Дмитрий Туманов «Сувар» çырăнчӗ
Çитес çур çулта «Созвездие — Йолдызлык» çамрăксен эстрада искусствипе телевидени фестивалӗн арт-резиденцине те «Сувар» хаçат килсе тăма тытăнӗ. Пирӗн хаçатăмăра Çӗпрел районӗнче иртнӗ Акатуйра йӗркеленӗ акцире асăннă фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ, ТР искусствăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дмитрий Туманов çырăнчӗ.
Дмитрий Александрович республикăра паллă çын. 1962 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Ленинградра Александр Рамазановичпа Наталья Николаевна Тумановсен çемйинче çуралнăскер хăй пурнăçне Тутарстанпа çыхăнтарнă. Хусана вăл çемйипе 1970 çулта куçса килнӗ. Хусанти театр училищинчен вӗренсе тухнă (1978–1982 çулсенче). Пӗр вăхăт В. И. Качалов ячӗллӗ Хусанти вырăс академи драма пысăк театрӗнче ӗçленӗ, 50 ытла рольте вылянă. 1986–1989 çулсенче Хусан патшалăх университетӗнчен, каярах Мускаври финанс колледжӗнчен вӗренсе тухнă. 1996–1998 çулсенче Томск облаçӗнчи драма театрӗнче ӗçленӗ. Çакăн хыççăн вăл актер профессийӗпе сывпуллашма шутлать. Театрти хăйне евӗр хутшăнусене пула писет вăл çак ӗçрен.
1998 çулта Дмитрий Туманов ӗлӗкхи юлташӗпе Е. А. Аладинскипе «АРТИАС» творчествăлла ӗçченсен пӗрлешӗвӗ" обществăлла организаци йӗркелесе ярать. Çакăнтан пуçланать те ӗнтӗ культура менеджментӗнчи çул. 2000 çулта талантлă çамрăксене тупас тӗллевпе фестиваль ӗçне пуçарса ярать. 2002 çулта проект республика шайне тухать. 2004 çултанпа «Созвездие — Йолдызлык» творчество енчен пултаруллă ача-пăчапа çамрăксене пулăшассипе республика центрӗ" патшалăх учрежденийӗн директорӗ пулса ӗçлет.
Çак ӗçе Дмитрий Александрович чунӗпе парăннă. Хăй фестивальне вăл ача-пăчапа çамрăксене англосакссен, Анăçăн йӗркесӗрлентерекен, моральсӗр витӗмӗнчен хӳтӗлекен культура барьерӗ тесе палăртать. Тăван çӗршыва чунтан парăннă çын тесе калать вăл хăй пирки. Пуринчен çӳле йăлари тата çемье хаклăхӗсене хурать. Нацин культура кодне упрассишӗнех йӗркеленӗ вăл фестивале.
Дмитрий Туманов Çӗпрелне пымасăр пӗр çул та юлмасть. Кăçал та вăл хаклă хăна шутӗнче чăвашсен Акатуйне хутшăнчӗ. Калас пулать, Дмитрий Александрович аслашшӗ енчен чăваш. Вăл Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен пулнă.
"Ман асатте тӗне кӗмен чăн чăваш пулнă, Рамазан ятлă пулнă вăл. Асанне вара нимӗç хӗрӗ пулнă. Асаттене пӗрре курсах юратса пăрахнă тет. Çапла манра темиçе халăх юнӗ чупать. Çӗпрел те маншăн тăван кӗтес. Мӗншӗн тесен асаттен çемйи çак районтан куçса кайнă Çарăмсана. Пӗлетӗр-и, эп çулран çул хамра чăваш юнне ытларах туяп. Хăватлă вăй парса тăрать вăл мана, — терӗ Дмитрий Александрович хаçата çырăннине ăнлантарса. — Тен, хаçата вулама тăрăшса чăвашла калаçма та вӗренӗп,— терӗ ăшшăн кулса.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев