илем студине администратора ӗçлеме кайрăм.
– Опытсăрах?
– Кăштах пурччӗ. Студин лару-тăрăвне илес пулсан вӗсене тӗрӗссипе управляющи кирлӗччӗ. Хусанти салоншăн уйăхра 100 пин тенкӗ туни питӗ сахал. Юрать студийӗ харпăрлăхра. Арендăшăн тӳлеме тивнӗ пулсан нимсӗр юлатчӗç. Килтӗм те, кусем ман опыт пуррипе çуккине ыйтаççӗ. Ресторанта официантран администратор таран çитнӗччӗ. Çавăнпа хăюллăнах пур терӗм. Илчӗç.
– Студи кăнтăр кунӗнче ӗçленине шута илсен вӗренме мӗнле ӗлкӗреттӗн?
– Калаçса татăлса – икӗ енпе те. Унта та, кунта та ӗлкӗреттӗм. Паллах, хăш чух пур лекцие те çӳрейместӗм. Управляющи пулса маркетинг тӗпчевне те тăваттăм, социаллă сетьсенчи аккаунтсене илсе пыраттăм, сотрудниксемпе ӗçлеттӗм. 20-реччӗ ун чухне. Паллах, ӗçтешсен куçӗпе эп ача пек курăннă пулӗ: «Килнӗ кунта пӗчӗк хӗрпӗрчи, хушса çӳрет тата». Эп çавна тимлӗхе те илмерӗм, хам ӗçе турăм. Студин клиентсемпе ӗçлес енӗпе пăтăрмахсем нумайччӗ. Ку мана килӗшместчӗ. Суту-илӳ сферинче апла юрамасть, администратор ӗçӗнчен сотрудниксен шалăвӗ килет. Персонала та, системăна та тӗпрен улăштарма тиврӗ. Çур çул хушшинче 500-700 пин тенкӗ тупăш çине тухрăмăр. Паллах, эп пуçлăх патне кӗтӗм, ӳсӗм пуррине кура ӗç укçине ӳстерме ыйтрăм. Вăл килӗшмерӗ. Малалла та çак шалупа çырлахса ӗçлеме юлма пулатчӗ, анчах манăн компетенцие тивӗçлӗ хакламаннине йышăнма пултараймарăм. Студирен кайрăм.
– Мӗнпе тултартăн пушаннă вăхăта?
– Соцсетьсемпе. Ун чухне хальхи шайра марччӗ ӗнтӗ. Анчах мӗнле ӗçлемеллине пӗлеттӗм. Университетра журналистикăпа ӗçленӗ опыт пулăшрӗ. Статьясем çырма питӗ юрататăп. Соцсетьсен маркетингне тӗпчеме тытăнсан вара постсене мӗншӗн, мӗн тӗллевпе, кам валли çырнине ăнланатăн. Çапла соцсетьсене малалла ярас енӗпе ӗçлеме тытăнтăм.
– Пиртен аслăраххисене мар, пире те блогерсем паян çӗршер пин тенкӗ ӗçлесе илни ăнланмалла мар. Эпир вӗт тар тăкса, вăй юлмиччен хайăрса ӗçлесе укçа тума хăнăхнă. Кунта вара харпăр блог илсе пырсах пуйса каяççӗ?
– Миллионӗпе тăвакансем те пур, пӗлӗшсем хушшинчех. Сăмахран, Инстаграм икӗ блокран – харпăр тата бизнес-аккаунтран тăрать. Харпăр блогпа та ӗçлесе илме пулать. Подписчиксен шучӗ пысăк пулсан реклама паракансем, компанисем интересленме пуçлаççӗ. Енчен те эсӗ интереслӗ, ыттисемшӗн усăллă çын пулсан мӗншӗн харпăр аккаунта аталантарас мар? Малтанласа харпăр пурнăçа çын çине кăларма йывăр, кайран хăнăхатăн. Уйрăмах ку тупăш кӳме пуçласан.
– Эсӗ мӗнрен пуçларăн?
– Коммерцилле аккаунтсене илсе пыма пуçласа. Мана бьюти-сфери килӗшет. Тӗрлӗ косметика çинчен каласа пама юрататăп. Малтан ятарлă курссем илсе вӗрентӗм. Ман тӗллевлӗ аудиторишӗн ку интереслӗ пулчӗ. Пӗррехинче Инстаграмри тӳрӗ эфир вăхăтӗнче пӗр хӗрарăм хăйне ман страница килӗшнине, услугăсем мӗн хак тăнине ыйтса çырса ячӗ. Малтан хăраса ӳкрӗм – кама-тăр вӗрентме иртерех мар-ши тесе. Тата укçалла вӗрентни пысăк яваплăх-çке. Пултарайăп-ши? Тав ун чухнехи каччă-юлташăма йышăну тума пулăшнăшăн. Ху çине ху ӗçленӗ чух мӗн-тӗр пуçлама çăмăл мар. Кам çине-тӗр ӗçленӗ чух сан должноçпа тивӗçекен ӗç, график, йӗрке пур. «Тӳлевсӗр ан ӗçле, хăюллăн хăв хакна палăрт. Укçасăр ӗçлесен ху енчен те, клиент енчен те пахалăх пулмӗ. Мӗншӗн тесен ӗç кăтартăвӗшӗн пӗри те явап илмест. Дисциплина та çук», – терӗ çамрăк çыннăм. Çав хӗрарăм манăн пӗрремӗш вӗренекен пулчӗ.
– Вăрттăнлăх мар пулсан, мӗн чухлӗ илетӗн вӗрентнӗшӗн?
– Малтанласа 15 пин тенкӗччӗ ман патра вӗренесси, халӗ 30 пин тенкӗ.
– Харпăр блога илсе пынинче мӗн чи кирли?
– Шухăшсене уççăн палăртни, чун, вӗсен усăлăхӗ, шухăшлаттараканни. Çавăнпа харпăр блога кама-тăр ертсе пыма пани тӗрӗс мар, вăл сан ăшна кӗрсе пăхаймасть вӗт. Тата улталаса илемлетсе кăтартни, текста ăçтан та пулин копилесе илни тӳрех палăрать. Паллах, ӗнтӗ миçе «лайк» лартни, репост туни, миçе çын пăхни тӗп вырăнта. Сăнанă тăрăх, финанс, илем сферипе, харпăр ӳсӗмпе çыхăннă блогсем ăнăçлă. Усăсăр информацие çынсем вуламаççӗ. Хам та соцсетьсенче пурне те вуласа лармастăп.
– Миçе бизнес-аккаунт ертсе пыратăн халӗ?
– Малтан 5-6 таранах илсе пыраттăм. Ку çăмăл мар. Пӗччен ӗлкӗрме çук. Кашнине кунне 5 постран сахал мар тата статьясем çырмаллине шутласан – нагрузка пысăк. Постсемпе сторис (истори) валли материал кирлӗ. Ун валли аккаунт хуçи патне – компание е предприятие кайса информаци пухаттăм, сăнӳкерчӗксем, видео ӳкереттӗм. Пӗр эрнене çитмелӗх. Лекцисенче те ӗçлеме тиветчӗ ку енӗпе.
– Капла вӗренни пуçа кӗмест-çке? Е аслă пӗлӳ кирлӗ мар тесе йышăну турăн?
– Çук. Аслă пӗлӳ мана ура çинче çирӗп тăма, ыранхи куншăн лăпкă пулма кирлӗ. Аслă пӗлӳ вăл аялти кӗпе-йӗм пек – курăнмасть пек, анчах хăвна лайăх, шанчăклă туятăн. Тата вӗреннӗ çын калаçăвӗпе те, тыткаларăшӗпе, паллах, тавракурăмпа улшăнса тăрать. Диплом илме нумай юлмарӗ ӗнтӗ, шутлă уйăхсем. Тав Турра, хальлӗхе парăмсем çук.
– Соцсетьсене илсе пыма ятарлă курссем илнине каларăн паçăр, халӗ те наставник пур-и?
– Пӗррехинче çамрăк çыннăм: «Диана, эп сана вӗрентсе ывăнтăм. Атя сана хамăн наставникăн контакчӗсене парап. Укçуна ан шелле – вӗрен. Усси пысăкрах пулӗ», – терӗ. Вӗреннӗ хушăра мана таргет реклами интереслентерме пуçларӗ. Ку хăвăн продуктна соцсетьсене кăларма пулăшать.
– Сан мӗнле продукт?
– Эп хам нимӗн те туса кăлармап. Ман продукт вăл – бизнес-аккаунтсен услугисемпе таварӗсем. Илем салонӗн услугисенчен пуçласа ал ӗçӗ таран. Урăхла каласан, хамăн аккаунтра вӗсен продукцин рекламине вырнаçтаратăп. Вӗсем çинчен эксперт пек каласа паратăп. Ман ак пӗр палланă çын пур, уйăхне вăл таргет рекламипе темиçе миллион тенкӗ туса илет.
– Паяна сан миçе вӗренекен?
– Виççӗн. Наставник вӗрентӳ хакне ӳстерме каласан пăшăрханса ӳкрӗм. «Тытӗç те кайӗç, эпир вара укçасăр шăхăрса юлăпăр», – шухăш пуçа темӗнччен пăраларӗ. «Ан хăра, сана кăшт ытларах тӳлеме пуçласан пахалăх та ӳсӗ, сана хаклама пуçлӗç. Аванни йӳнӗ пулма пултараймасть. Атя хыпар ларт та – ӗçлеме тытăн», – терӗ вӗрентекен. Ăшра такам пурпӗрех: «Ах, ан яр, ан яр хыпар», – тет. Çапах хăюлăх çитерсе кнопкăна пусрăм, хыпар вӗçрӗ. Телефона сӳнтертӗм те парка уçăлма тухрăм. Мӗн пулать те мӗн килет. Киле таврăнсан хăра-хăра телефона çутрăм. Чăн та, ултă заявкăран виççӗшӗ вӗренме килӗшнине çирӗплетсе янă. Çапла укçа енчен те çухатмарăм, вăхăт та кăштах пушанчӗ.
– Апла эсӗ аçу-аннӳнтен пач тытăнса тăмастăн? Мӗнлерех хутшăнусем сирӗн?
– Аван, эмоцисем енчен пит кӗрсе кайса мар. Кашни çеккунтра атте-аннене шăнкăравласа тăрас йăла çук манăн. Эпӗ вӗсене питӗ юрататăп, шаннăшăн, йышăну тума чарманшăн. Çапах хăш чух тем чӗпӗтсе те илет. Эпӗ çемьере пӗрремӗш ача – ялан асли. Хăш чух вара аннене: «Эсир ялан шăллăмпа йăмăкшăн пăшăрханатăр, маншăн çук», – тетӗп. Анне вара: «Эп саншăн çуралнăранпа хăрамап. Диана, эсӗ йăлт ху тăваян», – тет кăмăллăн. Интереслӗ пирӗн хутшăнусем. Анчах хамăн пулас çемьере ман ачасене эмоцисем енчен çывăхрах, вӗсен кашни шухăш хусканăвне пӗлес килет.
– Диана, эсӗ хальхи самана çуратнă професси çынни. Çамрăксем пурте интернета кайсан мӗн тумалла? Алăпа ӗçлекенсем те кирлӗ-çке? Тухтăрсем, çăкăр пӗçерекенсем, выльăх пăхакансем, ыттисем. Мӗн шутлан кун пирки?
– Шел пулин те, эпир пурте виртуаллă тӗнчене утатпăр. Нумай професси çуралать. Çапах алăпа ӗçлекенсем те пулӗç-ха. Ман таврара халӗ питӗ интереслӗ çынсем. Тӗлӗнмелле те, хамран аслăрах çултисем. Ак, пӗр хӗрарăм, питӗ ăнăçлă çын, мана час-час: «Диана, сирӗн ăрăва пӗрре те ăмсанмастăп», – тет. «Мӗншӗн? Эпир 20-22-ри çамрăксем, ăнăçлă, тӗллев лартатпăр, ун патне утатпăр, çитӗнӳсем тăватпăр, укçа енчен те хамăра тивӗçтеретпӗр», – тетӗп хирӗç. «Эсир ачалăхпа, яшлăхпа киленсе кураймастăр. Питӗ хăвăрт пурăнатăр. 25-рех сирӗн вăтам çулсенчи кризис пуçланать», – тет каллех. Чăн та, ăçта васкатпăр, мӗн хăвалать пире? Пирӗн ăру пысăк амбицисемпе аптăрать. Нумай чухне çынна ӗç укçи шайӗпе, хваттерӗ, машини пуррипе виçеççӗ. Ӗлӗк те çапла пулнă пулӗ, халӗ тата ытларах. «20 пин кăна ӗçлесе илетӗн-и? Мӗн нимӗн те тумастăн?» – теççӗ. Ку мана килӗшмест. Çын вăл тӗрлӗрен, хăшӗ 20 пинпе те пурăнаять, теприне 100 пин те сахал. Хам вара пуçӗпех маркетинга кӗрсе пыратăп. Социаллă сетьсен аталанăвӗпе çыхăннă агентство уçма ӗмӗтленетӗп.
– Ӗмӗтленетӗн пулсан, апла пулатех. Ăнăçу сана, Диана, пысăк тав интереслӗ калаçушăн.
(Д.Мердюкова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев