Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Директор пулнине сисмен те...

Пӗр кунра 700 заявлени килни те пулнă

Интернет саманинчен тепӗр чух мӗн кӗтмеллине те пӗлместӗн. Çав шутра хăвăра такам директор тунине те. Карьера пусми çинчен сăмах пымасть кунта. Шулӗксем паспорт даннăйӗсене вăрласа çынна хăйне  систермесӗрех ним мар харпăр предприниматель, пӗр-пӗр предприяти директорӗ туса хума пултараççӗ. Çакăн валли вӗсене электронлă цифра çинчи алă пусни кăна кирлӗ.  Кун çинчен Налог службин налог тӳлекенсене регистрацилекен тата учета илекен Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Ольга Агафетова «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.  
Пӗлтӗр декабрь, кăçал январь уйăхӗсенче электронлă майпа харпăр предприниматель пулас, фирма е ытти пӗрлешӳсем йӗркелес шутлисен шучӗ хăвăрт ӳссе кайнă иккен. Пӗр кунра 700 заявлени килни те пулнă. Кăна Ольга Агафетова çулла регистраци процедурине пысăк улшăнусем кӗртессипе çыхăнтарчӗ.  Çакна пӗлекенсем майпа усă курса юлма васкаççӗ ахăр. Шел те, вӗсен хушшинче  усал шухăшлисем те нумай. Çапла майпа  çынсем хăйсене директор е урăх ертӳçӗ тунине сиссе те юлайман тӗслӗхсем нумайланнă. Паспорт даннăйӗсене те, алă пуснине те тупма  йывăр мар халӗ.  Кашни утăмра тенӗ пекех хамăрах хăваратпăр вӗт.  Çавăнпа спикер халăха сыхланма васкама ыйтрӗ. Кун валли Федераллă налог службин сайтӗнче налог тӳлекенӗн харпăр кабинетне йӗркелемелле те регистраци иртмелли органа хăвăра юридици сăпачӗллӗ çын тени тӗрӗс маррине – Р34001, хăвăр тӳрремӗн хутшăнмасăр нимӗнле предприниматель, фирма, предприяти ертӳçи пек те регистрацилемелле марри çинчен Р38001 номерсемлӗ формăсемпе заявка ямалла.
Енчен те хăвăра укçалла вăхăтлăха директор пек регистрацилеме сӗнекенсенчен те сыхланмалла. Тӗрӗссипе, ку сирӗн аллăрпа кăвар туртни кăна. Тупăшне кӗсьене чикеççӗ те çухалаççӗ вӗсем, налогӗ вара директор çине, урăхла каласан директор пулма килӗшнӗ çын çине, тиенет. Хутсем çинче хушамачӗ унăн вӗт, эппин, налогне те унăнах тӳлемелле.   

Ирина НИКОЛАЕВА.

 

Сăнӳкерчӗкре Ольга Агафетова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев