Дмитрий Мясников: «Чӗнсен чăваш мероприятийӗсене ирттерме эпӗ яланах хатӗр»
Тутарстан чӑвашӗсем Хусанта, республика шайӗнче, ытти район-хулара иртекен чӑваш мероприятийӗсене ертсе пыракан пултаруллă та маттур качча асăрханах ӗнтӗ. Концерт-и, пӗр-пӗр конкурс-и – мӗнле пысăк ăсталăхпа ертсе пырать вăл хăть чăвашла, хăть вырăсла. Чăваш мероприятийӗсене тăтăш çӳрекенсем пӗлеççӗ ăна. Вăл – Дмитрий Мясников. Дима – Самар Ен чӑвашӗ, питӗ хастар та маттур çамрӑк. Унпа çывӑхрах паллашар-ха эппин.
– Дима, хӑвпа, çемйӳпе паллаштар-ха пире.
– Эпӗ Самара облаçӗнчи Шунтал районне кӗрекен Аксаку ялӗнчен. Пирӗн ял пӗчӗккӗ. Манӑн класра 4 ача кӑначчӗ, шкулта вара пурӗ 28 ача çеç вӗренетчӗ. Аттепе анне – ял çыннисем. Анне – социаллӑ ӗçчен, ватӑ çынсен пурнӑçне аванлатма тӑрӑшать. Атте механизатор пулса ӗçлет.
– Самара тăрăхӗнче чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентеççӗ?
– Шкулта эпир чӑваш чӗлхи вӗренмен. Тăван чӗлхене çемьере вӗреннӗ. Тӗрлӗ конкурссене чӑваш сӑввисене вӗренсе, вуласа хутшӑнаттăм, чӑваш театр постановкисене лартас ӗçе те хастар хутшăннă. Чӑваш ансамблӗнче юрланă-ташланă, йӑла-йӗркесене те унтах вӗреннӗ.
– Питӗ тӗлӗнтертӗн халӗ мана. Дима, эсӗ чӑвашла питӗ аван калаçатӑн. Анчах та грамматика енӗпе йывӑртарах пуль? Эсӗ чӑвашла мӗнле çыратӑн?
– Грамматика енӗпе, чӑнах та, йывӑртарах, анчах та чӑваш мероприятийӗсене ертсе пынӑ чухне сценарисем вуланипе, конкурссене хутшӑннӑ чухне сӑвӑсем вӗреннипе тӗрӗс çырма та вӗренсе пыратӑп. Çапах та хӑш-пӗр чухне мӗнле илтнӗ, çавӑн пекех çырни те пулкалать. Халӗ лайӑх, интернет пур, унта веç вулама пулать, куçаруçӑсемпе те усӑ курма май пур. Тӗслӗхрен, сӑмаха мӗнле тӗрӗс çырмаллине пӗлмесессӗн онлайн-куçаруçӑна кӗрсе пӑхма пулать. Унсӑр пуçне 2014 çулта эпир Чӑваш Республикинчи Етӗрне районне кайнӑччӗ. Унта «Хавал» форумӗ иртрӗ. Çавӑнта эпир эрне тӑршшӗпех чӑваш чӗлхине вӗрентӗмӗр.
– Чӑваш литературине вулатӑн-и е вулама йывӑртарах сана?
– Вулатӑп. Шкулта, тӗслӗхрен, «Нарспи» поэмӑн сыпăкӗсене вулаттӑмӑрччӗ. Халӗ ытларах интернетра чӑвашла вулатӑп, тӗрлӗ статьясене пӑхатӑп, «Сувар» хаçатӑн Телеграм-каналти хыпарсене те вулатӑп.
– Дима, эсӗ мӗн пӗчӗкренех сцена çинче. Шкулта вӗреннӗ чухнех чӑваш ансамбльне çӳренӗ. Çав вӑхӑтсем пирки тӗплӗнрех каласа пар-ха.
– Эпӗ икӗ ансамбле çӳренӗ. Шкулта пирӗн «Шӑпчӑк» ятлӑ ансамбль пурччӗ. Унпа эпир питӗ нумай конкурссене хутшӑннӑ, кӳршӗ районсене çӳренӗ, кашни эрнере ӑçта-тӑр каймаллаччӗ пирӗн. Çавӑнта мана кӳршӗ ялти «Çӑлкуç» ансамблӗн ертӳçи Анатолий Васильевич Мрясов курнӑ. Вӑл мана хӑйсен ансамбльне чӗнчӗ. Унччен эпӗ çакӑн пек пысӑк ансамбле çӳресси пирки шутлама та хӑранӑ пуль. «Шӑпчӑкпа» кӳршӗ ялсене кăна çӳренӗ, «Çӑлкуç» вара пысӑк хуласенче те час-час пулать: Мускавра, Хусанта, Шупашкарта... Маншӑн, ял ачишӗн, çак хуласене кайса курни, пысӑк сцена çине тухни питӗ интереслӗ пулнӑ. Пӗрремӗш хут «Çӑлкуç» ансамбльпе 2013 çулта Шупашкарта сцена çине тухрӑм, эпир Чӑваш Республикин кунӗнче Акатуя кайнӑччӗ. Çавӑн чухне пуçласа Шупашкарта пултӑм. Хулара тӗрлӗ вывескăсем чӑвашла пулни, йӗри-тавра вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та калаçни мана тӗлӗнтернӗччӗ. 2014 çулта Хусана килсе кайрӑмӑр, хула питӗ килӗшрӗ.
Çав çулах «Хавал» форумне кайса килтӗмӗр. 2015 çулта каллех Чӑваш Ене Акатуя кайрӑмӑр. Унта пире Чӑваш радиона та чӗнчӗç: пуçласа интервью патăм. Пирӗн яла этнографсем те час-час килетчӗç, вӗсене эпир йӑла-йӗркесене кӑтартаттӑмӑрччӗ. Çав енчен те чӑваш культурине вӗреннӗ пуль тесе шутлатӑп. Хамӑрӑн ялти вӗрентекенсене те, театр ертӳçисене те, клубри театр ушкӑнне те, Анатолий Васильевича та пысӑк тав каламалла халӗ ак çакӑнта эпӗ ларнишӗн, чӑваш чӗлхине пӗлнишӗн. Тăван чӗлхепе культурăна юратма мана вӗсем вӗрентнӗ.
– 9 класс пӗтернӗ хыççӑн эсӗ Тутарстанри Лениногорск хулине вӗренме килнӗ, халӗ Хусанта вӗренетӗн. Шкул вӑхӑтӗнче те хастар пулнӑ, студент çулӗсенче те алă усса лармастăн. Студент пурнăçӗ пирки каласа пар-ха.
– Шкула эпӗ хӗрлӗ аттестатпа пӗтернӗ, çавӑнпа та мана таçта та илме пултаратчӗç. Эпӗ аслӑ пиччен арӑмӗн шӑллӗ вӗреннӗ техникума кӗме шутларӑм. Инкен шӑллӗ мана авантарах вӗренес тесен староста пулма тăрăш тесе ăс пачӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче техникума килтӗм те хамӑн ушкăнӑн списокне пӑхрӑм, унта 28 çын. Кунта ушкăнра 28 çын, унччен вара пӗтӗм шкулӗпе 28 ачаччӗ пирӗн (кулать). Хӑрушӑ пулса кайрӗ. Пӗрремӗш паллашу урокӗ пуçланчӗ, кам староста пуласшӑн тесе ыйтаççӗ. Эпӗ хам ӑшра пултараятӑп-ши, пултараймастӑп-ши тесе питӗ пӑшӑрханса лартӑм, унтан алла çӗклерӗм. Манӑн тӗрӗслев срокӗ пуçланчӗ. Темиçе кунтан пӗтӗм старостăсен пухӑвӗ иртрӗ, çавӑнта ларнӑ чухне эпӗ шухӑша путрӑм та тухса кӗрес тесе алӑ çӗклерӗм. Çав вӑхӑтра курс заведующийӗ пиртен кам курс канашӗн председателӗ пуласшӑн тесе ыйтнӑ иккен. Çавӑн пек эпӗ курс канашӗн председателӗ те пулса тăтӑм, тухмалли пирки те манса кайрӑм... Мӗн тăвас тетӗн, ӗçлесе пӑхма шутларӑм.
Çапла маншăн питӗ интереслӗ вӑхӑт пуçланчӗ, конкурссем, конференцисем, унта мероприятисене ертсе пыма пуçларӑм. Форумсене те хутшӑнтӑм. Пӗррехинче Лениногорск урамӗпе юлташсемпе утса пынӑ чухне чӑвашла юрланине илтрӗм, кунта та чӑвашсем пулнипе савӑнтӑм та юрлакансем патне паллашма пытӑм. Çапла районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Ольга Александровна Орловăпа паллашрăм. Питӗ маттур хӗрарӑм вăл, мана хӑйсем патне йыхӑрчӗ. Вара çапла хуллен «Шурă хурăн» ансамбльпе те мероприятисене çӳреме пуçларӑм.
Лениногорскра вӗреннӗ вӑхӑтра телевиденире те ӗçлесе куртӑм. 4 çул кунта питӗ кӑсӑклӑ иртсе кайрӗ. Студентсемпе те нумай ӗçлерӗм вӑл вӑхӑтра, Лениногорскра Студентсен лигин филиалне уçрӑмӑр, унта «Çулталăк çитӗнӗвӗ» конкурса хутшӑнса «Çулталăк общественникӗ» номинацире çӗнтертӗм, Раççей шайӗнчи «Çулталăк студенчӗ» конкурсăн финалисчӗ пултӑм...
– Дима, эсӗ Лениногорскра Тутарстан халӑхӗсен Çамрӑксен ассамблейинче те тӑнă, унта чӑвашсемпе ӗçленӗ. Мӗн тӑваттӑрччӗ?
– Эпир Ольга Александровнăпа питӗ чӑваш çамрӑкӗсене пухасшӑнччӗ, вӗсемпе те ансамбль пухса ӗçлеме шутлаттӑмӑрччӗ, ун патӗнче хӑнара чей ӗçсе ларнӑ вӑхӑтра часах çавӑн пирки ӗмӗтленеттӗмӗрччӗ. Анчах та манăн, студентăн, вӗренмелле вӗт-ха, Студентсен лигинче те ӗçлемелле... Çавӑнпа та, шел пулин те, вӑхӑт çитменнипе Лениногорскра чӑваш çамрӑкӗсене пухас тӗллеве пурнӑçлаймарӑм. Нумай марччӗ эпир унта çамрӑксем, пӗчӗк улахсем те пуçтарнӑ, анчах та нумай мероприяти ирттернӗ тесе калаймастӑп.
– Мӗншӗн Лениногорск хыççӑн Хусана куçма шутларӑн?
– 2014 çулта эпӗ Хусана пӗрремӗш хут килсе курнӑ, унччен çак хула пирки нумай илтнӗ, питӗ килсе курас килетчӗ. Хусана килсен вӑл мана çав тери килӗшрӗ! Пысӑк, таса хула, темӗн те пур кунта. 2019 çулта Worldskills чемпионатра волонтер-экскурсовод та пулса тӑрӑшрӑм. Ун чухне те кунта çакӑн пек пысӑк мероприятисем иртни питӗ килӗшрӗ мана. Тутарстан Халӑхсен Туслӑх Çурчӗ те мӗнле интереслӗ форумсем ирттерет: çамрӑксем валли те, наука енӗпе те. Тутарстанра пурӑнакан кашни халӑха пулӑшса мероприятисем ирттереççӗ. Питӗ вӑйлӑ, масштаблӑ вӗсем. Хула та питӗ хитре. Çавӑнпа Хусана куçма шутларăм та.
2021 çулта Хусана килтӗм. Хуллен чӑваш хастарӗсемпе хутшӑнма пуçларӑм, мана «Аталан» пӗрлешӗве чӗнчӗç. Унтан Сильвия Николаевна Чаркинапа паллашрӑм – ку ман валли уçӑ сывлӑш пек пулчӗ, вӑл мана пысӑк мероприятисене чӗнме тытӑнчӗ. «Уяв пики» конкурса икӗ хут ертсе пытӑм, Туслӑх Çуртӗнче те чӑваш мероприятийӗсенчен нумайăшне ертсе пыратӑп. Сăмах май, «Сувар» хаçат юбилейне те эпӗ ертсе пынӑччӗ.
– Халь ӑçта вӗренетӗн-ха?
– Хусанти патшалăх энергетика университетӗнче пӗлӳ илетӗп, менеджмент енӗпе. Халӗ 4-мӗш курсра.
– Вӗреннисӗр пуçне ӗçлетӗн те, мероприятисем те ертсе пыратӑн. Хусанта чӑваш мероприятийӗсем нумай иртеççӗ-и? Вӗсене ертсе пыни çупа çӑкӑр туянмалăх укçа ӗçлесе илме май парать-и?
– Чӑваш мероприятийӗсенчен ытларахăшне Сильвия Николаевна Чаркина чӗннипе ирттеретпӗр. Тӗрӗссипе каласан, пӗтӗм мероприятишӗн тӳлемеççӗ, анчах та çак мероприятисене хутшăнни реклама пек маншӑн. Тӗслӗхрен, «Уяв пики» конкурсра ӗçӗ нумай (пӗр кун маларах килсе хатӗрленмелле, пӗрмай сцена патӗнче хӗрсемпе пулмалла, шӑрӑхра та, çумӑрта та конкурса ирттермеллех), çапах нумай тӳлемеççӗ унта. Анчах лайăх енӗ те пур. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр шăпах «Уяв пикинче» Чӑваш халӑх артисткипе Августа Васильевна Уляндинапа паллашрӑм. Ун хыççӑн икӗ эрнерен вӑл мана шӑнкӑравларӗ те хунямӑшӗн юбилейне ирттерме чӗнчӗ, унта вара урӑхларах хаксем. Мана чӑваш мероприятийӗсем питӗ килӗшеççӗ, унта интереслӗ çынсемпе те паллашатăн, хӑвна та кӑтартатăн. Эпир «Ӗмӗт» ушкӑнпа питӗ туслӑ, вӗсемпе нумай мероприятисене, Çӗнӗ çул корпоративӗсене пӗрле ирттеретпӗр.
– «Уяв пики» конкурсра ӗçлеме йывӑр-и? Тен, пикесем чӑкӑлтӑш пулаççӗ е паллашма тӑрӑшаççӗ санпа?
– Кашни çул ку конкурса ирттернӗ хыççӑн: «Вçо, тепӗр çул çак конкурса ирттерме хутшăнмастăп», – тетӗп (кулать). Эпир хӗрсемпе конкурс вӑхӑтӗнче кӑна ӗçлеместпӗр вӗт, репетицисенче вӗсен номерӗсенче мӗн-тӗр улӑштаратпӑр, кашнин пурнӑçӗ пирки пӗлетпӗр, кашни хӗр çывӑх тус пек туйӑнать вара. Вӗсем шӑрӑхра хатӗрленеççӗ, репетицисем вӑхӑтӗнче çиме те манса каяççӗ пуль... Унтан конкурс тапхӑрӗсем хушшинче ытти тапхӑрсем валли хатӗрленеççӗ, пирӗн вӑхӑтпа та веç ӗлкерсе пымалла, хӗрсем питӗ хумханаççӗ, кашни питӗ тӑрӑшать, пурте сӑпайлӑ, маттур, вӗсене балсем лартма жюри пайташӗсене питӗ йывӑр пек туйӑнать. Конкурсӗ питӗ интереслӗ, анчах та жюри пайташӗсем çӗнтерӳçӗсене суйлама пуçласассӑн эпӗ урӑх пӳлӗме тухса каятӑп, чӑтаймастӑп. Хӗрсем çак конкурса пысӑк шанчӑкпа килеççӗ вӗт, хӑйсене кӑтартаççӗ, кашни тӑрӑшать. Хӗрсенчен хăшӗ-пӗрисем конкурс хыççӑн макӑраççӗ... Темӗн те пулать. Кайран, пӗр-ик уйӑх иртсен, эмоцисем пусăрăнаççӗ те тепӗр çул та çак конкурса ертсе пырасси пирки шутлама пуçлатӑп, чӗнессе кӗтетӗп.
– «Тутарстан Чӑваш пики» конкурса ертсе пыма кӑмӑл çук-и?
– Кӑмӑл пур, чӗнсен эпӗ яланах хатӗр.
– Дима, санӑн савнă хӗр пур-и?
– Халӗ çук.
– Апла пулсан мӗнлерех хӗр шыратӑн эсӗ?
– Анне пек, кукамай пек хӗр шыратăп тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ сӑпайлӑ, юратма пӗлеççӗ, тутлӑ пӗçереççӗ, ачасене мӗнле пӑхмаллине те пӗлеççӗ, тӑрӑшса ӗçлеççӗ, нихӑçан та наянланмаççӗ. Хӗрсем упăшка пулма ашшӗ пек каччă шыраççӗ ӗнтӗ. Эпир вара, чӑваш каччисем, анне пеккине тупасшăн.
– Дима, тавтапуç сана интереслӗ калаçушăн!
Д.Мясниковăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев